Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патриот сăмах пирĕн базăра пур.
патриот (тĕпĕ: патриот) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Патриот», «Каҫал ен», «Кубня», «Комсомольцы» командӑсем «Музей», «Библиотека», «Школа», «Аллея героев», «Почта», «Парк отдыха» станцисенче хӑйсен вӑйӗсене тӗрӗслерӗҫ.

Команды «Патриот», «Каҫал ен», «Кубня», «Комсомольцы» проверилы свои силы на станциях «Музей», «Библиотека», «Школа», «Аллея героев», «Почта», «Парк отдыха».

Вӑйӑра маттуррисем ҫӗнтерчӗҫ // Е.ПРОКОПЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Вӗсене миллионшар патриот пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Чӑн-чӑн патриот!

Настоящий патриот!

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хамӑрӑн ачасене чӑн-чӑн патриот пулма, пурнӑҫри улшӑнман хаклӑхсене ӑша хывма, тӑван ен йӑли-йӗркине юратма тата хисеплеме вӗрентсе ӳстерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Важно воспитывать наших детей в духе патриотизма, на основе непреходящих моральных ценностей, прививая любовь и уважение к традициям малой родины.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кун йӗркинче ҫарпа патриот клубӑн пӗр пӗрлӗхлӗ ӗҫӗ пулмалли, асӑннӑ организацисен ӗҫӗ-хӗлӗнче вӗренӗве кирлӗ шайра йӗркелемелли ҫинчен те каласа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Кунта РФ Оборона Министерствин представителӗсем, ӗҫе пурнӑҫлакан влаҫӑн регионсенчи органӗсем, Чӑваш Енрен вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ С.Кудряшов, Муркашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул ҫумӗнчи «Родина» ятлӑ ҫарпа патриот клуб руководителӗ В.Львов, Шупашкарти 37-мӗш номерлӗ вӑтам шкул ҫумӗнчи музей руководителӗ В.Яковлев хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ҫак кунах Ю.Золотарев федерацин Атӑлҫи округӗн регионсенчи ҫарпа патриот клубӗсен руководителӗсемпе слет ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Республика Пуҫлӑхӗ пушар хуралӗн тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫамрӑк ӑрӑва ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн, патриот воспитанийӗ парас ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Несӗлӗмӗрсен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӑша хывтарса, тӑван халӑх йӑли-йӗркине хисеплеме тата юратма вӗрентсе вӗсене патриот пулма хӑнӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Алла Салаева, «Чӑваш Ен чӗрӗ урокӗсем» программӑн модераторӗ, пурнӑҫлама пуҫӑннӑ проект ҫитӗнекен ӑру представителӗсене чӑн-чӑн патриот пулма, тӗрлӗ предметпа пӗлӗве тарӑнлатма, пулас професси тӗлӗшпе шухӑш-ӗмӗте уҫӑмлатма, тӑван халӑх пуянлӑхне хаклама ырӑ витӗм кӳрессе ҫирӗп ӗненет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл та манӑҫа тухма, самана тусанӗпе витӗнме пултарать, анчах та апла тӑвас мар тесен пирӗн хамӑрти патриот туйӑмӗсене ҫухалма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Тӑван тӑрӑха хӳтӗлеме хатӗр ҫын ҫеҫ чӑн-чӑн патриот пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Ҫамрӑксене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас ӗҫ тытӑмӗнче кадет юхӑмӗ паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать.

Особое место в системе военно-патриотического воспитания молодежи занимает кадетское движение.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Чӑваш Енри ҫарпа патриотизм клубӗсемпе пӗрлешӗвӗсен иккӗмӗш слетне кӑҫал 150 ытла ҫамрӑк патриот хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ҫавӑнпа эпӗ ку юхӑма кӗрсе пыракан ачасен ашшӗ-амӑшне тав тӑватӑп - ывӑл-хӗрне патриот воспитанийӗ парассишӗн ҫине тӑнӑшӑн, - терӗ Михаил Игнатьев присяга тытма хатӗр маттурсем ҫинчен куҫ илеймен аслисем ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Штаб хастарӗсем общество пурнӑҫӗнче яланах малта, вӗсем патриот воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ акцисенче - чи малти ретре.

Куҫарса пулӑш

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ӗҫкӗ халӑхӗ хушшинче Николай Недкович пур, вӑл пултаруллӑ каччӑ, вӗреннӗскер; вырӑс университетӗнче вӗренекен Кандов студент, кунта вӑл сывлӑхне сиплеме килнӗ, нумай вӗреннӗ, революциллӗ шухӑшлакан ҫын, социализм енне туртӑнаканскер; Фратю господин; Франгов учитель, вӗри пуҫлӑ ҫын теме кирлӗ; Попов — пӗтӗм чун хавалӗпе патриот; Димчо пуп патриот та, анчах ытла ӗҫме юратаканскер; тата Колчо-суккӑр.

Среди других пировали Николай Недкович, развитой и просвещенный юноша; Кандов, студент одного русского университета, приехавший сюда поправить здоровье, человек начитанный, крайне левых убеждений, увлекающийся социализмом; господин Фратю; учитель Франгов — горячая голова; Попов — восторженный патриот; поп Димчо, тоже патриот, но пьяница, и Колчо-слепец.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑвах каларӑн-ха ӑна ырӑ ҫын тесе, мана пула ҫавӑн пек лайӑх патриот вилсе вырттӑр-и?

Такой великодушный человек и, как ты сам сказал, хороший патриот погиб из-за меня.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ ҫакна кӑна пӗлетӗп: вӑл хӗрӳллӗ патриот, — терӗ те тияккӑн, ытлашширех каласа хутӑм пуль тесе шӑпланчӗ, унтан каллех сӑмахне тӑсрӗ: — Ӗнер ӑна стражниксем хӑваланӑ та, вӑл пистолетпа персе полицейские амантнӑ, лешӗ ун курткине туртса илме ӗлкӗрнӗ.

Я лично знаю одно: он пламенный патриот, — проговорил дьякон и, видимо озабоченный, умолк, но вскоре продолжал: — Еще, говорят, когда вчера за ним погнались стражники, он выстрелил из пистолета и ранил полицейского, а тот сорвал с него куртку…

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех