Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канӑва (тĕпĕ: кану) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1978 ҫулта ӑна Шупашкар хулин тӗп ветеринари врачне ҫирӗплетнӗ, ҫак яваплӑ ӗҫре Петр Семенович мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Ҫакнашкал ӑмӑртусене чӑннипех кӑмӑллатӑп% хастар канӑва, туссемпе-пӗлӗшсемпе тӗл пулнине нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем – агроволонтерсен слетӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10764-v- ... -slet-nche

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Ахальтен мар пуль ҫав, ҫуллахи канӑва нумайӑшӗсем Хусантан, Горькирен тата ытти хуласенчен килсе ҫакӑнта ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

- Пирӗн кӳршӗ Рудольф Степанович, тин кӑна тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, ачасене питӗ юратать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

1989 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗн директорӗ тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ май, Алексей Андреевича унти коллектива ертсе пыма шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та, вӗренӳ ӗҫӗнче чылай ҫул вӑй хунӑ ҫынсемшӗн сентябрӗн 1-мӗшӗ пысӑк уяв пулса юлать.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Вӑл та санитаркӑра мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех тӑрӑшнӑ, фельдшера мӗн май килнӗ таран пулӑшса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

Ялта пурӑнакан, медицина пӗлӗвӗ илнӗ ҫын тивӗҫлӗ канӑва кайсан та, вӑл таврари ҫынсемшӗн сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченех пулса юлать.

Куҫарса пулӑш

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

— Тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пулсан та, сывлӑхпа вӑй-хал ҫителӗклӗ чухне выльӑх-чӗрлӗх усрасчӗ-ха, килте ӗҫсӗр ларас килмест, — шухӑшне пӗлтерчӗ Елена Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Раиса мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех Шупашкарти пӗр шкулта вӗрентекенре тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Малтанлӑха колхозри 4-мӗш бригадӑн бригадирӗнче тӑрӑшнӑ, унтан мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Шигали» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче кадрсемпе ӗҫлекен инспекторта вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех вара тӑван колхозра ӗҫлесе ӑна аталантарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Ҫакна тӑвас тесе хам тивӗҫлӗ канӑва тухни ҫинчен те манса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Кӗҫӗн Тӑван тата Тавӑт шкулӗсенче газооператорта вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Сергей Николаевич ял хуҫалӑхӗнче вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хастарсене ҫирӗп сывлӑх тата вӑрӑм кун-ҫул суннӑ, Канашри муниципаллӑ округ ҫӗнӗ ӑнлава тата унӑн малашлӑх ҫул-йӗрне уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-3/

2002 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

Людмила Егоровна районӑн тӗп библиотекинче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Ксения Матвеевна колхозра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ахаль ларман, Росгосстрах организацире 10 ҫул страхлав агенчӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех