Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асаилӳсем (тĕпĕ: асаилӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн пурнӑҫ халӗ маншӑн — асаилӳсем.

Настоящая жизнь сейчас для меня — эти воспоминания…

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ан тив, лартӑр вӑл унта хӑйӗн ӗлӗк вӑрҫӑсенче ҫапӑҫса ирттернӗ пурнӑҫӗ ҫинчен асаилӳсем ҫырса, анчах пирӗн хальхи пурнӑҫа ан хутшӑнтар.

И пусть он сидел бы там, отдыхал, писал воспоминания о прежней своей боевой жизни, а в теперешние наши дела не вмешивался.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Ман хыҫра асаилӳсем ҫав тери нумай: Петербургри пурӑнӑҫ, пуянлӑх, унтан чухӑнлӑх, унтан атте вилӗмӗ, качча тухни, унтан ют ҫӗршывра ҫӳрени, кирлӗ пекех пулнӑ… асаилӳсем нумай, анчах асӑнмалли нимӗн те ҫук, ман умра вӑрӑм, вӑрӑм ҫул, анчах ӗмӗт ҫук…

— Позади меня уже так много воспоминаний: жизнь в Петербурге, богатство, потом бедность, потом смерть отца, замужество, потом заграничная поездка, как следует… воспоминаний много, а вспомнить нечего, и впереди передо мной — длинная, длинная дорога, а цели нет…

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Тӗтӗм шӑрши Григорий ӑшӗнче кичем асаилӳсем вӑратрӗ: тахҫан ҫапла вӑл та, Григорий, кӗркуннехи тӑлӑх ҫеҫенхирте ҫӗртме сухи тӑватчӗ, ҫӗрлесенче ҫӑлтӑрсем мӑчӑлтатакан хура тӳпенелле сӑнаса пӑхатчӗ, таҫта ҫӳлте-ҫӳлте вӗҫекен хуркайӑк картисем пӗр-пӗрне кикак-кикак! кӑшкӑрса сасӑ панисене итлетчӗ…

Запах дыма разбудил в Григории грустные воспоминания: когда-то и он, Григорий, пахал зябь в глухой осенней степи, смотрел по ночам на мерцающее звездами черное небо, слушал переклики летевших в вышине гусиных станиц…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Асаилӳсем мӗн чухлӗ уҫӑмлӑрах пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах та тунсӑхлӑрах йынӑшнӑ Каштанка.

И чем ярче были воспоминания, тем громче и тоскливее скулила Каштанка.

II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Ҫав асаилӳсем сирсе сирӗлми йывӑр пулчӗҫ.

Воспоминания о ней были неистребимы и мучительны.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Асаилӳсем килсе капланнипе чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Наталья шӑппӑн чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ, мӗн ӗмӗртен виле шӑрши кӗрекен тараватсӑр ҫӗр ҫумне пичӗпе тӗршӗнчӗ.

Потрясенная нахлынувшими воспоминаниями, Наталья молча опустилась на колени, припала лицом к неласковой, извечно пахнущей смертным тленом земле…

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тунсӑх чӗпӗтнипе асапланаканскер, капланса килнӗ асаилӳсем тыткӑнланӑскер, вӑл утне тӑратса шӑппӑн каларӗ:

Ужаленный тоской, покоренный нахлынувшими воспоминаниями, он придержал коня, сказал:

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Асаилӳсем хумхантарса янӑ чӗри юнпа тулчӗ, тикӗссӗррӗн кӑртлатса тапрӗ, вӑрахчен ыйха сирсе пычӗ.

Кровоточило тронутое воспоминаниями сердце, билось неровно и долго отгоняло сон.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Апла пулин те ҫав ҫыхӑну пирки асаилӳсем кӑмӑла пӑхмасӑр, чуна канӑҫ памасӑр, пуҫа ҫутӑ пайӑркисем пек сӑрхӑнса кӗме, ӑша вӑркаттарма пуҫларӗҫ.

Но, помимо его воли, все настойчивее полосками света — стали просачиваться, тревожить его воспоминания об этой связи.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Асаилӳсем, тав сӑмахӗсем сахал мар пулчӗҫ ҫав кун, тепӗр 24 астӑвӑм хӑми уҫрӗҫ ун чухне.

Немало воспоминаний, благодарных слов обыло сказано в тот день, когда открыли еще 24 памятных доски.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Асаилӳсем черетпе ун умӗнчен иртсе кайрӗҫ…

И воспоминания снова чередой прошли перед ним…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав самантра мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ асаилӳсем пуҫа килеҫҫӗ!

И сколько тогда возникает радостных воспоминаний!

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун пек асаилӳсем ун пуҫне час-часах пырса кӗрсе, фронтри эпизодсене аса илтернӗ.

Мысли о войне часто приходили ему в голову, и в памяти воскресали еще не забытые эпизоды фронтовой жизни.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сережа пуҫне пӗрин хыҫҫӑн тепри савӑнӑҫсӑр асаилӳсем киле пуҫларӗҫ: ҫурхи тӗттӗм каҫ, Кубань хӗрри, ҫырана ҫапӑнакан хум шавӗ тата Соня сасси: «Кай, ҫыпӑҫатӑн, сӑмала пек…»

Сразу вспомнился весенний темный вечер, берег Кубани, тревожный шум воды и ее голос: «Отстань! Прицепился, как смола…»

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий татӑлса ӳкнӗ тӳме шинель пуставне путӑкласа хӑварнӑ ҫаврашка ҫине пӑхрӗ: асаилӳсем капланса тулчӗҫ те, ҫак вӑрӑм вӑхӑт хушшинче пӗрремӗш хут кӗҫех йӗрсе ямарӗ вӑл.

Григорий глянул на кружок, вдавленный в сукне оторванной пуговицей; пронизанный воспоминанием, в первый раз за длинный отрезок времени чуть-чуть не заплакал.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫулла хӗвел тухса хӗвел аничченех пӳрт умӗнчи тӑпрас ҫинче ларнӑ, туйипе ҫӗре чӗркеленӗ, пуҫне чиксе уҫӑмсӑр сӑнлӑхсем, шухӑш татӑкӗсем, манӑҫлӑх тӗттӗмлӗхӗ витӗр тӗксӗммӗн кӑна ҫуталса килекен асаилӳсем ҫинчен шухӑшланӑ…

Летом с восхода до заката солнца сиживал на завалинке, чертил костылем землю, угнув голову, думал неясными образами, обрывками мыслей, плывущими сквозь мглу забвения тусклыми отсветами воспоминаний…

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл аптраса ларнӑ, ҫак асаилӳсем ӑна ӳсӗртсе янӑ тейӗн.

Растерянный, будто чем-то опьяненный, он сидел и думал.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Кунта, хунар тавра пӗр-пӗринпе ҫывӑх ларса, вӗҫӗмсӗр сӑмах-юмах, асаилӳсем, кулӑшла кӗске калавсем, юрӑсем пуҫланнӑ.

Здесь в тесном кружке у фонаря начинались бесконечные рассказы, воспоминания, побасенки, песни.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Те шухӑшӗсем, те асаилӳсем, те ӗмӗтсем пулчӗҫ ун пуҫӗнче, паллӑ мар — ҫаксен пурин те татӑк-сыпӑкӗсем пӗрле пӑтрашӑнчӗҫ.

Не то мысли, не то воспоминания, не то мечты бродили в его голове, — бродили отрывки всего этого.

XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех