Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анкарти сăмах пирĕн базăра пур.
анкарти (тĕпĕ: анкарти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урампа каясшӑн пулмарӗ курӑнать, анкарти хыҫӗпе анаталла вашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тукай картишӗ анкарти пек пысӑк; унта темиҫе кӗлет, темиҫе вите, мунча, тарҫӑсем пурӑнмалли ҫуртсем, хӑмапа витсе тунӑ лупас, нӳхрепсем.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимушпа Улитта пӳрт умӗнчи пахчара чылайччен уйрӑлаймасӑр тӑчӗҫ, вара иккӗш пӗрле анкарти витӗр чупрӗҫ (тантӑшӗсене тӳртен хӑваласа ҫитесшӗн пулчӗҫ вӗсем).

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ял патне ҫывхарсан, Павлушпа Хӗветӗр пичкене анкарти ҫумнех турт-тарса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрулми лартас тетӗп, сысна усрас тетӗп — ӑратлӑраххине, улмуҫҫи-ҫырла тавраш ӳстерес шыв хӗрринче — хамӑр анкарти хыҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анкарти хыҫӗнченех сӗм вӑрман пуҫланать.

Лес начинается сразу за гумнами.

I // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Урапа ҫине улӑм кӗлтесем хунӑ, пӗр ҫӗклем анкарти ути сарнӑ Елюкӑн ачине ҫывӑрма ҫемҫерех пултӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Часах пускилсем Эльгеевсен анкарти еннелле шыв витрисемпе, пакурсемпе, сенӗксемпе чупа-чупа пыра пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗкӗте часах урама тухрӗ, вара иккӗш, тӑкӑрлӑка пӑрӑнса, Эльгеев анкарти еннелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашки ҫулсенче чие хунавӗсем анкарти хыҫӗнче те хунанӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӳренсе аллипе сулчӗ те анкарти вӗҫнелле утрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗррехинче ӑна килнех ӑсатса янӑччӗ, анкарти хапхи патнех ҫитернӗччӗ, чылайччен ачашланса та тӑнӑччӗ, анчах хӑтана ҫӳресе намӑса кӗмен (качча илесшӗнех те пулман пулӗ).

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа лашине арман хуҫи патӗнче хӑварса, анкарти хыҫӗпе больница патне хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мекеҫленсе утсан-утсан ҫулӗпе пуринчен те аслӑрах Марук: — Кай ӗнтӗ, ҫакӑн чухлӗ утмалла мар пуль ӗнтӗ урам патне? Виҫӗ анкарти тӑршшӗ кӑна вӗт ҫул. Кун чухлӗ утсан тепӗр урама ҫитӗн, — терӗ аптӑранӑ енне.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Анкарти вӗҫне ҫитсе килесси мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑрантас патне пымарӗҫ те вӗсем, пахча калинккине уҫрӗҫ те анкарти хыҫнелле вӗҫтере пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анкарти хыҫӗнче ҫап-ҫара хир пусси пуҫланать.

За огородом начиналось открытое поле.

Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Партизансем, карательсене хирӗҫ персе, тӳрех анкарти витӗр тухса шӑвӑнчӗҫ.

Партизаны отошли задами, отстреливаясь от карателей.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анкарти витӗр тухса вӑрмана каймалла мар-ши?

Задним двором отходи и в лес.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӗсем часах ял тулашӗпе чупса ҫаврӑнчӗҫ, староста анкарти патне хыҫал енчен пырса тӑчӗҫ.

Они обошли седо, подобрались с тыла к пчельнику старосты.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех