Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ниҫта та ямастӑп, — вӗҫӗмсӗр калаҫать пӗчӗк йӑмӑкӑм, аттене икӗ аллипе те мӑйӗнчен ыталаса.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Пӗрне питӗнчен аллипе ачашшӑн перӗнчӗ, теприн утиялне тӳрлетрӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӑл нимӗн те каламарӗ, кӗтессе кайса ларчӗ те, икӗ аллипе те питне хупласа, чун-чӗререн хурланса макӑрса ячӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вара, кайма пуҫтарӑнса, тӑчӗ, хӑрах аллипе кукӑр туйи ҫине тӗренчӗ, тепринпе алӑк хӑлӑпӗнчен тытрӗ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Унтан тӗпеле кӗме тӑнӑ Верука икӗ аллипе те пилӗкӗнчен ыталаса илчӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вара… салтаксенчен пӗри, ҫӳхе питлӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ фашист, Иришӑна хуса ҫитрӗ, икӗ аллипе тытса, ҫӳле ҫӗклерӗ те… кӑшкӑрса йӗрекен ачана кӗрлесе ҫунакан ҫулӑм ӑшне ывӑтрӗ…
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӑл хаваслӑн йӑлкӑшса кулать, аллипе сулса, мана аякранах саламлать…
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Пысӑк вӑйлӑ аллипе Иришӑна темиҫе хут пуҫӗ ҫийӗн ҫӗкле-ҫӗкле тӑратрӗ.
VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
— Пӗр аллипе ачине йӑтнӑ, тепринче ҫӑкӑр-тӑвар.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Сывах, — терӗ вӑл, чӗтрекен аллипе ҫырӑва уҫса.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Анне хӑй аллипе арласа-тӗртсе тунӑ-ҫке ӑна.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫамрӑк предприниматель Сергей Иванов хӑнасене хӑй аллипе йывӑҫран касса кӑларнӑ оберегсем парнеленӗ.
Агрослетра — чи хастар ҫамрӑксем // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d0%b0%d0 ... %b5%d0%bc/
Хӑйсем аллипе хутран хатӗрленӗ Навигатор самолечӗсем ҫине ырӑ сунса ҫырнӑ сӑмахсем шкул пурнӑҫӗ ҫинчен аса илтерсе тӑрасса шанаҫҫӗ вӗсем.
Умра - ҫӗнӗ тапхӑр // Элӗк тӑрӑхӗ. http://alikovopress.ru/umra-cene-tapxar.html
Мотоциклне утланса хӑй ҫулӗпе вӗҫтерчӗ: «Э-э, уй-хир хӑпартӑвӗ кирлӗ сана, машина мар», — тесе аллипе сулса хӑварчӗ.
Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.
Лешӗ ҫаплипех справкине сых ятне сулахай аллипе кӑкӑр тӗлӗнче тытса тӑрать.
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Эсӗ пур, ҫын аллипе тунӑ ҫӑкӑра та хаклама пӗлместӗн.
Ҫӑкӑр — ҫӗр тӗрекӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 265–266 с.
Хӑй ҫавӑнтах сылтӑм аллипе вӗтӗ ҫӗр улмисем пухма тытӑнчӗ.
Чи маттурри — Урине // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 262–263 с.
Ир килсе ҫитрӗ хӗл, килчӗ те хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланма тапратрӗ: е питрен сивӗ аллипе лӑп-лӑп хыпалать, е, кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ пек пулсан, кӑштах ҫемҫелсе те кӑтартать, е каллех выҫӑ кашкӑрла улама тытӑнать…
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
— Ай, мӗн чухлӗ машин! — аллипе унталла та кунталла тӗллесе пычӗ шӑллӑм.
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Вовӑн Мамийӗ халӗ пикенсех хӑйне валли те, хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлӗ валли те ӗмӗр сӳнми вут — тамӑк вучӗ — хатӗрлет, ҫавӑ усал кӑвара вӑл хӑй аллипе хӑех пуҫтарса пурӑнать.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.