Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн татӑк пӗркӗҫлӗ шинелӗ ҫурӑмӗ ҫинелле хӑмпӑчланса хӑпарнӑ та, тӗреклӗ шӑнӑрлӑ пӗҫҫисене витсе тӑрайсан тӗксӗм симӗс шӑлаварӗпе тӗпӗ хӑрах еннелле чалӑшнӑ кӗске хром атти ҫаплах курӑнса выртаҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Утнӑ хушӑрах хӑй планшеткӑран шоколад кӑларса илет те (прапорщикӑн ҫутӑрах хӗрлӗ тути пӗтӗмпех шоколадпа вараланса пӗтнӗ), ҫиелти хутне сӳсе пӑрахса, колонна хӗррипе утать; арки ҫумне пылчӑк хытса ларнӑ вӑрӑм шинелӗ урисем хушшинче сурӑх хӳри евӗр ҫапкаланса пырать.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑнтӑрла кунӗпех пӗрисен лупасӗ айӗнчи арпа ӑшӗнче пытанса выртнӑран унӑн ҫири шинелӗ пӑхма ҫук хылчӑкланса пӗтнӗ.День лежал, зарывшись в стодоле в мякину, в невероятно измазанной шинели.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
(Григорий палламан ҫын шинелӗ ҫинче офицер пакунӗсене уйӑрса илчӗ.)
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ларса кайӑр, — килӗшрӗ тухтӑр, унтан курнӑҫланкаласа, сотник шинелӗ ҫинчи тӳмене пӗтӗрсе, хӑйӗн хутне кӗме ыйтнӑ пек, ҫемҫерех баспа мӑкӑртатма пуҫларӗ:
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий пуҫне ҫӗклерӗ: ун умӗнче, ут ҫурӑмӗпе пӗр шай сиккелесе, взводнӑй урядникӗн кӑвак шинелӗ шӑвӑнать, аякра, вырман ыраш уйӗ ӑрша вылянӑ пек ӗмӗлтетет, телеграф юпи ҫӳллӗшӗнче тӑри тӗрӗлтетсе ташласа тӑрать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чиркӳ картине, шпорсемпе чӑнкӑртаттарса, формӑпа тумланнӑ, ҫӗнӗ офицер шинелӗ тӑхӑннӑ атаман кӗрсе кайрӗ, ун хыҫӗнчен — ҫар приставӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑй шинелӗ аркинчен ҫакӑннӑ йытӑ туллашнине пӑхмасӑрах, вӑл чӳрече умне пырса тӑчӗ, чӳрече хуппине уҫрӗ, чӗрнипе кантӑка кӑчӑртаттарчӗ.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Гитлеровецӑн шинелӗ лӳчӗркеннӗ, вараланса пӗтнӗ, пуҫне тӑхӑннӑ пилотки ҫийӗн шарф таткипе тата пурттенкепе ҫыхнӑ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл тимӗр таканлӑ керзовӑй атӑ тӑхӑннӑ, вӗр-ҫӗнӗ офицер шинелӗ ҫинчен сарлака пиҫиххи хушшине пӳрне те кӗмелле мар хытӑ туртса ҫыхнӑ; сылтӑм хулпуҫҫи урлӑ портупея ҫакса янӑ, пуҫне кубанка тӑхӑннӑ, хулпуҫҫисем ҫинче башлыкӗ ҫилпе вӗҫсе ялкӑшакан ҫулӑм пек курӑнать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫапла, эпӗ йӑнӑшман: ку вӑл унӑн шинелӗ пулнӑ.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Шинелӗ питӗ кӗске унӑн, чӗркуҫҫи таран ҫеҫ, — нимӗҫ шинелӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой комбат ушкӑнтан уйрӑлчӗ те тӳрех Юргин патнелле ҫул тытрӗ; шинелӗ ҫинчен тӑхӑнса янӑ плащ-палатки унӑн риза пек сарӑлса кайса, курӑк ҫийӗн сӗтӗрӗнсе пырать.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кил-ҫуртри кайӑк-кӗшӗкне тӗрлӗ чир-чӗр пуҫӗпеленех хире-хире тухатчӗ, пӳлӗмӗсем пуш-пушах тӑра-тӑра юлатчӗҫ, апатланма ҫӳрекенсем начар ӗҫме-ҫимешӗн ятлаҫатчӗҫ те укҫине тӳлеместчӗҫ, ҫаксене пула вара сухаллӑ, ырханкка, вӑрӑм Зеагржтӑн вӑхӑтран вӑхӑта, ҫулталӑкне пӗр тӑватӑ хутчен, ӑҫта та пулин укҫа тупма май килмест-и тесе, тара ӳкнӗ арпашӑнчӑк сӑнпала хула тӑрӑх чупса хӑшкӑлма тиветчӗ, ҫитменнине, икерчӗ евӗр карттусӗн сӑмси унӑн айккинелле пӑрӑнса ларнӑ, вӑрҫӑчченех, Микулай вӑхӑтӗнчех, ҫӗленӗ авалхи шинелӗ хулпуҫҫийӗсем хыҫӗнче ҫунат евӗрлӗн пӑлтӑртата-пӑлтӑртата вӗлкӗшет.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан вӑл арки вӗҫӗнче ситрелчӗк яраписем ҫакӑнса тӑракан, сӑранланса хытнӑ та тӑсӑлса вӑрӑмланнӑ йӑлӑсемлӗ хӑйӗн чӗркуҫҫи таран касса кӗскетнӗ, — ӑна та пылчӑка пулах, — шинелӗ ҫине пӑхса илчӗ те ассӑн хашлатрӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шинелӗ тӗпелтех ҫакӑнса тӑратчӗ, хӑй вӑл пӗрмай кӗске кӗрӗкпе ҫӳретчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Путнӑ ҫын красноармеецчӗ-ши, командирччӗ-ши, картуссӑр, шыв витнипе шинелӗ хуралнӑ.Это был красноармеец или командир, без фуражки, в почерневшей от воды шинели.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗнӗ хӑна, кӗрнеклӗ, ҫӳлӗ ҫын, ҫар тумӗ тумланнӑ, шинелӗ ҫинче фронтра ҫакакан полковник паллисем.Новый гость был высокий, плечистый, в военной форме, с фронтовыми нашивками полковника на шинели.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Мӗншӗн тесен салтак шинелӗ сире питех те килӗшет, ҫавӑнпа тӳррипех калар, кунта, шывпа сывалнӑ ҫӗрте, ҫӗлетнӗ армейски пехотнӑй мундир сире пур пӗрех тӗлӗнтерекен ҫын тӑваймасть.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шывпа сипленекен хӗрарӑмсем кӑнтӑр кунӗнчех халӗ те черкессем тапӑнасран шикленеҫҫӗ; ҫавӑнпа пулӗ Грушницкий хӑй шинелӗ ҫинчен хӗҫ те икӗ пистолет ҫакса янӑ, ҫав паттӑрла тумпа вӑл самаях кулӑшла курӑнать.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964