Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Селиме (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара Селиме аппа ҫине тӑлӑп пӑрахрӗҫ те, лашине ҫавӑрса, Ҫӗнӗ Ырӑ ҫулӗпе ут вӗттин вӗҫтерчӗҫ…

Набросили на Селиме тулуп и развернули лошадь, погнали быстрее ветра по дороге к Новому Святилищу…

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме аппа та кӑшкӑрать, ман аппа та кӑшкӑрать, мӗн тумалла!..

И тетя Селиме кричала, и сестра моя кричала, а что делать?

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме аппа хирӗҫрӗ, кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗ, ман аппа, ун хутне кӗрсе, ятлаҫма тытӑнчӗ, эпӗ те пӗрне ҫурӑмӗнчен чӑпӑрккапа сӑтӑрса илтӗм, анчах пирӗн ҫунана вӗсем ҫавӑнтах тӳнтерсе ячӗҫ.

Тетя Селиме так кричала, так вырывалась от них, и моя сестра с ними ругалась, защищала тетю Селиме… я сам одного огрел по спине кнутом, да где там, Они свалили наши сани.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унччен те пулмарӗ вӗсем Селиме аппана ярса та илчӗҫ.

Мы и опомниться не успели, а они как схватят тетю Селиме.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме ман аппапа пӗрлеччӗ, пӗр ҫуна ҫинчехчӗ.

Тетя Селиме была с нами, с моей сестрой, в санях…

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эс хӑвӑртрах кала-ха сӑмахна, ӑҫта Селиме? — чӑтаймасӑр васкатрӗ ӑна Тухтар.

Да ты можешь сказать поскорее, где Селиме? — нетерпеливо перебил его Тухтар.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме аппана.

Тетю Селиме!

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме аппана илсе кайрӗҫ…

А вот тетю Селиме увезли…

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каччӑ ҫӑвӑнса тасалчӗ, Селиме панӑ тӗрӗллӗ кӗпине тӑхӑнчӗ, ҫӗнӗ шӑлаварӗпе пиншакне тӑхӑнчӗ, ҫиелтен тата тепӗр пиншак уртса ячӗ, каҫ тӗттӗмӗ ҫывхарсан, урама тухрӗ.

Парень тщательно вымылся, надел подаренную Селиме белую рубаху, новые брюки и пиджак; поверх накинул еще и ватник и с темнотой вышел на улицу.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӑвас ӗҫне пӗтерсен, вӑл хӑй тӳпине тивекен укҫине алла илчӗ те Селиме валли парнелӗх пасарта карӑс явлӑк туянчӗ, ҫӑварни кунӗ каҫ, ҫын курасран вӑтаннипе, анкарти хыҫӗпе иртсе, килне таврӑнчӗ.

Но как только они закончили работу, парень взял свою долю денег, купил на базаре для Селиме подарок — платок из гаруса и в первый день масленицы, к вечеру, чтобы не попадаться людям на глаза, задами и огородами пробрался к своему домику.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме вара, ашшӗнчен ыйтса тӑмасӑрах, «тухса кайнӑ йӑлапа», Тухтара качча каять.

И Селиме, не дожидаясь отцовского благословения, самовольно выйдет за Тухтара.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме пирки иккӗленмелли ҫук, — вӑл хӑй сӑмахӗ ҫине тӑма пултарать.

Насчет Селиме ему беспокоиться не надо — слово свое она сдержит.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме сассиех терӗм.

Селиме это кричала, точно…

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Элентей хӑйне панӑ куркана тытмасӑр енчен енне пӑхкаласа илчӗ те: — Ӑҫта Селиме? — тесе хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

Элендей, не принимая чары, молча оглядывался по сторонам: — Где Селиме? — наконец крикнул на весь дом.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗпелте икерчӗпе васкавлӑн апатланнӑ хыҫҫӑн Селиме амӑшне тепӗр хут пӑхса илчӗ те пӳртрен тухса кайрӗ.

Быстренько поев в передней блинов, Селиме еще раз заботливо посмотрела на мать и вышла из дома.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Анне, — кулкаласа илчӗ Селиме, — йӗркине ӑна пӗлӗп-ха…

— Ты что, мама, иль я не знаю порядков? — Селиме улыбнулась.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӑнран самай пӗтсе кайнӑ амӑшӗ тӑван хӗрне чунтан хӗпӗртесе пӑхать: епле ярпайса ӳсрӗ иккен Селиме, унӑн хӗрӗ!

Мать с нескрываемой радостью в больших глазах на исхудавшем лице любовалась на дочь: ишь, какая ладная да красивая девушка стала Селиме!

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме хӗрлӗ пусма кӗпепе, хура хӑнтӑрпа тӗрлесе тыттарнӑ ҫӗнӗ сар кӗрӗкпе, вӗр-ҫӗнӗ хура кӑҫатӑпа, куккӑшӗ парне панӑ кӗрен пурҫӑн явлӑкӗ ҫийӗн ҫӑм явлӑкне хыҫалалла туртса ҫыхрӗ.

Селиме надела красное ситцевое платье, новую желтую шубейку, вышитую и отороченную по бортам и низу черным бобриком, новые черные валенки; поверх подаренного дядей бордового платка повязала шерстяную шаль.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун пек вӗрентсе каланине Селиме ашшӗнчен питех илтекен марччӗ-ха: чӑнах, ун кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ иккен, тесе шухӑшларӗ хӗрӗ ашшӗ пирки.

Подобную заботу от отца Селиме не часто видела и потому удивленно подумала: что это с ним, неужели в самом деле отошел душой?..

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме Елисса тусӗпе каять.

Селиме отправилась на гулянье со своей подружкой Елиссой.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех