Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуласлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Пуласлӑх (тĕпĕ: пуласлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ниепле пуласлӑх та ун умӗнче ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрӑм ҫул, паллӑ мар пуласлӑх пӗрлештереҫҫӗ ҫынсене.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паянхи кун уншӑн пуласлӑх пуҫламӑшӗ пек пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Манӑн пуласлӑх — тупсӑмне пӗлсе ҫитерейми кӑткӑс задача» — терӗ хӑйне хӑй Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуласлӑх — социализм!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пурте пӗр шухӑшлӑ мар вӗсем, анчах кашнин чӗри савӑнӑҫлӑ тапнӑ: революци вӗсемшӗн — кӗтнӗ пуласлӑх.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тем ҫинчен те тапрататпӑр, хамӑрӑн пуласлӑх ҫинчен пӗр сӑмах та калаҫмастпӑр, — тӑрук хӑйса тапратрӗ Михаил Николаевич, савни ҫумне ҫывхарса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ачасем — пирӗн пуласлӑх.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/06/01/oleg-niko ... nim-dnem-z

Сана — пысӑк пуласлӑх кӗтет.

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пуласлӑх ҫамрӑксенче тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Сывлӑш кӗперӗ, пуласлӑх ҫыранне ывӑтнӑскер, Горна пурнӑҫӑн ҫиҫекен хапхи еннелле ҫывхартать, ҫак пурнӑҫ кӑмӑл-ӗмӗт унччен, маларах, аркатайми крепоҫсем пулнӑ вырӑнта та талтлата-талтлата тапать.

Воздушный мост, брошенный на берег будущего, вел его в сияющие ворота жизни, отныне доступной там, где раньше стояли крепости, несокрушимые для желаний.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Иртнӗлӗхре пӗлтерӗшсӗр нумай ӗҫ-пулӑм та, йывӑр самантсем те манӑҫаҫҫӗ, пусӑрӑнаҫҫӗ; хальхипе пуласлӑх та балластран тасалсан аван пулмалла та.

В нем забывается, сглаживается многое несущественное и тяжелое; было бы хорошо, будь настоящее и будущее также очищены от балласта.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эпӗ пуласлӑх пӗлӳҫи-и вара?

— Разве я прорицатель?

XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ӑна — пуласлӑх валли — иккӗмӗш ретре тытни усӑллӑрах.

 — Его выгоднее для будущего держать на втором плане.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

«Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ, — шухӑшлать Давенант, — пархатарлӑ аса илӳпе пуласлӑх шанчӑклӑхӗн сӗмне йышӑнать».

«Вся ее жизнь, — думал Давенант, — примет оттенок благодарного воспоминания и надежды на будущее».

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл выҫкӑнса, хыпаланса ҫиет, хыпса ҫӑтнӑ хыҫҫӑн пӗлӗшӗсен ушкӑнӗ патне часрах пырса ларма, кӗтесре пухӑннӑскерсем паян мӗн пулса иртнине тата пуласлӑх тӗллевсене пӑшӑл-пӑшӑл сӳтсе явнине тӑнлама васкать.

Ел он жадно и торопливо, стремясь покончить с едой, чтобы присоединиться к кружку знакомых, шепотом толковавших в углу о событиях дня и планах на будущее.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.

Пӗчченҫӗ те выҫӑ ҫынсен калаҫӑвне итлер, мӗншӗн тесен пӗлтерӗшлех мар сӑмахсенче сӑмса ҫинче ҫакӑнса тӑракан паллӑ мар пуласлӑх умӗнчи теветкеллӗх хӗлхемӗпе хӑрав ҫулӑмӗ сисӗнме пултараҫҫӗ.

Послушаем разговор голодных и одиноких, потому что в незначительных фразах могут проскользнуть искры отчаяния и пламя страха перед неизвестным, повисшим на носу будущим.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Ҫак каҫ вӑл пуласлӑх ҫинчен, чухӑнлӑх пирки, Ассоль ҫинчен шухӑшларӗ.

Эту ночь он думал о будущем, о бедности, об Ассоль.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сигни утравӗнчи тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх ҫакӑн пек пуласлӑх пӗтӗм континента та кӗтме пултарать.

Данные с острова Сигни говорят о том, что такое будущее может ждать весь континент.

Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31094.html

Пуласлӑх, паллах, паянхи ҫамрӑксенче.

Будущее, несомненно, за сегодняшней молодежью.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех