Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Анлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Анлӑн (тĕпĕ: анлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр сӑмахпа каласан, коммуналлӑ хуҫалӑх сферипе социаллӑ сферӑра та ҫӗнӗлӗхсемпе анлӑн усӑ курмаллине палӑртнӑ уҫӑ канашлӑва пухӑннисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Кунта, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Восход» колхоз ҫӗрӗ ҫине, эпир сехет каялла килсе ҫитрӗмӗр, анлӑн, лӑпкӑн саралса выртакан хир урлӑ каҫнӑ май хамӑр ӑш-чикре те темӗн анлӑланнине, инҫе ҫул ӗшентернӗ ӳт-пӳ ҫӑмӑлланнине, пушаннӑ, шӑпланнӑ ҫӗр пекех ирӗкленнине туйрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Пушшех анлӑн туйӑнать, вӗҫсӗр-хӗрсӗр пек туйӑнать ҫав таранчченех мӑртӑклӑ пурнӑҫа хӑйӗн ӑшне вырнаҫтарма пултарнӑ чӗрӳ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл — техникӑпа наука ҫитӗнӗвӗсемпе анлӑн усӑ курни, кашнин чунне савӑнӑҫ кӳрекен, кашнин пуҫарулӑхне ҫӗклекен творчествӑллӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Профилактика енчен илсен, чир-чӗр тӗлӗшпе ӑнӑҫсӑр хуҫалӑхсенчен тӗрлӗрен апат туянма чармалла, дезинфекци мелӗсемпе анлӑн усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Питомникре упранакан тӗрлӗ хатӗрсем пулӑшнипе эпир туризм темине анлӑн ҫутатрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

«Эпир экологи тӗлӗшӗнчен паха продукцие туса илнипе пӗрлех ӑна хамӑр производствӑра та анлӑн усӑ куратпӑр», — терӗ вӑл хаклав делегацине пылак ҫимӗҫсемпе сӑйланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Чӑваш Енре хими промышленноҫӗнче тӑрӑшакансен кунне анлӑн паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Пирен Хӗрлӗ Ҫара пур енчен те пулӑшу парас ӗҫе организацилемелле, унӑн речӗсене ҫӗнӗ вӑйсем вӑйлӑн парса тӑмалла, ӑна мӗн кирлине пурне те парса тӑмалла, войскасем тата ҫара кирлӗ япаласем турттаракан транспорта хӑвӑрт ҫӳреттерессине, аманнисене анлӑн пулӑшассине организацилемелле.

Мы должны организовать всестороннюю помощь Красной Армии, обеспечить усиленное пополнение ее рядов, обеспечить ее снабжение всем необходимым, организовать быстрое продвижение транспортов с войсками и военными грузами, широкую помощь раненым.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Хаҫат страници ҫав тери анлӑн туйӑнчӗ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Пакунлисем шырав ӗҫӗсене анлӑн пурнӑҫланӑ май питех те киревсӗр ҫак преступление вӑраха ямасӑр уҫса панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ май эпир 2 проект анлӑн пурнӑҫласа пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн, тарӑн тишкерӳ туса ирттерме чӗнсе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, хуҫалӑхсенче удобренипе ҫителӗклӗ усӑ курнипе курманнине те анлӑн пӑхса тухма каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем ҫавра ҫула федераци шайӗнче анлӑн уявласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Фильм ӳкереҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60649

Ҫакӑнта упранакан ҫар хатӗрӗсемпе ӗлӗк анлӑн усӑ курнӑ, халӗ предприяти ертӳҫи Владимир Сорокин тӑрӑшнипе вӗсем хаклӑ экспонатсем шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачисем - Мускавра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61001

Вӗсене пурнӑҫлама пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе те анлӑн усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Халӗ ӗнтӗ вӗсем вулакансене пӗчӗк калӑплӑ произведенисем ҫеҫ мар, пурнӑҫа анлӑн та тарӑн сӑнлакан романсем те сахал мар парнелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кун пек хак пама пуринчен ытларах романӑн калӑпӑшӗ мар, унта хускатнӑ ыйтусене хальхи пурнӑҫ хушнӑ пек анлӑн, тӗплӗн ҫутатни, геройсене тӗрӗс сӑнласа кӑтартни май парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Революци хыҫҫӑн кӑна, ҫырулӑх анлӑн сарӑлса кӗнеке-хаҫат пичетлес ӗҫ ӳснӗ май, чӗрӗ калаҫуран вӑй пухса выракан чӑваш чӗлхи пӗтӗм халӑха тивӗҫтерекен наци чӗлхи пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пичетленсе тухакан кӗнекесен шучӗ сахал пулнӑ пирки тата халӑх хушшинче ҫырӑва вӗренесси анлӑн сарӑлайманнине пула революциччен пирӗн чӗлхе нормӑланса ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех