Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эс сăмах пирĕн базăра пур.
эс (тĕпĕ: эс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫийӗнчех шуйттан пӗлсе ҫитет-и ӑна, сухаллӑ арҫурие: вӑл ача чухнех хӑйӗн йӗннине кӗрсе выртнӑ та хуппине хупнӑ, вӑт кӗрсе кур эс ун чунне, — асту кӗртӗ вӑл сана, кӗтсех тӑр!

Дьявол его сразу раскусит, этого бородатого лешего: он с детства залез в свою раковину и створки захлопнул, вот и проникни к нему в душу — пустит он тебя, как бы не так!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫук, мӗн эс, инке!

— Нет, что ты, тетя!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Мӗн тӑватӑн эс, сӗтӗрӗнчӗк?

«Ты что делаешь, шалава?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ӑна та эс пӗр-пӗр ҫӗре курорта яратӑн пулӗ тесе.

А то я было подумал, что ты и его на курорт куда-нибудь отправляешь.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗншӗн-ха эс стрепкере ӗҫлетӗн, производствӑра мар? — ыйтрӗ Давыдов.

— А почему ты в стряпухах состоишь, а не на производстве работаешь? — спросил Давыдов.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл мана: «Мӗн тума шутларӑн эс, ҫӗлен ҫури?»

Крикнул он мне: «Ты что это, змееныш, удумал?»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ну, — шухӑшларӑм эп ун чухне, — нумаях пурӑнаймӑн-ха эс, Аверьян, ҫамрӑк арӑмупа…

«Ну, — подумал я тогда, — недолго ты, Аверьян, поживешь с молодой женой…»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ха эс, мур илесшӗ, ӗлӗк Кавказра черкессем патӗнче пулнӑ пекех! — терӗ Давыдов, Аржанов каласа панипе тӗлӗнсе.

— Фу-ты, черт, прямо как у черкесов на Кавказе в старое время! — воскликнул Давыдов, взволнованный рассказом Аржанова.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ эс пӗчӗк-ха, ӳссе ҫитӗнсен — ман асапа аса ил те вӗлер Аверьяна!

Сейчас ты маленький, а вырастешь большой — вспомни про мои мýки и убей Аверьяна!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Итле-ха, Иван пичче, эс ӑҫтан пӗлетӗн-ха, хӑв аҫуна лешӗн упӑшки… ну, пӗр сӑмахпа каласан, хӑй еркӗнӗн упӑшки тата ун пиччӗшӗсем хӗненине?

— Слушай, дядя Иван, а почем ты знаешь, что твоего отца бил муж этой… ну, одним словом, этой его женщины… и братья мужа?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Мӗн эс, мӗн эс, турӑ чури Федор!

«Что ты, что ты, раб божий Федор!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗне кура ун пек ҫӳретӗн-ха эс? — кулса ыйтрӗ Давыдов.

— С чего же это тебе так подеялось? — усмехнулся Давыдов.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗншӗн-ха эс мана хӑв ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ҫӳрени ҫинчен малтанах каламарӑн.

— Что же ты мне раньше не сказал про такую твою странность?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ӑслӑ ача эс, анчах тавҫӑрса илейместӗн, — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса каларӗ Аржанов.

— Умный ты парень, а недогадливый, — уже откровенно посмеиваясь, ответил Аржанов.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр самант чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн вӑл: — Мӗншӗн-хӑ эс шӑпах Разметнова пушар начальникӗ туса хутӑн? — тесе ыйтрӗ.

После минутного молчания он спросил: — Почему же ты именно Размётнова в пожарные начальники определил?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эп мӗнле «чӳлмек» леҫнине пӗлетӗп, эс хуть колхоз председателӗ пулсан та, лашасене усӑсӑр чуптарттараймӑн мана, шалишь, тӑванӑм!

— Я знаю, какой «горшок» я везу, но хоть ты и председатель колхоза, а без толку скакать меня не заставишь, шалишь, брат!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗн эс, Иван пичче, ярмаркӑна чӳлмек леҫместӗн пулӗ-ҫке?

— Ты что, дядя Иван, горшки на ярмарку везешь?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗншӗн эс ӑна хытӑ асӑрхаттарман?

Почему ты не сделал ему строгого предупреждения?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эс вырсарникун ҫур литр эрех лартӑнах, пӗлсех тӑр!

А ты мне к воскресенью пол-литры водки выставишь, так и знай!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чи ҫӑмламас пупӑн ҫӳҫне шакла кас та салтаксем ҫӑвӑнакан мунчана кӗртсе яр, — тупайӑн-и эс ҫав пупа?

Остриги ты наголо самого волохатого попа и пусти его в баню, где солдаты купаются, — найдешь ты этого попа?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех