Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫҫӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: 7. Салпаад хӗрӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ; вӗсене ашшӗ тӑванӗсем хушшинче еткерлӗх уйӑрса пар, вӗсене ашшӗн еткер ҫӗрне пар, тенӗ; 8. Израиль ывӑлӗсене те пӗлтер, кала: ывӑлсӑр ҫын вилсессӗн, унӑн еткер ҫӗрне унӑн хӗрне парӑр; 9. ҫав ҫыннӑн хӗрӗ те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 10. унӑн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 11. ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне хӑйӗн ӑрӑвӗнчи ҫывӑх тӑванне еткерлӗхе парӑр; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушни Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫирӗп йӗрке пултӑр, тенӗ.

6. И сказал Господь Моисею: 7. правду говорят дочери Салпаадовы; дай им наследственный удел среди братьев отца их и передай им удел отца их; 8. и сынам Израилевым объяви и скажи: если кто умрет, не имея у себя сына, то передавайте удел его дочери его; 9. если же нет у него дочери, передавайте удел его братьям его; 10. если же нет у него братьев, отдайте удел его братьям отца его; 11. если же нет братьев отца его, отдайте удел его близкому его родственнику из поколения его, чтоб он наследовал его; и да будет это для сынов Израилевых постановлено в закон, как повелел Господь Моисею.

Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Юптаракансем ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Есевона кайӑр, Сигон хулине юсӑр, тӗреклӗлетӗр.

27. Потому говорят приточники: идите в Есевон, да устроят и утвердят город Сигона.

Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хушӑн тата Нимрод ҫуралнӑ; ҫавӑ ҫӗр ҫинче паттӑра тухнӑ; 9. вӑл Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр кайӑкҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр кайӑкҫӑ Нимрод пек, теҫҫӗ.

8. Хуш родил также Нимрода; сей начал быть силен на земле; 9. он был сильный зверолов пред Господом [Богом], потому и говорится: сильный зверолов, как Нимрод, пред Господом [Богом].

Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Концертра та ӑшӑ сӑмах нумай калаҫҫӗ.

И на концерте много тёплых слов сказали.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ыттисем те чуна хӑпартлантаракан сӑмахсем калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗрентекенсем ачасене кирек епле хайлавпа е хаҫатри статьяпа мӗнле кӑсӑклантармаллине пӗлеҫҫӗ: малтан пуҫламӑшне вуласа параҫҫӗ, унтан интереслӗ вырӑнта чарӑнаҫҫӗ те малаллине ӑҫта тупмаллине калаҫҫӗ.

Учителя знают, как заинтересовать детей любым произведением или газетной статьей: сначала читают начало, потом останавливаются на интересном месте и говорят, где найти продолжение.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Хам апине /вирьял чӑвашӗсем аннене ҫапла калаҫҫӗ. — Авт./ ҫухатнӑ хыҫҫӑн ывӑлӑма: «Эпӗ халӗ сана тата лайӑхрах ӑнланатӑп», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ултӑ теҫетке ҫул каялла Алтаттин кунӗнче /пуш уйӑхӗн 14-мӗшне халӑхра ҫапла калаҫҫӗ вӗт/ ҫуралнӑ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чире пуҫласа яракана А вируса, тепӗр майлӑ H1N1 е сысна грипӗ тесе калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чирлӗ ҫынсем пуҫ хытӑ ыратни, мышцӑсем, шӑмӑ сыпписем кансӗрлени, вӑйран кайни пирки калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех