Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крикс санпала ҫапӑҫу пуҫласа ярать.

Крикс завяжет с тобой сражение.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кушак хӳри вӗҫне вӑл Шӑнкрав ҫакса ярать.

Бубенчик привязала К хвосту кота скорей.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Руда хӗртнӗ ҫӗре пырса, вӑл вут умӗнче чӗлӗм туртса ярать, ачасемпе шӳтлесе илет, унтан хӑйӗн «карчӑкӗ» патне каять.

Он приходил на пожог, выкуривал трубочку около огонька, шутил с ребятишками и уходил к своей «старухе».

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Прошка ҫакна сисмен, йӑл кирек хӑҫан та шав кӳренсе калаҫнӑ, Федорка пӗтӗм апата хӑй ҫисе ярать имӗш, унӑн, Прошкӑн, ялан ҫиес килет…

Прошка не видел этого и постоянно жаловался, что Федорка все лопает сама, а он, Прошка, всегда хочет есть…

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Прошка ҫак йӑрӑ ачасен ушкӑнӗнче пулма юратать, Федорка парса хӑварнӑ апатне вӑл часах ҫисе ярать.

Прошка чувствовал себя лучше в этой подвижной толпе и быстро съедал оставленный Федоркой завтрак.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Вӑл кӑштах ӑшӑнать, ирхи сивӗ ачан йывӑр ыйхине сирсе ярать.

Он понемногу согревается, а ночной холод прогоняет детский крепкий сон.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Федорка хӑш чухне вуникӗ ҫулхи шӑллӗне хӗрхенет, ӑна ним чӗнмесӗр пулӑшма тытӑнать: ҫӗтӗк сӑхманне тӑхӑнтартать, пиҫиххи вырӑнне ҫинҫе чӗнпе туртса ҫыхать, уринчи пушмакӗсене сырса ярать.

Федорке иногда делалось жаль двенадцатилетнего брата, и она молча начинала помогать ему: запахивала дырявый кафтанишко, подпоясывала тонким ремешком вместо опояски, завязывала коты на ногах.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Сӑпсасем ҫыртас ҫук, мӗншӗн тесен вӗсене Катя пурне те хӑваласа ярать.

А что оса не укусит, потому что Катя всех их прогонит.

Дзыгӑ ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кӑвакал чӗпписем шывра ишсе пынӑ вӑхӑтра, ҫӑрттан аялтан ҫивчӗ шӑлӗсемпе урисенчен сӗтӗрсе каять те ҫисе ярать.

Они плывут по воде, а она снизу зубами за ножки утянет и съест.

Сӗрекене мӗнле пулӑ кӗнӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл питӗ ҫыртма юратать, вӑл пӗтӗм пулла ҫӑта-ҫӑта ярать, тата пӗчӗк кӑвакал чӗппине те тытать, тет.

Она очень кусачая, она всех рыб заедает, даже маленьких утёночков хватает.

Сӗрекене мӗнле пулӑ кӗнӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл аэроплансене ярать те, лешсем пӳлӗм тӑрӑх ҫӳле вӗҫсе каяҫҫӗ.

Он пускал аэропланчики, так они через всю комнату перелетали.

Эпир пӗчӗк автомобильсене чуптарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тӳрлетсе ярать тата.

И ещё поправляет.

Эпир пионерсем патне кайрӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тӗрлӗ пулӑсене ҫӑта-ҫӑта ярать.

И всяких рыб тоже глотает.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл пӗчӗк кӑвакалсене, питӗ пӗчӗккӗскерсене, тытать те ҫисе ярать.

И она маленьких уток, совсем маленьких, которые ещё утята, тоже хватает. И съедает.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Шӑтӑксенчи сӗте кӑвакалсӑмса ҫури сӑмсипе чашӑкран ӗҫнӗ пекех ӗҫсе ярать.

И из ямки утконосик выпивает клювом молоко. Как будто из чашечки.

Кӑвакалсӑмса ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Шыва сӗтӗрсе кӗрет те, вӑкӑр, мӗскӗнскер, путать, кайран крокодил ӑна ҫисе ярать.

Утянет в воду; бык, бедный, потонет, а потом крокодил его съест.

Люба крокодилтан хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сиксе ӳкет те, ҫисе те ярать.

Напрыгнет и заест.

Тигрпа арӑслан ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Слон сӑмсипе валашкаран шыв сыпса илет те, унтан, сӑмсине авса, шывне ҫӑварне ярать.

Он стал набирать воду в хобот, а потом хобот в рот загибал и туда эту воду выдувал.

Слон шыв ӗҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Иртсе пыракан пӗр ача: — Пеликан вӑл. Вӑл сӑмсипе пулӑ тытать те сӑмси айӗнчи миххе хурать. Кайран ҫисе ярать, — терӗ.

А один мальчик проходил и сказал: — Это пеликан. Он клювом рыбу ловит и в этот мешок под клювом складывает. А потом ест.

Пеликан // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Анна Ивановна! — кӑшкӑрса ярать Маруся, учительница патне пырса.

— Анна Ивановна! — вскрикивает Маруся и бросается к учительнице.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех