Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкнӑ (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
42. Симеон ывӑлӗсемех пилӗкҫӗр ҫын Сеир тӑвӗ патне кайнӑ, вӗсене Иший ывӑлӗсем — Фелатия, Неария, Рефаия тата Узиил — ертсе пынӑ; 43. вӗсем унта сыхланса юлнӑ амаликсен йӑлкӑмне аркатса тӑкнӑ та, хӑйсем паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.

42. Из них же, из сынов Симеоновых, пошли к горе Сеир пятьсот человек: Фелатия, Неария, Рефаия и Узиил, сыновья Ишия, были во главе их; 43. и побили уцелевший там остаток Амаликитян, и живут там до сего дня.

1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Вӗсем, ятран ҫырӑннӑскерсем, унта Иуда патши Езекия вӑхӑтӗнче пырса ҫитнӗ, унти куҫса ҫӳрекенсене те, пӗр вырӑнта пурӑнакансене те аркатса тӑкнӑ, вӗсене яланлӑхах тӗп туса вӗсен вырӑнне йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унта вӗсем валли кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем пулнӑ.

41. И пришли сии, по именам записанные, во дни Езекии, царя Иудейского, и перебили кочующих и оседлых, которые там находились, и истребили их навсегда и поселились на месте их, ибо там были пастбища для стад их.

1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Хушам вилсессӗн ун вырӑнне Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл мадиансене Моав хирӗнче аркатса тӑкнӑ пулнӑ; ун хули Авив ятлӑ.

46. И умер Хушам, и воцарился по нем Гадад, сын Бедадов, который поразил Мадианитян на поле Моава; имя городу его: Авив.

1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ, 9. вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ; 10. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.

8. В пятый месяц, в седьмой день месяца, то есть в девятнадцатый год Навуходоносора, царя Вавилонского, пришел Навузардан, начальник телохранителей, слуга царя Вавилонского, в Иерусалим 9. и сжег дом Господень и дом царя, и все домы в Иерусалиме, и все домы большие сожег огнем; 10. и стены вокруг Иерусалима разрушило войско Халдейское, бывшее у начальника телохранителей.

4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тата патша керменӗнчи мӗнпур хаклӑ пурлӑха турттарса кайнӑ; унччен Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, Израиль патши Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарттарнӑ мӗнпур ылтӑн савӑта ватса-ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 14. вара пӗтӗм Иерусалима, мӗнпур аслӑ улпута, мӗнпур вӑйпитти ҫара, мӗнпур алӑстине, тимӗрҫе, — вунӑ пин ҫынна, — хӑваласа илсе кайнӑ; чухӑн хура халӑхсӑр пуҫне урӑх кунта никам та юлман.

13. И вывез он оттуда все сокровища дома Господня и сокровища царского дома; и изломал, как изрек Господь, все золотые сосуды, которые Соломон, царь Израилев, сделал в храме Господнем; 14. и выселил весь Иерусалим, и всех князей, и все храброе войско, - десять тысяч было переселенных, - и всех плотников и кузнецов; никого не осталось, кроме бедного народа земли.

4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Иосия ӗнтӗ Иудея патшисем Ахазӑн ҫӳлти пӳлӗмӗн тӑррине туса лартнӑ чӳк вырӑнӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те Манассия лартнӑ чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсен юлашки-тӗлешкине Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ.

12. И жертвенники на кровле горницы Ахазовой, которые сделали цари Иудейские, и жертвенники, которые сделал Манассия на обоих дворах дома Господня, разрушил царь, и низверг оттуда, и бросил прах их в поток Кедрон.

4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Тата вӑл Иудея патшисем Иерусалим таврашӗнчи тата Иудейӑри ытти хуласенчи тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме суйласа лартнӑ апӑссене — Ваала, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене, тӳпери пӗтӗм ҫара пуҫҫапса, тӗтӗрсе пурӑннӑ чӳк пуҫӗсене — хӑйсен ӗҫӗнчен кӑларттарнӑ; 6. Астарта юпине Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен Иерусалим тулашне, Кедрон юхӑмӗ патне, илсе тухнӑ та Кедрон айлӑмӗнче ҫунтарса янӑ, кӗлне хура халӑха пытаракан ҫӑва ҫине сапаласа тӑкнӑ; 7. вӑл аскӑнлӑх ҫурчӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумне вырӑнаҫнӑскерсене, аркатса тухнӑ; ҫав ҫуртсенче хӗрарӑмсем Астарта валли тумтир тума пир-авӑр тӗртнӗ пулнӑ; 8. суя турӑсен апӑсӗсене пурне те Иудея хулисенчен хӑваласа кӑларнӑ, чӳк пуҫӗсем тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсене — Гевӑран тытӑнса Вирсавия таранах — ирсӗрлентерсе тухнӑ; ҫавӑн пекех хула хапхи патӗнчи парне кӳмелли тӳпем вырӑнсене те аркатнӑ: хула пуҫлӑхӗн Иисусӑн хапхи умӗнчине те, ҫавӑн пекех хула хапхин сулахай енчи парне вырӑнне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

5. И отставил жрецов, которых поставили цари Иудейские, чтобы совершать курения на высотах в городах Иудейских и окрестностях Иерусалима, - и которые кадили Ваалу, солнцу, и луне, и созвездиям, и всему воинству небесному; 6. и вынес Астарту из дома Господня за Иерусалим к потоку Кедрону, и сжег ее у потока Кедрона, и истер ее в прах, и бросил прах ее на кладбище общенародное; 7. и разрушил домы блудилищные, которые были при храме Господнем, где женщины ткали одежды для Астарты; 8. и вывел всех жрецов из городов Иудейских, и осквернил высоты, на которых совершали курения жрецы, от Гевы до Вирсавии, и разрушил высоты пред воротами, - ту, которая у входа в ворота Иисуса градоначальника, и ту, которая на левой стороне у городских ворот.

4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваала чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Израиль патши Ахав пек, Астарта юпине лартнӑ; тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ.

3. И снова устроил высоты, которые уничтожил отец его Езекия, и поставил жертвенники Ваалу, и сделал дубраву, как сделал Ахав, царь Израильский; и поклонялся всему воинству небесному, и служил ему.

4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Пирӗн аттесем аркатса тӑкнӑ халӑхсен туррисем ҫӑлса хӑварайнӑ-и вӗсене?

12. Боги народов, которых разорили отцы мои, спасли ли их?

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӑл филистимсене Газа таранах, ҫак хула таврашӗнчи ҫӗр таранах аркатса тухнӑ, хурал пашнинчен пуҫласа ҫирӗплетнӗ хула таранах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

8. Он поразил Филистимлян до Газы и в пределах ее, от сторожевой башни до укрепленного города.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл пӗтӗм ӗҫне Давид пек, хӑй ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ; 4. тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, кӗлеткесене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, юманлӑха касса тӑкнӑ, Моисей тутарнӑ пӑхӑр ҫӗлене вакласа тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем ҫав ҫӗлен умӗнче ҫак таранчченех тӗтӗрнӗ, ӑна Нехуштан тесе чӗннӗ.

3. И делал он угодное в очах Господних во всем так, как делал Давид, отец его; 4. он отменил высоты, разбил статуи, срубил дубраву и истребил медного змея, которого сделал Моисей, потому что до самых тех дней сыны Израилевы кадили ему и называли его Нехуштан.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Менаим ӗнтӗ Типсах хулине тапӑннӑ, анчах унта пурӑнакансем ӑна хула хапхине уҫса паман, ҫавӑншӑн вӑл хулине те аркатса тӑкнӑ, тата унта пурӑнакансене те, ҫав таврара пурӑнакансене те Фирца халӑхӗнчен пуҫласа пӗтӗмпе вӗлерсе тухнӑ.

16. И поразил Менаим Типсах и всех, которые были в нем и в пределах его, начиная от Фирцы, за то, что город не отворил ворот, и разбил его, и всех беременных женщин в нем разрубил.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Амасия Тӑвар айлӑмӗнче идумейсен вунӑ пин ҫыннине аркатса тӑкнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Села хулине туртса илнӗ, ӑна Иокфеил тесе ят панӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫапла сыхланса юлнӑ.

7. Он поразил десять тысяч Идумеян на долине Соляной, и взял Селу войною, и дал ей имя Иокфеил, которое остается и до сего дня.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Ваал ҫуртне кайнӑ, унӑн чӳк вырӑнӗсене аркатнӑ, унӑн кӗлеткисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Матфана та, Ваал апӑсне, чӳк парнийӗн вырӑнӗ умӗнчех вӗлернӗ.

18. И пошел весь народ земли в дом Ваала, и разрушили жертвенники его, и изображения его совершенно разбили, и Матфана, жреца Ваалова, убили пред жертвенниками.

4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫапла пулса тухнӑ та: халӑх ӑна хапха умӗнче таптаса тӑкнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ.

20. Так и сбылось с ним; и затоптал его народ в воротах, и он умер.

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах йывӑр чулпа перекенсем ӑна та ҫавӑрса илнӗ, тӗппипе аркатса тӑкнӑ.

И обступили его пращники и разрушили его.

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Хулисене аркатнӑ, хирти лайӑх лаптӑксене, кашниех пӗрер катӑк пӑрахса, чул айне туса хӑварнӑ; мӗнпур ҫӑлкуҫне пӗвелесе лартнӑ, мӗнпур лайӑх йывӑҫа касса тӑкнӑ, Кир-Харешет хули ҫеҫ тӗрӗс-тӗкел пулнӑ.

25. И города разрушили, и на всякий лучший участок в поле бросили каждый по камню и закидали его; и все протоки вод запрудили и все дерева лучшие срубили, так что оставались только каменья в Кир-Харешете.

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑрмантан икӗ упа ами сиксе тухнӑ та ҫав ачасенчен хӗрӗх иккӗшне ҫурса тӑкнӑ.

И вышли две медведицы из леса и растерзали из них сорок два ребенка.

4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫиччӗмӗш кунне ҫапӑҫу пуҫланнӑ; Израиль ывӑлӗсем пӗр кунрах Сирин ҫӗр пин ҫуран ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.

В седьмой день началась битва, и сыны Израилевы поразили сто тысяч пеших Сириян в один день.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ӗнтӗ Израиль патши ҫар ертсе тухнӑ та Сири ҫарне аркатса тӑкнӑ, вӗсен учӗсемпе ураписене темӗн чухлӗ ярса илнӗ.

21. И вышел царь Израильский, и взял коней и колесниц, и произвел большое поражение у Сириян.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех