Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗнчӗ (тĕпĕ: сӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атя, хырса ярам, — сӗнчӗ сасартӑк Григорий.

— Давай я тебе голову побрею сейчас? — предложил вдруг Григорий.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ ярса тӑрам, эсӗ ҫӑвӑн… — сӗнчӗ вӑл.

Он предложил: — Ты умойся, я солью на руки.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, ан хӑра, иртсе лар, — сӗнчӗ Степан.

— Ну, не пужайся, проходи, садись, — приглашал Степан.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, урисене ҫемҫен илкелесе пусса, пуринчен малтан казаксен ҫывӑхнерех пычӗ, планшеткӑран Бельги королӗ Альберт портретне ӳкернӗ капӑр пирус пачки кӑларса сӗнчӗ.

Он первый, мягко ступая, приблизился к казакам, достал из планшетки нарядную пачку папирос с портретом бельгийского короля Альберта, предложил:

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пырах чӗппӗм! — пӑшӑлтатса сӗнчӗ Ильинична, мӑнукне чӗркуҫҫийӗпе тӗрткелесе.

— Подойди, болезный! — шепотом просила Ильинична, толкая коленом внука.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Секретев дивизийӗпе пӗрлешсенех повстанецсен утлӑ полкӗсене Донӑн сылтӑм ҫыранне каҫарса яма май килтӗр тесе, офицер шыв урлӑ каҫма мӗн кирлине пурне те халех хатӗрлесе хума сӗнчӗ; резерври чаҫсене Дон ҫывӑхнерех туртса килме канаш пачӗ, канашлу пӗтес умӗн вара, хӗрлисене йӗрлесе каякан чаҫсене, Дон урлӑ каҫарса, малалла куҫарса пымалли плана хатӗрлесе ҫитернӗ хыҫҫӑн, ҫапла ыйтрӗ:

Офицер предложил немедленно подготовить средства переправы, чтобы по соединении с дивизией Секретева тотчас же перебросить конные повстанческие полки на правую сторону Дона; посоветовал стянуть резервные части поближе к Дону и уже в конце совещания, после того как был разработан план переправы и движения частей преследования, спросил:

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Памаҫҫӗ кунта калаҫма, вӑрмана кайӑпӑр, — сӗнчӗ Степан.

— Не дадут нам поговорить тут, пойдем в лес, — предложил Степан.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Анатолий Тимофеев Раккасси шкулне Урташ ятне пама сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Роман савӑнӑҫлӑн кӑххӑм! тесе илчӗ те ырӑ кӑмӑллӑн сӗнчӗ:

Роман многозначительно хмыкнул и вдруг с душевной щедростью предложил:

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пуртӑ тыт-ха, тусӑм! — сӗнчӗ Роман Мажарова.

— Бери-ка, дружище, топор! — предложил Роман Мажарову.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тавлашмӑпӑр, — ҫураҫуллӑн сӗнчӗ Иннокентий ҫак калаҫу хӑйне кӑмӑла кайманнипе.

— Не будем спорить, — миролюбиво предложил Иннокентий, которому, видно, было не по себе от этого разговора.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгина сӑмах пачӗҫ те, вӑл хӑйӗн мӑнтӑр кӗлеткипе ансӑр трибунӑ ӑшнелле хӗсӗнсе кӗме тытӑнчӗ, ҫакна курсан, пурте пӗр харӑс ахӑлтатса кулса ячӗҫ, такам председателе пӗр айккинчен пуртӑпа чутласа илме сӗнчӗ.

Когда Лузгину предоставили слово и он стал втискиваться в узкую для его грузной фигуры трибуну, раздался дружный хохот, и кто-то под общее веселье предложил стесать председателя с одного бока топориком.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Апла пулсан, эсир пирӗнпе ларса пыма пултаратӑр, — темскертен вӑтанса, анчах каллех хӑй ӑшӗнче савӑнса, сӗнчӗ Васенӑ.

— Тогда вы можете доехать с нами, — неизвестно чего смущаясь, но опять с каким-то тайным удовольствием предложила Васена.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑртмах сӑмаха хӗрхенмеҫҫӗ — «шлепке» те, «карма ҫӑвар» та терӗҫ, юлашкинчен тата тахӑшӗ выговор ҫырса хума сӗнчӗ.

На грубости не скупятся — и шляпой меня обозвали, и ротозеем, а в конце кто-то предлагает записать выговор.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тен, эпир ман кабинета кайӑпӑр? — сӗнчӗ Коробин, юлташне ҫӑлма тӑрӑшса.

— Может быть, мы пройдем в мой кабинет? — пытаясь выручить товарища, предложил Коробин.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Килӗрех, ларӑр, Иван Фомич! — вӑл Пробатова пукан шутарса пачӗ, пуҫне сулса хӑйӗн юлташӗсене ларма сӗнчӗ.

— Прошу вас, располагайтесь, Иван Фомич! — Он подвинул Пробатову стул, пригласил кивком головы своих товарищей.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Разъезд командирӗ хӑйӗн усӑк купарчаллӑ лашине вырӑнтан хускатса аяккалла уттарса кайрӗ, унтан йӗнер ҫинче кӑштах ҫаврӑнса, ҫапла сӗнчӗ:

Командир разъезда тронул своего вислозадого вороного коня, отъехал, но потом полуобернулся на седле, посоветовал:

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн-ха, тӑвансем, асӑнар пуль, эппин, хамӑр хуторсене, чӗлӗм туртӑпӑр шӑмми-шаккисем канлӗ выртчӑр тесе, сӗнчӗ те Григорий, аяккарах пӑрӑнса, йӗнер хырӑмсарлӑхне пушатрӗ, лаши ҫӑварлӑхне кӑларчӗ, унтан, чӗлпӗре малти сулахай уринчен явакласа ҫыхса, ӑна ҫӳлелле тӳп-тӳрӗ ӳсекен, пурҫӑн пек ҫемҫе симӗс курӑка чӗпӗтсе ҫӳреме ячӗ.

— Ну что же, братцы, давайте помянем своих хуторян, покурим за упокой их, — предложил Григорий и, отойдя в сторону, отпустил подпруги на седле, разнуздал коня и, примотав повод к левой передней ноге его, пустил пощипать шелковистой, стрельчато вытянувшейся зеленки.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман полк комиссарне штабра тӗл пулчӗ, урӑх пӳлӗме чӗнсе тухса, хӗрлӗармеецсемпе пулса иртнӗ хирӗҫӳ ҫинчен хумханса каласа пачӗ, вӗсене арестлеме сӗнчӗ.

Штокман застал комиссара полка в штабе, вызвал его в другую комнату, взволнованно передал о стычке с красноармейцами, предложил произвести аресты их.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Асту, сӑмаха кунтан кӑларас мар, — сӗнчӗ тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑрса Ермаков.

— Разговор чур не выносить, — отвернувшись, попросил Ермаков.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех