Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑпа (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Малтанхи ҫулсенче ӗнесене алӑпа сӑваттӑмӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫитмен чух каялла пушӑ алӑпа таврӑнасшӑн пулман.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Алӑпа пурнӑҫламалли ӗҫ те сахал.

Мало ручных работ.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ял ҫыннисем – вӑй питти арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ватӑ карчӑксемпе мучисем, вӗренекен ачасем: ӑмӑртса утӑ ҫулатчӗҫ, алӑпа тырӑ выратчӗҫ, аван ҫапатчӗҫ тӑпачӑпа та молотилкӑпа.

Сельчане - мужчины и женщины в расцвете сил, пожилые бабушки и дедушки, ученики: на перегонки косили сено, вручную убирали хлеб, цепями и молотилкой молотили.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Алӑпа вуникӗ ӗне сӑваттӑм.

Рукой двенадцать коров доил.

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Вӑл вӑхӑтра колхозниксем питӗ япӑх пурӑннӑ, хальхи пек техника тавраш пулман, йӑлтах алӑпа ӗҫленӗ.

В то время колхозники жили очень худо, как сегодня техники не было, все делали вручную.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Шывра пулӑсем ишеҫҫӗ, хӑть алӑпа тыт, хӑмӑшсем хушшинче кӑвакалсем нартлатаҫҫӗ, темиҫе мулкач хӑрамасӑр ҫумранах чупса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Темиҫе пӑтлӑ штангӑна хулпуҫҫи ҫине хурса урана хуҫлатса ларма, ҫурӑм ҫине выртса снаряда ҫӗклеме тата кукленсе алӑпа йӑтма ҫӑмӑл марри куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Алӑпа веҫех ӑнлантаратчӗ.

Все объяснял руками.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Мана алӑпа кӑтартса «калаҫма» вӗрентрӗ.

Меня научила "разговаривать" на языке жестов.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

2. Ҫӗр ҫине ларӑр та алӑпа йывӑҫа ыталӑр, урасене икӗ енне сарӑр, кӑкӑрпа тата хырӑмпа йывӑҫ вуллине сӗртӗнӗр.

2. Сядьте на землю и обнимите дерево руками, раздвиньте ноги, прикоснитесь к стволу дерева грудью и животом.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ӗнесене ҫемьепе сӑватпӑр: эпӗ — алӑпа, 14-ри хӗрӗм Ирина — аппаратпа.

Коровы доим семьей: я - вручную, 14 летняя дочка Ирина - аппаратом.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Нестер Янкас Пушкинӑн «Ҫӗпӗре», «Чаадаева», «Хама эп алӑпа туман палӑк лартрӑм», «Ял», «Хӗллехи каҫ» сӑввисене куҫарнӑ.

Нестер Янгас переводил стихи Пушкина "В Сибирь", "Я памятник воздвиг себе нерукатворный", "Деревня", "Зимняя ночь".

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Авӑ «Асанне вӑрттӑнлӑхӗ» калаври Илюк вӑрмантан пушӑ алӑпа таврӑнать те ухват йӑтса мачча тӑррине кармашать.

Вон в рассказе "Секреты бабушки" Илюк возвращаясь пустыми руками из леса берет ухват и тянется к потолку.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Аслӑ шкул представителӗсем пушӑ алӑпа ҫӳремеҫҫӗ тӗлпулусене — видеофильмсем, пичет продукцийӗ кашнин пур.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫакӑн пек алӑпа ҫырса хатӗрленӗ пысӑк кӗнекене - фолианта Чӑваш Ене ӑсатнӑ - ӑна кунта вӗҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

24. Христос алӑпа тунӑ кӗлӗ чатӑрне кӗмен, — вӑл чӑн Сӑваплӑ Вырӑнӑн сӑнарӗ ҫеҫ, — Христос пирӗншӗн Атте Турӑ умне пырса тӑма тӳпенех ҫӗкленнӗ, тӳпе ӑшнех кӗнӗ.

24. Ибо Христос вошел не в рукотворенное святилище, по образу истинного устроенное, но в самое небо, чтобы предстать ныне за нас пред лице Божие,

Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Сирӗн ӳтӗре Ун урлӑ каснӑ, ҫылӑхлӑ ӳтӗре хывтарса пӑрахнӑ; сирӗн ӳтӗре алӑпа касман, Христос каснӑ.

11. В Нем вы и обрезаны обрезанием нерукотворенным, совлечением греховного тела плоти, обрезанием Христовым;

Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ӗнтӗ астуса тӑрӑр: эсир ӗлӗк суя тӗнлӗ ҫынсемччӗ, ӳтне кастарнисем, ӳтне алӑпа кастарнисем, сире «ӳт кастарманнисем» теетчӗҫ; 12. ҫав вӑхӑтра эсир Христоссӑр пурӑнаттӑрччӗ, Израиль халӑхӗшӗн эсир ютчӗ, халал мӗн пама пулнине пӗлместӗрччӗ, сирӗн шанӑҫӑр ҫукчӗ, тӗнчере эсир Турра ӗненмесӗр пурӑнаттӑрччӗ.

11. Итак помните, что вы, некогда язычники по плоти, которых называли необрезанными так называемые обрезанные плотским обрезанием, совершаемым руками, 12. что вы были в то время без Христа, отчуждены от общества Израильского, чужды заветов обетования, не имели надежды и были безбожники в мире.

Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӗр ҫинчи пӳртӗмӗр — ҫак хӳшӗ — ишӗлсессӗн, пирӗн валли тӳпере Турӑ туса панӑ ҫурт — алӑпа туман ӗмӗрлӗх ҫурт — пуррине эпир пӗлсе тӑратпӑр.

1. Ибо знаем, что, когда земной наш дом, эта хижина, разрушится, мы имеем от Бога жилище на небесах, дом нерукотворенный, вечный.

2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех