Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫын сăмах пирĕн базăра пур.
ҫын (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынпа пули-пулми сӑмахламасан та, хаяр кӑмӑллӑ ҫын мар, Иван пичче халиччен те урлӑ-пирлӗ калаҫса, ҫынпа усаллашса курман.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле-ха вӑл, хӑрах урипе ҫеҫ тӑван ялнелле ярса пуснӑскер, ҫын япалипе хуҫаланать, ҫын япалипе салтаксем умӗнче ырӑ ятлӑ пулать, ҫын аллипе кӑвар туртать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

140 ҫын кунта диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне иртнӗ, 52 ҫын тарӑн диспансеризаци витӗр тухнӑ, 21 ҫын - профосмотр.

С момента открытия 140 человек здесь прошли первый этап диспансеризации, 52 жителя прошли углубленную диспансеризацию, а 21 человек — профосмотр.

Пушкӑртра ҫӗнӗ ял ФАПӗ халӑха диспансеризаци ирттерме пуҫланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3468746

Вӑл ҫавӑн йышши ҫынсенчен пӗри пулнӑ: вӗсем пӗр-пӗр ҫын хӑйсене ыра тунӑ пулсан ҫеҫ ӑна ырӑ ҫын тесе шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тарудантра 190 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, Шишауара 89 ҫын вилнӗ, Уарзазатра 30 ҫын вилнине палӑртнӑ.

Еще 190 погибших в населенных пунктах Таруданта, 89 человек погибли в Шишауа, 30 смертей зафиксировано в Уарзазате.

Мароккора нумай ҫын пурнӑҫне татнӑ пысӑк ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35977.html

Ҫавӑн пек ҫынсемпе танлаштарсан, тепӗр хӑюллӑ ҫын, пӗтӗм ӗҫе, пӗтӗм йывӑрлӑха хӑй ҫине илекен ҫын — ан тив, вӑл час-часах йӑнӑштӑр — ҫӗр хут лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунта тӗрлӗ халӑх ывӑлӗсемпе хӗрӗсем ҫума-ҫумӑн тӑрса, алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеҫҫӗ, кунта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ӑста специалистсем строительство ӗҫне, завод цехӗсенчи ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ, кунта таҫтан-таҫтан чи кӑткӑс, чи ҫӗнӗ оборудованисем килсе тӑраҫҫӗ, кунта, сунтал пек янӑракан вучах пек кӗрлекен стройкӑра, уйрӑм ҫын кӑмӑлӗ, ҫӗр ҫын кӑмӑлӗ, пин ҫын кӑмӑлӗ сунтал ҫинчи пек туптанать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйне каҫару ыйтма килнӗ ҫын пек, айӑпсӑр мар ҫын пек, хӑй те каҫарма хатӗр ҫын пек тытать те, ҫавӑнпа пушшех йӑнкӑл-йӑнкӑл илтӗнсе тӑрать унӑн типӗ ҫинҫе сасси.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамран ҫирӗм ҫула яхӑн аслӑ ҫын пурнӑҫ курнӑ ҫын пуль-ха, аванах пулӗ пурнӑҫ курнӑ ҫынпа юнашар, терӗм те…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кунта чи кирли: пурин те тӳсӗмлӗ, кунӗ пулмалла, хӑйне хӑй мӑнна хуракан намӑса юлӗ, хӑйне хӑй пӗчӗклетекенни чапланса кайӗ; кашни ҫын ыттисене, вӗсем хӑйне мӗн сунасса кӗтет, ҫавна ҫеҫ сунтӑр; усала хирӗҫ вӑйпа тӑрса кӑна мар, ырӑ тӗслӗхпе те ҫӗнмелле; ӗҫлемесӗр алла ҫӑкӑр тытма юрамасть; сывлӑхлисен чирлисене сыватмалла, вӑй-халлисен халсӑррисене пулӑшмалла; пысӑк ӑслӑ, тарӑн пӗлӳллӗ ҫынсем тӗпчесе тупнӑ е этемлӗх пурнӑҫӗн опычӗнчен пухнӑ ырӑ, усӑллӑ пӗлӳсем пӗтӗм этемлӗх ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫаврӑнмалла; пуянсен хӑйсен вӑхӑтлӑх пуянлӑхне тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан чухӑнсемпе пайламалла; ҫӗр ҫинче кашни ҫын (ҫывӑхри те, ҫич-ҫич тинӗс леш енчи те) хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те ырӑ ҫеҫ тӑвас, вӗсемпе юлташланас, тӑванланас шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр ҫын — хӗлхем, ҫӗр ҫын — хыпса илнӗ кӑвайт, пин ҫын — пысӑк пушар тенӗ — пыр та сӳнтер ӑна пӗччен-иккӗн.

Не зря сказано: один человек — искорка, сто человек — уже костер, а тысяча — огромный пожар, который не потушить двум-трем людям.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗл пулать-ҫке ҫавнашкал ҫынҫын пек ҫынах вӑл.

Встречаются же люди: с виду вроде человек как человек.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сана икӗ ҫын кураймасть пулсан, эсӗ вӑл икӗ ҫынтан вӑйлӑ, вунӑ ҫын кураймасть пулсан — вуннӑшӗнчен те вӑйлӑрах, мӗншӗн тесен саншӑн пӗтӗм халӑх тӑрать.

Ненавидят тебя двое — выходит, ты вдвое их сильнее, ненавидят десятеро — ты в десять раз их крепче, потому как за тобой стоит весь люд.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫын крепостла тӑк — япала; Улпут — хуҫа: сутать, илет, Ҫын пурнӑҫӗ унран килет: Улпут сунарҫӑ, ҫын — пӑлан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗҫре вӑл паян ҫынсемпе пӗрле чун килениччен, кӑмӑл туличчен ӗҫлерӗ, яракуна хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ҫынсемшӗн, колхоз ӗҫӗшӗн ирттерчӗ, килте ӑна хӑй хисеплесе юратакан ҫын, пӗрре куҫран пӑхсах ӑнланакан арӑм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта кичем ҫын та кулать, наян ҫын та ҫӗкленсе ӗҫлет, ҫамрӑк ача та вӑйпитти ҫынпа ӑмӑртать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Агрономпа Ятман вара ҫынсем пур чухнех тем те пӗр калама хатӗр, вӗсемшӗн ват ҫын та ват ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫре Ятман яланах Куҫмана кирлӗ пек тӗплӗ пулнӑ, ҫынсемпе кӑшкӑрса мар, хӑшпӗрисем пек ҫӑвар вылятса та мар, ӗҫлӗ калаҫнӑ, вӑл ҫынсен кӑмӑлне никамран лайӑх пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та кашни ҫын валли унӑй хӑйне уйрӑм сӑмах тупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Упа тытма ҫӳресе миҫе ҫын чӑлах юлчӗ Юмансарта, миҫе ҫын урасӑр пулчӗ тата миҫе ҫын масар ҫине ӑсанчӗ!

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫын пырсан нихҫан та сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме кӑларса лартса курман, хӗрхенсе ку таранччен никама та пӗр татӑк ҫӑкӑр паман, хӑй вара ӗмӗрӗпех ҫын патӗнче ӗҫсе ҫинӗ, ӗмӗрех ҫынран тем те пӗр илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех