Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗннӗ (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек шанчӑклӑ тус, хамран лайӑхрах юлташ тесе эпӗ хам ентеше, лӑпкӑ та илемлӗ Сӑр хӗрринче ӳссе ҫитӗннӗ вырӑса Андрей Пономарева шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Метр сӳллӗш ҫитӗннӗ кӗпҫесем те тӗл пулаҫҫӗ, хӑшӗсем хытса кайма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫитӗннӗ ҫынсенчен юлмастӑп, ӑнтӑлатӑп малалла, мӑнастирелле.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр тӗлте ҫитӗннӗ хӗрсем, барышньӑсем, шыва кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Уринкка вӑл ҫитӗннӗ хӗр — вунсаккӑр-вунтӑххӑрсенче.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Гульсумпа Мӗнире ҫитӗннӗ хӗрсем, вӗсен калаҫмалли пур пуль тесе Фарвас мана хур чӗппи тулли ҫырма хӗрне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫитӗннӗ ҫынсем ҫакӑн пек сӑмаха шанма пултараҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫитӗннӗ хӗрсем ҫимӗк каҫ ҫӗрӗпе вӑйӑ калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӳпе хӗвелтухӑҫ енчен уҫӑлса, тасалса килет: юмах-халапри старикӗн шур сухалӗ е купалансах ҫитӗннӗ ватӑ шурӑ сурӑх ҫӑмӗ пек пӗлӗт таткисене туйи кӗскелсех ҫитнӗ кинемин халсӑр сывлавӗ евӗр палӑри-палӑрми ҫил хӗвеланӑҫнелле ҫемҫен вӑшлата-вӑшлата хӳтерет, уфла-уфла вайкӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем каланӑ пек «ӑс вылянӑ вӑхӑт» иртсе пырать-ши Андрейӑн, хӑйне вӑл йӑлтах ҫитӗннӗ ҫын пек туять.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ирӗксӗрех, ху ҫитӗннӗ, вӗренсе ӑс пухнӑ ҫын пулнине те, ҫутҫанталӑкӑн куҫа курӑнман пулӑмӗсене асра тытнисене те пӑхмасӑр, юмах тӗнчине лекетӗн.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ ак эпир ҫитӗннӗ ҫынсем, ҫавах ӑна илемлетнӗ чухне темӗнле тунсӑх ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйсем ӑҫта лекнине ӑнкарса илеймесӗр, йӗри-тавра сехӗрленсе пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, анчах та вӗсене никам та тивменнине, хӑйсем ирӗкрине сиссе часах урисем ҫине ҫӗкленчӗҫ, шит тӑршшӗ ҫитӗннӗ ҫемҫе курӑк тӑрӑх чӑл-пар саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах, асӑрхаттаратӑп, ӑна нумай калаҫма юрамасть, эсӗ ҫитӗннӗ хӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӑнлантарма кирлех те мар пулӗ тетӗп, хӑвах тавҫӑрма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӑп-ҫӑмӑл кӗлеткеллӗскер, вӑл вырӑнӗ-вырӑнӗпе чупса та илчӗ, хӑй ҫитӗннӗ хӗр иккенне манса кайса, пӗчӗк чухнехи пек сиккелесе те пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ ак Лена ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Фермӑн общежитийӗ те, карти-хури те ҫӗннипех, анчах ҫитӗннӗ чӑхсем усрамалли сарай-вите япӑхланнӑ, ҫавӑнпа та кӑҫал чӑх-чӗп валли ятарласа пысӑк та ҫутӑ ҫурт купалама пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Паллах, вӑл вӑхӑтра ӑслӑлӑх вӑрах аталаннӑ, тырпул начар ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Арӑмӗ техникумра заочно вӗренет, хӗрӗ те ҫитӗннӗ, ыттисем шкула ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Уйра ҫитӗннӗ пуянлӑха алла илессишӗн, фермӑсенчи ӗҫе тухӑҫлӑ йӗркелессишӗн сарӑлнӑ ӑмӑртура, паллах, комбайнерсемпе водительсем, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем, хӑйсен тивӗҫлӗ тӳпине хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех