Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫисе (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑна пылпа пӑтратсан, ҫисе тӑранмалла мар-ҫке! — хушса хурать сулхӑн вӑрман айӗнче ҫулакан Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗр енчен, ӳпре-шӑна чӗрӗлле ҫисе ярать вӗсене, тепӗр енчен — ӑҫталла кайсан та вӑрман, шурлӑх, тискер кайӑк.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улькана пӗтернӗ пекех, ҫисе яраҫҫӗ ӑна унта аттепе Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сиввӗн кӗтсе илчӗ Эрхипе уйрӑм чашӑкран ҫисе ларакан Вӑрӑм Палюк: — Вӑрах ҫӳретӗн, Эрхип. Ҫулран аташса каймарӑн пулӗ те? — терӗ вӑл хура куҫӗсене вылятса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑмпа яшки ҫисе, матрӳшкепе пыллӑ чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫанталӑк та, пурнӑҫ та тутлӑ та илемлӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тырри пулсан, эпир хуҫа, — теме юратать Ҫимун ашшӗ, Вӑрӑм Палюк, сӗтел хушшинче пӑсланакан вӗри апат ҫисе ларнӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн пит-куҫӗ пӗркеленчӗ, сухалӗ чӗтреме пуҫларӗ, сӳнекен кӑвар пек пӗчӗк куҫӗсем вӑхӑт-вӑхӑт ялкӑшса, ҫисе ярасла пӑхрӗҫ Ҫимун ҫине: — Значӑтцӑ, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе сӑмах вӗҫне тӑсса, — значӑтцӑ, эсӗ, Хура Ҫимун, ял кулакӗ, ват колхозникран кулас терӗн?!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак сӑмахсем, ешӗл ӳсентӑрана хаяр наркӑмӑш ҫисе ҫунтарнӑн, Хумккана куҫ умӗнчех хуҫлатса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрла тӗлне урхалӑхӗсене пушатнӑ, чӗлпӗрӗсене салтнӑ лашасем станци хыҫӗнчи лӑпсӑркка тирексем айӗнче ешӗл утӑ ҫисе тӑратчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пыл ҫисе курман-им эс е пыл тумаҫҫӗ-и вӗсем сан?..

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка, Хумккасен кинӗ, иртерех ӗҫе тухас тесе, сӗтел хушшинче пӗчченех турӑхпа чӗрнӗ сухан ҫисе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Степан Иванович! — аса илсе чӗнчӗ Матӗрне, — апат ҫисе кай!

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тӗле ытти крючниксем те ыйхӑран вӑранса пуҫтарӑнчӗҫ, апат ҫисе ӗҫе тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кунти пек апата ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра та ҫисе курман.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ урапа ҫумӗнче утӑ ҫисе тӑни ӑна ирӗксӗрех йӑлӑмра чухне хуняшшӗн лашине вӑрӑсем илсе кайнине аса илтерсе чунне хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним тума аптранӑ енне Анука ҫисе ярасла пӑхма ҫеҫ пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑхсем хурчкана ҫисе янине этем ӑрӑвӗ курман-ха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ан хӑрӑр, ҫисе яраймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Санашкал шӑмӑ-шакка ҫисе пыра лартни ҫеҫ! —

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ шӑппӑн апат ҫисе пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех