Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллисем епле ҫуннине тата ҫав сурансем чӗпӗтсе ыратнине халӗ тин туйса илчӗ вӑл.Только теперь он чувствует, как горят руки и саднят эти ранки.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Мальвина, хӑранипе ҫухӑрса ярас мар тесе, хӑйне хӑлхинчен чӗпӗтсе пырать.
Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Эпӗ купецсене пичӗсенчен пӑхатӑп, мӑнтӑрланса, ҫӑра, ҫула юнпа тулса ларнӑ, сивӗ чӗпӗтсе пӗтернӗ тата ӑйхӑланӑ чухнехи пек вылянман пит-куҫӗсенчен пӑхатӑп.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юртан, ҫилтен хӳтӗлемен шӑтӑк-ҫурӑк, кивӗ лупас айӗнче, йывӑҫ курита ӑшне хупса лартнӑ ҫӑлкуҫ шывӗ тӗлне пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем кӗпе чӳхетчӗҫ; вӗсен пичӗсене тон тулса ларнӑ, сивӗ чӗпӗтсе пӗтернӗ; йӗпе пӳрнесене сивӗ пӗҫертет, вӗсем авӑнкалаймаҫҫӗ, куҫҫульсем юха-юха анаҫҫӗ, хӗрарӑмсем ҫапах, пурне те темле ӑрасна паттӑрӑн пӑхса, пӗрне-пӗри тӗрлӗ историсем каласа кӑтартса, чарӑна пӗлмесӗр сӑмахлаҫҫӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Санӑн вӗт ҫылӑхусем питӗ нумай, — терӗ хаваслӑн атте, ӑна питҫӑмартинчен чӗпӗтсе.Ты ведь у меня большая грешница, — весело сказал папа, щипнув ее за щеку.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне хыттӑн чӗпӗтсе илчӗ, урисене аран-аран туртса кӑларкаласа, малалла утрӗ.Он наградил себя жестоким щипком и, с трудом вытаскивая ноги, направился дальше.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Косицын, ҫывӑрас мар тесе, хӑй аллине чӗпӗтсе илчӗ те, типсех ҫитеймен бушлатне тӑхӑнса, пӗтӗм утрав тавра ҫыран хӗррипе утса ҫаврӑнма шутларӗ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Петя Кэурая уринчен чӗпӗтсе илчӗ: асту, куратӑн-и, мӗнле ӑнӑҫлӑ пуҫласа ятӑм эпӗ, тенине пӗлтерчӗ ӗнтӗ ку.Петя ущипнул Кэукая за ногу, что должно было означать: смотри, мол, как я удачно начал!
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кэргыль хӑйӗн шурӑ сухалне темиҫе хут чӗпӗтсе илчӗ те васкамасӑр чӗлӗмне тивертсе ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин пӗр шӳт тумасӑр: — Пӳрте куҫмастӑп. Хам пурнӑҫа эпӗ ярангӑра пурӑнса ирттертӗм, ярангӑрах вилетӗп, — терӗ.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Мӗн терӗм-ҫке, чӗппи миҫе тесе, паҫӑрах темиҫе те чӗпӗтсе пӑхрӑм.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Розка, хӗр-тусне чӗпӗтсе илчӗ те, ҫапла ыйтрӗ:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫут кӗрен тӗслӗ кушак клеверӗ ҫинче шыв тултарнӑ витресем лараҫҫӗ, вӗсене бук йывӑҫҫинчен якатса тунӑ хӑма татӑкӗсемпе витнӗ, витресен ҫумӗнче Катерина хӗвелпе пиҫнӗ тулли урисене тӑсса ларнӑ та, питрив шатиг чечекӗн ҫут сенкер ҫунаттисене чӗпӗтсе илет, хӑй тӑртаннӑ тутисемпе темӗн ҫинчен пӑшӑлтатать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кӑварӗ ялкӑшса ҫунма тытӑнсан, Василь пӗр чӗлтӗм тӑвар чӗпӗтсе илет те, ӑна кӑвар ҫине сапса, ҫулӑма пусарать.Когда угли вспыхивали, Василь брал соль, бросал па огонь, забивал его.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӳтрен пӗр тӗпренчӗк какай чӗпӗтсе илет те хӑямата кӗрех вӗҫсе каять.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Маковейӑн сарӑрах хӑла лаши Сагайдӑн лашипе юнашар чӗркуҫҫи таран хӗрлӗ мӑкӑнь ӑшӗнче вӑраххӑн курӑк чӗпӗтсе ҫӳрет.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ура та ҫавӑн пекех чиксе, вутпа пӗҫертнӗ пек чӗпӗтсе ыратать…
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл хӑй сӑмахне каласа пӗтереймерӗ: Рагим хӑйӗн юлташне, вырӑнсӑр ыйту парасран сыхласа, чавсинчен хыттӑн чӗпӗтсе илчӗ.Он не договорил: Рагим предостерег товарища от неуместной просьбы, больно ущипнув его за локоть.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Синицкий хӑйӗн аллине ыратмаллах чӗпӗтсе илчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Гарик мана чӗпӗтсе чышкипе юнарӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Йӑптӑх тӑкнӑ ырхан выльӑхсем, сӗтеклӗ ҫамрӑк курӑка чӗпӗтсе, таптавра ашса ҫӳреҫҫӗ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.