Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсене (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку эрнере хӗрарӑмсене парнесем кӗтеҫҫӗ.

Наступающий период обещает женщинам подарки.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш ҫӗрӗнче майра-патша салтакӗсем урса кайсах иртӗхрӗҫ, пӑлхавлӑ ялсене пӗтерчӗҫ, ачасене, хӗрарӑмсене, ватӑсене тыта-тыта ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Драгунсене те ҫапла ним айӑпсӑр ачасене, ватӑсене, хӗрарӑмсене вӗлерни килӗшрӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн пек тискер ӗҫ пулма пултарнине, кирек кам майлӑ ҫапӑҫсассӑн та ҫарҫыннисем нимӗн шеллемесӗр ачасемпе ватӑсене, хӗрарӑмсене ялӗпех вӗлернине вӑл ниепле те ӗненсех пӗтереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр укҫӑвӗнчен пысӑк тӗрке хут туртса кӑларчӗ те хӗрарӑмсене кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, такама юна-юна, кӑшкӑрашать, хӗрарӑмсене, хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсе, аллисенчен туртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялти ачасемпе хӗрарӑмсене кирлӗ чухне пулӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑмсене пурне те вӑл пӑхсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑр ҫын хӗрарӑмсене те, тин ҫуралнӑ ачасемпе амӑшӗсене те, ҫул ҫитменнисене те, инвалидсене те кашнине хӑнеевӗр пулӑшу кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫынсем сиснине асӑрхасан, староста ҫак хӗрарӑмсене ачи-пӑчи мӗнӗпех аякалла ӑсатать, мана та ку тавраран урӑх ҫӗре куҫма хушать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Халӗ эсӗ, ху айӑпна сирес тетӗн пулсан, киле таврӑнатӑн та ҫав хӗрарӑмсене ху арестлесе икӗ сехетрен илсе килетӗн, унччен никама та пӗр сӑмах каламастӑн!

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӑйламасах мар пулин те, анчах ҫирӗп сывлӑхлӑскер, пилӗк-ҫурӑм питтинчен аптӑраманскер, арлӑх киленӗвӗ шӑнкӑравласан, ялти тӑлӑх маткасемпе те явӑҫкаланӑ, эрех черкки ӑшне путнӑ емпӗлти хӗрарӑмсене те хӑй килӗ умӗнчен «вырӑн хӑни» тумасӑр ирттерсе яман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӗрарӑмсене кӑсӑкла тӗлпулу кӗтет.

Женщин в этот период ждёт интересная встреча.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паян Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑракан хӗрарӑмсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫынсен амӑшӗсене, арӑмӗсемпе аппӑшӗ-йӑмӑкӗсене, Ҫӗнтерӳ Кунне ҫывхартма тӑрӑшса пирӗн салтаксене май килнӗ таран пулӑшу кӳрекен пӗтӗм хӗрарӑма уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп.

Отдельно обращаюсь к женщинам, которые сегодня несут службу в рядах Вооружённых Сил России, матерям, женам и сестрам участников специальной военной операции, тем, кто оказывает нашим бойцам посильную помощь для приближения Дня Победы.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Хӗрарӑмсене кӗтмен кӑмӑллӑ паллашу, парне е романтикӑллӑ тӗлпулу кӗтет.

Сейчас женщин ожидает приятное неожиданное знакомство, сюрприз или романтическое свидание.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа каснӑ йывӑҫсене вакланӑ ҫӗрте ӗҫлекен хӗрарӑмсене пулӑшма шап-шурӑ ҫӑм тӑлапа ҫӑпата сырнӑ 70-75 ҫулхи мучисем пӑчкӑ хӑйрама, савӑлсем тума, туйисемпе туяласа вӑрманалла утатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ан шан хӗрарӑмсене.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Аса илтерер: 10 ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсене «Амӑшӗ героиня» ята параҫҫӗ.

Напомним, что женщинам, у которых родилось 10 детей и более, дают звание «Мать героиня».

Канашра хӗрарӑм 12-мӗш ачине ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33859.html

Микула шыв кӳме яланах хӑй анни хӗрарӑмсене тӗлӗнтерет те, кӗвӗҫтерет те.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех