Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурланса (тĕпĕ: хурлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сывӑ пулӑр! — терӗм эпӗ хурланса.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир, хурланса, купӑс сасси илтӗнми пуличченех пӑхса тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ хумханса, хурланса йӗрсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Суккӑр пулса вилесрен хӑраса эпӗ пӗччен чух питӗ хурланса йӗреттӗм.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне ман пуҫа тытса пӑхрӗ, ах тур, тесе пӑшӑлтатса илчӗ, хурланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ хурланса йӗретӗп.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Мӗншӗн хӗрача пулнӑ-ши эпӗ? — хурланса ӗсӗклет Анук, — арҫын ача пулнӑ пулсан, пире Ҫемук тивейместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пӗччен юлнӑшӑн хурланса йӗре пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ачана чунтан-чӗререн хӗрхенсе, хурланса ҫапла каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсемшӗн халь эпӗ Йӗреп хурланса, Тата хаяр ҫилӗ Килет капланса.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Килте инҫетри ывӑлӗ валли ҫыртарнӑ ҫырӑва амӑшӗ хурланса тытса пӑхнах ӗнтӗ.

Конечно же, мать держала эту бумагу в своих руках, когда попросила написать письмо сыну.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр пулнӑ ӗҫе каялла тума ҫуккишӗн вӗсем иккӗшӗ те хурланса йӗреҫҫӗ.

Они даже поплачут оба, поскольку нельзя ничего изменить.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫук, ку сӑмахсене вӑл хурланса мар, шалтан, чӗререн тухакан савӑнӑҫлӑ сасӑпа, пӗтӗм чун хавалӗпе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Паҫӑр анчах вӑл хурланса калаҫатчӗ, халӗ — шӳт тӑвать, тӑрӑхлать.

Только недавно он говорил с грустью, а теперь — с шуткой, с насмешкой.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(«Ӑна кун пек те килӗшет. Мӗнле хитре вӑл, эсремет!» — тесе хурланса шухӑшласа илчӗ Паҫа.)

«И все-то ей к лицу… До чего красива, чертовка!» — с завистью думает Пазя, разглядывая соперницу.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуҫне усса, хурланса Тухса кайрӗ карчӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Курка тулли сӑрипе Ашшӗ-амӑш пехиллет, Ашшӗ-амӑш умӗнче Хӗрӗ хурланса йӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Нарспи шывне ӑсрӗ те Килне утрӗ хуйхӑрса, Килне ҫитрӗ, йӗрсе ячӗ Сетнерӗшӗн хурланса.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Нарспи ӑна хурланса Пӑхса юлчӗ хыҫӗнчен, Хускалмарӗ вырӑнтан Савни куҫран кайиччен: «Сывӑ пулах, сывӑ пул!

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сивӗ, хаяр хӗл иртет, Каять йӗрсе, хурланса, Сивӗ куҫҫулӗпе йӗрет Иртнӗ куншӑн хуйхӑрса.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех