Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улмине (тĕпĕ: улма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухтар, каҫалапа ҫеҫ урама тухӑп тесе, питех васкамарӗ, хӑй илсе килнӗ типӗ ҫӑкӑрпа апатланчӗ; улмине вӑл кӑҫал Элентей тӗпсакайне те шӑтӑка антарнӑччӗ, унта кайса килме ыран та ӗлкӗрӗ-ха.

Тухтар не спешит — он решил выйти на улицу, когда стемнеет, закусил хлебом, что принес с собой, потому как в доме не было даже картошки — она в этом году хранилась у Элендея, а туда он еще успеет сходить и завтра.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тёма вырӑнӗнчен тӑчӗ те, панулми илчӗ, унтан кантӑк умне ларса шухӑша кайса, улмине ҫиме пуҫларӗ.

Тёма пошел достал себе яблоко и, усевшись у окна, начал усердно и в то же время озабоченно грызть его.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Сасартӑк ӑна сасӑ илтӗннӗ, хыҫран такам: «Татсам пикеҫӗм, улмине, татсам», тенӗ.

Вдруг слышит — сзади кто-то говорит: «Сорви, красавица, яблоко, сорви».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Тӑлӑх хӗр улмине татасшӑн пулнӑ, анчах татма пултарайман, — аллисем пулман, ҫитменнине тата ҫӑварпа та татма ҫӳлте пулнӑ.

Хотела сиротка сорвать яблоко, а не может — рук нет, ртом тоже не достать — высоко.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Хӑвӑн пахчунта эсӗ мӗн кирлине пӗтӗмпех туса илме пултаратӑн: тыр-пулне те, купӑста-хӑярне те, ҫӗр улмине те, кӑшманӗ-кишӗрне те, кавӑнне те.

На своем огороде ты можешь вырастить все: и хлеб, и капусту, и картофель, и свеклу, и морковь, и тыквы.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле манпа апат хатӗрлеме тытӑнса Ольбинет чут ҫеҫ хӗн курса тӑратчӗ: улмине чиксе хума вӑл пӗчӗк шӑтӑк чаврӗ те, унтан пӑс мӑкӑрланса тухса пӗр чалӑша яхӑнах ҫӗкленчӗ.

Ольбинет едва не пострадал при этом странном опыте приготовления пищи: когда он вырыл в земле ямку, чтобы опустить в неё овощи, оттуда вырвался столб пара, поднявшийся на высоту более сажени.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Антонинӑпа хуппипе пӗҫернӗ ҫӗр улмине шуратӑр, винигретсем, салатсем тума вӑл чилай кирлӗ, ҫавӑнпах пысӑк кастрюльпех пӗҫертӗм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ял ҫыннин хӗрӳ ӗҫӗсем ҫуркуннерен тытӑнаҫҫӗ те мӗн кӗркуннечченех пыраҫҫӗ: ҫур аки вӗҫленет, утӑҫи тытӑнать, сывлӑш ҫавӑрса илет хресчен, тыр-пул пухма тухать, каярахпа сахӑр кӑшманне, ҫӗр улмине кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Лешӗ хупӑпа пӗҫернӗ ҫӗр улмине килька пулӑпа каҫхи апат туса ларать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Йӳҫекке! — терӗ Тимур, пан улмине ывӑтса ярса.

— Кислятина! — бросая яблоко, сказал Тимур.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Вӑрланӑскер-и? — ыйтрӗ Тимур, пан улмине ҫыртса пӑхса.

— Ворованные? — спросил Тимур, надкусывая яблоко.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Сӑмахсӑр-мӗнсӗр пычӗ те татса илчӗ пӗр улмине.

Подошёл и молча сорвал яблоко.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Степан пӗр кана нимӗн чӗнмесӗр ҫирӗ улмине, унтан кӑшт кулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Аниҫҫе пӳрте хӑвӑрт кӗрсе тухрӗ, Егора аллине сумкӑ тыттарчӗ, унта вӑл пурне те пӑртакшар чикнӗ иккен — ҫӑкӑрне те, пиҫнӗ ҫӗр улмине те, суханне те, тӑварланӑ хӑярне те.

Анисья обернулась быстро, сунула в руки Егора сумку о едой, куда напихала всего понемногу — и хлеба, и вареной картошки, и луковицу, и соленых огурцов.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ыран ӗҫе тухмасан, ыттисемпе пӗрле ҫӗр улмине хӗл каҫарма суйлама пӑрахсан, мӗн калаҫҫӗ-ха ҫынсем?

— Если я завтра не выйду на работу и перестану вместе со всеми перебирать картошку к зиме?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл юнӑхнӑ куҫ улмине ҫилӗллӗн чарса пӑхать, мӑйне пӗкет те, сарӑ шӑл тунине ҫарӑлтарса, хӗрарӑма юбки айӗнчен тухса кайнӑ ҫаврака чӗркуҫҫийӗнчен ҫыртса илме хӑтланать.

Он выворачивал налитое кровью глазное яблоко, изгибал шею и, обнажая желтую плиту оскала, норовил цапнуть бабу за круглое, вылезшее из-под юбки колено.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Эсӗ кала-ха хӑвӑн карчӑкна, ҫӗр улмине вӑл ҫатмапа мар, турилккепе патӑр мана, тет.

«Ты скажи своей старухе, чтобы она мне картошку не на сковороде приносила, а на тарелке.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пар ҫӗр улмине, чакак, ӗҫсӗр ларма кирлӗ мар!

Давай картошку, сорока, нечего бездельничать!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Илсе кил кунта ҫӗр улмине, тасатма пулӑшӑп.

— Тащи сюда картошку, я помогу почистить.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак пӑтӑрмахлӑ ир ӑна мӗн-мӗн курма тивни ҫитмен пекех, тепӗр инкек сиксе тухрӗ: правлени кил картине кӗрсен, Яков Лукич такам ӳкерсе хӑварнӑ ҫӗр улмине пусса лапчӑтрӗ те, шуса кайса, яртах тӑсӑлса выртрӗ.

В довершение всех бед и несчастий, свалившихся на него в это злополучное утро, уже во дворе правления Яков Лукич наступил на оброненную кем-то картофелину, раздавил ее и, поскользнувшись, растянулся во весь рост.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех