Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенкел сăмах пирĕн базăра пур.
тенкел (тĕпĕ: тенкел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кермӑн хулпуҫҫине хурлӑхлӑн усӑнтарса Тарановпа юнашар тенкел ҫине ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл хайхи ӑслӑ чӗрчун еннелле шиклӗн пӑхкаласа лаҫ умӗнчи тенкел ҫине кайса ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав кун вӑл килне ҫитеймерӗ — хӑйсен подъезчӗ умӗнче, тенкел тӗлӗнче, асфальт ҫине персе анчӗ: пӗрремӗш инфаркт…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Георгий хавассӑн кулса ячӗ, унтан, хӑех тенкел илсе, сӗтел ҫывӑхне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Юлашкинчен вӑл ассӑн сывласа ячӗ те ӑна хирӗҫ тенкел ҫине куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ пушӑ тенкел ҫине пырса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмра ҫинче курак чӗпписем ҫуйхашаҫҫӗ, пӗчӗк пахча ҫумӗнчи тенкел ҫинче ларакан Тимахван мучи аллинче сарӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗкҫӗ хӗрача йӑл-йӑл кулать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑмсем кӗрекере саркаланса лараҫҫӗ, арҫынсем стена ҫумӗнчи вӑрӑм тенкел ҫине хӗсӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑрӑш аллейинчи тенкел ҫинче кӗҫех пӗччен ларса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпир унпа иксӗмӗр ешӗл чӑрӑш аллейинчи кӑвакпа сӑрланӑ хыҫлӑ тенкел ҫине лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӳртре сӗтел, сарлака кӗске тенкел, вут сыппинчен татса тунӑ пукан пур.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗтмен ҫӗртен ҫил вӑйланса килчӗ те, хыҫлӑ тенкел ҫинче шухӑшлӑн ларакан арҫын ҫине сарӑ ҫулҫӑсем ҫумӑр ҫунӑ пекех шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Моляковпа Ира ҫамрӑк чӑрӑшлӑхри хыҫлӑ тенкел ҫине кайса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Моляков, сарӑ ҫулҫӑллӑ лапсака вӗрене айӗнчи хыҫлӑ тенкел ҫине ларнӑскер, час-часах алӑк еннелле пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Тӑна кӗнӗ хӑшместӗре ҫавӑтса кӗнӗ чухне офицер тенкел ҫинче ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сарлака хыҫлӑ тенкел ҫинчен тӑчӗ те Пӑкачав сухалне якатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗт вӑрманта шӗшкӗлӗх, шӗшкӗлӗх, Ҫинчен мӑйӑр суйлар-и те, Тӗпне тенкел тӑвар-и?

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав тӗрлесе илемлетнӗ сарлака йывӑҫ тенкел ҫинче ларать, пурне те тимлесе пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Пуҫлар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тенкел ҫинче ларать вӑл, хӑй умӗнче шахмат хӑми.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Наташа вӑрӑм тенкел тавра сиккелесе ҫӳрет, эпир Игнат Васильевичпа вылятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех