Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗлетсем умӗнче паҫӑрхи пекех калаҫу шӑв-шавӗ сӗрлесе тӑрать, вӑрӑм урапасем лачӑртатни тата ҫӑмӑл урапа кустӑрмисем шалтӑртатни илтӗнет.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӳлӗмре, вӗтӗ хумсем евӗр, сасӑсем сӗрлесе илчӗҫ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шкулта, пыл хурчӗсем сӗрленӗ евӗр, уҫҫӑнах янӑраман Шӑв-шав сӗрлесе тӑрать.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лутра кӑна пӗчӗк пӳлӗмре кӗнчеле кӑлтӑрми ыйӑхлаттармалла сӗрлесе ҫаврӑнать, пӳрчӗ ӑшӑ.В низенькой комнатушке снотворно жужжала прялка, было жарко натоплено.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сасӑсем, хускалса кайса, сӗрлесе шавлани татти-сыпписӗр илтӗнсе тӑнӑ: хӑраса асапланнӑ хушӑра, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр шиклӗн ирттернӗ вӑхӑтра пӗр япала ҫуралнӑ; вилӗмрен чӗрӗлсе тухнӑ, ӗҫлеме хӑнӑхман, пӗлмен шухӑша ҫав япала сисмелле мар хуллен-хулленех пӗр ҫӗрелле пуҫтарса пынӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Анчах, йӗпе шӑпӑр пурне те лӑплантараймарӗ курӑнать, темиҫе хурт кунтӑкран сиксе тухрӗҫ, Санька тӗлӗнче сӗрлесе вӗҫрӗҫ, пӗр-иккӗшӗ сетка витӗр кӗме шӑтӑк та тупмарӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ялта шӑп, пурне те ыйхӑ пуснӑ; сас-чӗвӗсӗр ларакан пӳртсене яриех уҫса пӑрахнӑ; пӗр чӗрӗ чун та курӑнмасть; пӑчӑ сывлӑшра шӑнасем ҫеҫ кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Этажерка ҫинче, чӑнах та, хаҫат, ик-виҫ кӗнеке уҫӑлса выртать, ҫыру сӗтелӗ ҫинче чернил кӗленчи, хур тӗкӗсем пур; анчах уҫса хунӑ кӗнекесен страницисем тусанланса, сарӑхса кайнӑ; вӗсене тахҫанах пӑрахнӑ пулас; хаҫачӗ пӗлтӗрхискер, чернильницӑран, чернил пуҫас пулсан, хӑраса ӳкнӗ шӑна ҫеҫ сӗрлесе вӗҫсе тухнӑ пулӗччӗ-и тен.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сывлӑш ҫеҫенхир чечекӗсемпе армути шӑршипе тулса ларнӑ, пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫнӗ, шӑрчӑксем чӗриклетнӗ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Зал маччана ҫити тикӗссӗн кӗрлесе, татти-сыпписӗр сӗрлесе тӑрать.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пуҫӑмра мӗнле тӗлӗнмелле те урнӑ шухӑшсем сӗрлесе хӑпнине турӑ пӗлет…Бог знает, какие странные, какие бешеные замыслы роились в голове моей…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Асфальтпа витнӗ урамсемпе площадьсем хушшинчи йывӑҫсем тавра пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫнӗ, — вӗсем иртсе пыракан машинӑсем кӑшкӑртни ҫине те, трамвайсем чӑнкӑртатни ҫине те, хӗрсе ҫитнӗ асфальт ҫийӗнче чӗтресе тӑракан, нефть шӑршипе тулнӑ вӗри сывлӑш ҫине те ҫаврӑнса пӑхман, хӑйсен ӗҫне тунӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950