Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗвенсе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тул ҫутӑлас умӗн Григорий крыльца ҫине тухрӗ, чӗтрекен аллисемпе чикаркка чӗркесе чӗртрӗ те чылайччен тӗтре нӳретнӗ стена ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.

Перед рассветом Григорий вышел на крыльцо, дрожащими руками свернул папироску, закурил, долго стоял, прислонившись спиной к влажной от тумана стене.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, алӑк патне пырса, ҫурӑмӗпе алӑк сулли ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.

Григорий подошел к двери и, став на пороге, прислонясь спиной к косяку, сказал:

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пар лаша кӳлнӗ ҫуна хыҫӗнче Григорий йӗнерсем ҫине сӗвенсе выртса пырать.

В задке пароконных саней, привалившись спиной к седлам, полулежал Григорий.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл аллисене лӑштӑрах уснӑ та ҫатан карта ҫумне сӗвенсе тӑрать.

Она стояла, прислонившись к плетню, безжизненно опустив руки.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юрра ытарайманнипе Григорий утсем кӗҫеннине те, тӑкӑрлӑкра урапа лӑчӑртатса иртнине те илтмерӗ, ҫаплах-ха ҫурӑмӗпе пӳртӗн шуратнӑ стени ҫумӗнче сӗвенсе тӑчӗ…

Очарованный пением, Григорий стоял, привалившись спиной к беленому фундаменту куреня, не слыша ни конского ржания, ни скрипа проезжавшей по проулку арбы…

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья ҫурӑмӗпе алӑк ҫумне сӗвенсе тӑчӗ, хуллен хӑркӑлтатса пӑшӑлтатрӗ:

Наталья прислонилась спиной к двери, хрипло прошептала:

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Калас пулсан, вӑрӑм япала, кайран каласа кӑтартӑп-ха, — Ксени, сасартӑк Никодим ҫумне сӗвенсе, ӑна пит ҫӑмартинчен хӑвӑрт чуп турӗ.

Я потом расскажу, история долгая, — она вдруг прислонилась к Никодиму и порывисто поцеловала его в щеку.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Григорие курсан, вӑл шӑнана йӗрӗнчӗклӗн тарӑхса сӗтел айне печӗ, аллипе йӗмӗ ҫумне сӑтӑрчӗ те креслӑн кивелсе якалнӑ хыҫӗ ҫумне ӗшенчӗклӗн сӗвенсе ларчӗ.

Увидев Григория, с отвращением и досадой кинул муху под стол, вытер о штанину ладонь, устало привалился к обтертой до глянца спинке кресла.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ыттисен пуҫӗсем урлӑ чӳречерен пӑхса, стена ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.

Прислонился к стене, глядя поверх голов в окно.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӳрече янаххи ҫинче (пӳлӗмре пӗр пукан кӑна) Вешенскинчен янӑ Ольшанов милиционер ҫурӑмӗпе сӗвенсе ларать.

На подоконнике (в комнате был только один стул) полулежал присланный из Вешенской милиционер Ольшанов.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл, пӗкӗртнӗ ҫурӑмне тӳрлетсе, тутине сасартӑк мӗскӗнӗн чӗтретме пуҫларӗ, кравать пуҫӗ ҫумне темле хурлӑхлӑн сӗвенсе тӑчӗ.

И, выпрямив согнутую спину, вдруг жалко задрожал губами, как-то потерянно прислонился к спинке кровати.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Батарея командирӗпе офицерсем, ҫурӑмӗсемпе ҫӑл пури ҫумне сӗвенсе, ҫӗр ҫинче лараҫҫӗ, чӗлӗм туртаҫҫӗ.

Офицеры и командир батареи сидели на земле, прислонясь спинами к срубу колодца, курили.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан ҫатан ҫумне сӗвенсе тӑчӗ те урам леш енче курӑнса выртакан Дон шарлакӗпе уйӑх чалпашшӑн ҫутатакан, ҫулӑм тӗслӗ кукӑр утма ҫул ҫинелле нумайччен тинкерсе пӑхрӗ.

Степан прислонился к плетню и долго глядел на текучее стремя Дона, видневшееся через улицу, на огнистую извилистую стежку, наискось протоптанную месяцем.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сиктӗрмеллӗ урапа ҫинче яштака пӳллӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ арҫын сӗвенсе ларса пырать.

В задке рессорных дрожек полулежал статный широкоплечий мужчина.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыпарҫӑ, чӗнтӗрлӗ карлӑк ҫумне сӗвенсе, кушӑрханӑ пичӗ ҫинчи тусан йӑрӑмӗсене ҫанӑпа шӑлкаласа тӑчӗ.

Нарочный, прислонясь к резным перилам, растирал рукавом по обветревшему лицу полосы пыли.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑн ҫинчен уҫӑмсӑррӑн уйласа пычӗ Григорий, ашӑклӑ ҫуна хыҫӗ ҫумне сӗвенсе выртса.

Об этом невнятно думал Григорий, привалясь к задку кошелки.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ура ҫине вӑл никам пулӑшмасӑр тӑчӗ, тачанка патне аран-аран лӑкӑштатса ҫитрӗ те урапан хыҫалти сиктӗрми ҫумне хӑяккӑн сӗвенсе выртрӗ.

Поднялся он без посторонней помощи, кое-как доковылял до тачанки, привалился боком к задней рессоре.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вак-тӗвек ыйтусем панӑ тата пӗр-пӗрин шухӑшӗсемпе кӗскен паллашнӑ хыҫҫӑн Каледин, кӑкӑрӗпе сӗтел хӗррине сӗвенсе, куҫӗпе Подтелков ҫине тирӗнчӗ, ыйтса пӗлчӗ:

После малозначащих вопросов и краткого обмена мнениями Каледин спросил, грудью наваливаясь на край стола, упирая взгляд в Подтелкова:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич, выльӑх картин авса тунӑ ҫатан алӑкӗ ҫумне сӗвенсе тӑнӑскер, шинельне йӳле ярса, ватка хурса ҫӗленӗ салтак шӑлаварӗн кӗсйисене ухтарчӗ.

Иван Алексеевич, прислонясь к плетеным воротцам база, распахнув шинель, шарил по карманам ватных солдатских штанов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов, кӗлеткипе кӑшт ӳпӗнсе, чалпашшӑн тӗревлесе тытнӑ ал тупанӗсемпе сӗтел ҫумне сӗвенсе тӑнӑ; хӑйне хирӗҫ пӑхса тӑракан ватӑ офицерпа калаҫать:

Корнилов, чуть наклонившись вперед, опираясь о стол косо поставленными ладонями, говорил стоявшему против него пожилому офицеру:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех