Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехете (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна пулах унӑн столовӑйне килсе икӗ сехете яхӑн хуран ӑшӗнче ни виле, ни чӗрӗ ларма тиврӗ вӗт-ха.

Это из-за пего пришла она в столовку, где два часа просидела пи жива пи мертва, забившись за котел.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Алӑри сехете хӑй аллипе вӗҫертсе илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Укҫапа сехете хам алранах Макҫӑм илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Укҫапа сехете илсе, пуҫана милицие тухса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

— Ҫак укҫапа сехете халех милицие кайса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Вӑл сехете яхӑн нимӗн хускалми выртрӗ; унӑн сӑмси-ҫӑварӗнчен юн кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Андриян галерейӑра сехете яхӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫапла калаҫи-калаҫми ларсах Таня ҫур сехете яхӑн ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Автомобиль аккумуляторне тулса ҫитме ҫур сехете яхӑн иртӗ, машинӑна кӑштах вӑй илтерме темиҫе минут та ҫитет.

До полной зарядки автомобильного аккумулятора необходимо около получаса, для подзарядки машины же достаточно и нескольких минут.

Кӳкеҫре электрозаправка уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33925.html

Юлташне чавсипе тӗкет те: «Сехете тасатнӑ вӗт хайхи!» — тет пӑшӑлтатса.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫапла, ҫапла, — терӗ хайхи ку, — эпӗ инҫетрисем, киле таврӑнма укҫа ҫитмест, ҫавӑнпе сехете сутма шутларӑм. Илместӗн-и, йӳнех паратӑп. Пасарта та сутма пулӗччӗ те, куншӑнах кӗрсе тӑрас килмест. Усламҫӑсен аллине пама та хӗрхенетӗп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Темӗн ҫав, пулмасть те пулӗ. Врачсем чараҫҫӗ. Ӑна халь кӗнеке те вулаттармаҫҫӗ. Талӑкра пӗр сехете сада уҫӑлма кӑлараҫҫӗ-ха ӗнтӗ — ҫавӑ ҫеҫ. Сывӑ пулӑр. Тавтапуҫ. Владимир Ильича каласа парӑп сирӗн ҫинчен», — терӗ те Надежда Константиновна, ерипен утса, икӗ хутлӑ ҫурта кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑватӑ сехете пынӑ хӑрушӑ пушар ҫакӑнпа хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр ҫур сехете яхӑн вӑхӑт иртсен, Панчук аслӑ ывӑлне Ҫтаппана, икӗ пуҫанӑшне тата ывӑлӗн юлташӗсене, Йӑкӑнатпа Хивархие, илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫур сехете яхӑн лартӑмӑр-и, ҫук-и — тринн! тринн! янраса кайрӗ пӗр чанӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Таҫта куккук Такамшӑн вӑхӑтне шутларӗ, Пӗлмесӗр хурлӑ сехете.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла вӑл пӗр-икӗ сехете яхӑн ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн халӑх ӗҫе сахалтарах тухрӗ, нумайӑшӗсем, кунта пӗр-икӗ сехете ҫеҫ килнӗскерсем, ытти ӗҫсене саланчӗҫ, ҫапах та ӗҫ ирхи кӳлӗмри пекех вӗресе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫур сехете яхӑн вӑл нимле айӑп та тупаймарӗ, бензин каймасть пулӗ тесе клапансене тасата-тасата, вӗҫӗмсӗр малти тыткӑҫа ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа та, ҫур сехете яхӑн калаҫрӗ пулин те, вӑл каниччен трактор вырӑнтан хускалмарӗ, Карачӑм бригадир кайсан ӗҫлеме тытӑнассине те нимпе те палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех