Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кансӗр сăмах пирĕн базăра пур.
кансӗр (тĕпĕ: кансӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ман пек йывӑр ҫынсене шыв ӑсма кайма мӗнле кансӗр пуласси ҫинчен мӗншӗн шутласа пӑхман-ха эсӗ?

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Анчах вырӑссемпе сӑмах вӗҫҫӗн калаҫса татӑлма кансӗр пулассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗтерме час пулать, пуҫтарма самаях кансӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ ҫӗрте ӗлкӗрсе пыма кансӗр тесе шутлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Вӗсене Тукайсӑр кансӗр пулать.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асту, хазрет Сахиб-Гирей, туслӑх вӑл кӗленче пекех, пӗр ҫӗмӗрӗлсен ӑна юсама питӗ кансӗр.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упа тытасси вӑл ай-ай кансӗр япала!

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та чӗре чул мар-ҫке-ха, ӑна лӑплантарма кансӗр.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупая халь ҫу каҫиччен тутлӑ апат ҫисе якалса кайнӑ тӗксӗм сарӑ тилӗ кирлӗччӗ — ун йӗрӗ ҫине ӳкме кансӗр.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Питӗ кансӗр кӑҫал, Тукай мӑрса, ясак пуҫтарма.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрманти ҫул та тӑвӑрланчӗ, харӑс пыма кансӗр пулнӑран утсем пӗччӗккӗнех, хур карти пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑрса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗнчере туссемсӗр пурӑнма кансӗр, ясаксӑр пурӑнма пачах май ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет тутар мӑрсисене хӑналаман мар, вӑл лайӑх пӗлет: хан эшкерне илсе ҫӳрекен улансене юрама питех те кансӗр, ялан тенӗ пекех вӗсем ҫӑткӑн та ҫав тери мӑн кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, хӑйсене хӑналанӑшӑн вӗсем тепӗр чух тухса каяс умӗн хуҫана кӳрентернипе е сӗтел ҫинчи ӗҫме-ҫимене урайне шӑлса тӑкнипе тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утса ҫӳреме пит кансӗр пулнӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ӑна ҫӗклесе пынӑ май хӗр йывӑрлӑхне пачах туйманшӑн тӗлӗнет, аллисем ҫинче выртакан Джессие ӑнсӑртран кансӗр пуласран асӑрханать.

Он нес ее, удивляясь, что совершенно не чувствует тяжести, и боясь сделать Джесси неловко лежать у него на руках.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сире курма вара питех те кансӗр, чир кӑна пулӑшать ав, — ку сӑмахсем Готорн пирки; Готорн хӑй яланах ӗҫлӗ иккенне аллипе хӑлаҫланса пӗлтерчӗ.

А вас трудно залучить, только болезнью, — обратилась Джесси к Готорну, который жестом показал, как безумно занят всегда.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапах мӗн тери кансӗр ҫакнашкал сӳпӗлтетӗве итлесе ларма, чӑтса ирттерме.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки сасартӑк кӑмӑлӗ пӑтранса килнине туйрӗ, выртсан иртмӗ-и тесе, кукамӑшӗ сарса панӑ ҫемҫе тӳшек ҫине выртрӗ, анчах ҫан-ҫурӑм ҫав-ҫавах йывӑр, ҫемҫелсе-сӳтӗнленсе кайнӑ пек туйӑнать, кӑкӑра тем амакӗ пусса тӑнӑран, сывлама кансӗр.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тӑвӑр кубрикри уҫӑ арчасен хушшинче ҫаврӑнкалама кансӗр.

В тесном кубрике, среди раскрытых сундуков, едва было где повернуться.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Утма кансӗр, йывӑр.

Идти было трудно и беспокойно.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех