Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫленӗ (тĕпĕ: вӗҫлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пухса кӗртес ӗҫе «Сатурн» ЯХПКра (582 гектар) тата «Нива» агрофирма» ОООра (400 гектар) ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Республика Пуҫлӑхӗ «строительсем пур-и?» тесе ыйтни тӗлӗшпе те уҫӑмлӑ хурав пулчӗ: хӑйсен об±екчӗсене малтан палӑртнинчен те маларах вӗҫленӗ организацисем пур, вӗсен ҫыннисем пушанаҫҫӗ — ҫак ӗҫ вӑйне явӑҫтарма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Чӑнах та, иртнӗ ҫул вактӗвек ыйтусем пулнӑ, анчах пӗтӗмӗшле илсен ҫав компани икӗ ФАПпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене йӗркеллех вӗҫленӗ — ҫавӑнпа ӑна кӑҫал та шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ округӗсенчи хуҫалӑхсем ку ӗҫе вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

«Вӑл хӑйӗн ҫывӑх тусӗсене, ӗҫтешӗсене, унӑн ҫап-ҫутӑ, хӑйне евӗрлӗ пултарулӑхне хисеплекенсене асӗнче те ҫавӑн пек юлӗ», - вӗҫленӗ Президент.

«Такой она и останется в памяти близких, друзей, коллег, всех почитателей ее яркого, самобытного дарования», — заключил президент.

Путин Вера Васильева актриса вилни тавӑрайми ҫухату тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... en-3380774

Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулне те лайӑх паллӑсемпе вӗҫленӗ хыҫҫӑн Сергей 1982 ҫулта Саратоври Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ патшалӑх университетечӗн истори факультетне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Вӑл 17 сехетре пуҫланса 21 сехетре вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗпе ташлама чӗнеҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35522.html

Ку эрнере правительство учрежденийӗсене кайсан ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ.

Также на этой неделе можно обращаться в правительственные учреждения, это всё закончится благоприятным прогнозом.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑтам шкула ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗр умӗнче пурнӑҫ сукмакӗсем юпленнӗ: пӗр сукмакӗ ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи ют чӗлхе факультетне илӗртнӗ, иккӗмӗшӗ — пиччӗшӗсемпе Лиза аппӑшӗ вӗренекен И.Н. Ульянов ячӗллӗ университета.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Пуҫламӗш класа Галя «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Комсомольскисене Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗпе, ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округри Обществӑлла палатӑн председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Комплекс» стройфирмӑн генеральнӑй директорӗ Валерий Гордеев тата «Кӗтне» ентешлӗх председателӗ Валери Туркай саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Пер-пӗр пӗрешкел ҫӗрте ҫуралса ӳссен, пӗрешкел хура-шур курсан — вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса илме те хӗн пуль: чӑтӑмӗ те, кӑмӑлӗ-хевти те пӗрешкелех пулӗ, ҫавна май вара кун-ҫулӗ те пӗр евӗрлӗрех шӑвӗ вӗсен, пӗр евӗрлӗ вӗҫленӗ те…

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫакӑншӑн вара чун савӑнатех-ха, - калаҫӑва вӗҫленӗ май пӗлтерет кинемей.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Калаҫӑва вӗҫленӗ май «Жилище» Управляющи компани ертӳҫи Алексей Егоров ӑшӑ хваттерсенче пурӑнас килсен ҫынсене яваплӑха туйма, коммуналлӑ пулӑшусемшӗн вӑхӑтра тӳлеме сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Районти центр начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Трофимова каланӑ тӑрӑх, Элӗк енре ку енӗпе специалистсем ӗҫе вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html

Ҫуркуннехи тапхӑрпа пулса пыракан ҫӗр ӗҫӗсене пур ҫӗрте те вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Пирӗн артистсем хӑйсен ӑсталӑхне фестивале уҫнӑ чухне тата ӑна вӗҫленӗ май кӑтартма пултарнӑ.

Наши артисты смогли показать свое мастерство во время открытия фестиваля, а также при его закрытии.

«Санар» купӑҫсисем Архангельскра палӑрнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35194.html

Палӑртнӑ ӗҫсене вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Артекран» кая мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XXwE-6cc2to

Ҫак объекта вӗҫленӗ хыҫҫӑн «Энӗш» автоҫул хӗррисене, Йӗпреҫ поселокӗнчен пуҫласа Улатӑр муниципаллӑ округӗ таран йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул хӗррисене йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-0hZzpQstDg

Мӗтри ӗнтӗ ӗҫ-пуҫ ҫакӑнпа вӗҫленӗ тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех