Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйланчӗ (тĕпĕ: вӑйлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канонада вӑйланнӑҫем вӑйланчӗ.

Канонада разрасталась.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Маларах, умра, чикӗ хуралӗ пуррине пӗлсе тӑнӑ чухне, пӗчченех тӑрса юлни сисӗнместчӗ; ку сисӗм чикӗре никам та ҫукки ҫинчен пӗлтернипе татах та ытларах вӑйланчӗ.

Раньше, когда знали, что впереди пограничная стража, не было этого чувства оторванности и одиночества; тем сильнее сказалось оно после известия о том, что граница обнажена.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пачах урӑхла, ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ ҫыран ҫинчен тухма нимӗнле май та ҫуккине курсан, манӑн океана ишсе каяс шухӑш пушшех те вӑйланчӗ.

Напротив, когда я увидел, что у меня нет никакой возможности отплыть от постылого берега, мое желание пуститься в океан не только не ослабело, но возросло еще более.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах тӑххӑрмӗш кунне ҫил тата та вӑйланчӗ, унтан вара хӑрушӑ та хаяр тинӗс тӑвӑлӗ пуҫланчӗ.

Однако на девятый день к утру ветер еще посвежел, и вскоре разыгрался страшный шторм.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл ӗҫлеме пуҫланӑранпа лайӑх профессорсен йышӗ палӑрмаллах вӑйланчӗ, тесе калаҫнӑ студентсем.

Студенты говорили, что с его поступлением партия хороших профессоров заметно усилилась.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӑнтӑртан вӗрекен ӑшӑ ҫил вӑйланчӗ.

Сильнее дул мягкий южный ветер.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫил вӑйланчӗ.

Ударил сильнейший ветер.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Таврара шӑв-шав малтанхинчен те вӑйланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Социаллӑ хӳтлӗхсӗр граждансен ушкӑнӗсене пулӑшу парас ӗҫ палӑрмаллах вӑйланчӗ.

Значительно усилена поддержка отдельных социально незащищенных категорий граждан.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Палӑртма кӑмӑллӑ: 2010 ҫулпа танлаштарсан, ҫамрӑксем ӗҫ профессийӗсемпе тата техника специальноҫӗсемпе кӑсӑкланасси палӑрмаллах вӑйланчӗ.

Отрадно, что по сравнению с 2010 годом заметно возрос интерес молодежи к получению рабочих профессий и технических специальностей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пулӑшу кирлисене, чӑн малтанах нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ветерансене, социаллӑ пулӑшу парасси вӑйланчӗ, бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ палӑрмаллах пысӑкланчӗ, ҫавна пула республикӑри чухӑнлӑхра пурӑнакансен шучӗ 14 процент чухлӗ чакрӗ, Чӑваш Енре халӑх йышӗ хӑй хальлӗн ӳснине виҫҫӗмӗш ҫул шута илетпӗр!

Усилилась социальная поддержка нуждающихся, в первую очередь многодетных семей и ветеранов, существенно повысилась заработная плата работников бюджетной сферы, и, как результат, почти на 14% сократилось число жителей республики, находящихся за чертой бедности, три года подряд в Чувашии регистрируется естественный прирост населения!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех