Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

бригадирсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карташне кӗнӗ ҫӗрте пӗр лутра кивӗ пӳрт ларать, унта ирлесе ӗлӗк бригадирсем ҫынсене ӗҫ валеҫсе паратчӗҫ, каҫсерен вара, яланах кунта ӗҫлекеннисем ӑшӑнма е калаҫкаласа ларма пуҫтарӑнатчӗҫ.

У входа на двор стояла низкая старая изба, в которой, бывало, бригадиры распределяли утрами людей на работы, а вечерами собирались погреться и поболтать те, кто работал здесь постоянно.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӗрарӑмсем мӗнле ӗҫленине пӑхса ҫӳрес-и — унта бригадирсем те пур.

За бабами присматривать — так на это бригадиры есть.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Бригадирсем хӑйсен ӗҫӗсене хӑнӑхсах ҫитеймен пирки, чӑнах та, хуҫалӑхри тӗрлӗ вак-тӗвек ыйтусене татма та ун патне пыра-пыра аптӑратса ҫитернӗрен мар, Лушка, Дубков каланӑ тӑрӑх, «пурне те йӑл кулса илӗртнӗшӗн» тарӑхса кӑшкӑрчӗ.

Не потому он озлился и накричал, что бригадиры, не освоившие своих обязанностей, действительно одолевали его, обращаясь за разрешением всяческих мелочных хозяйственных вопросов, а потому, что Лушка, по словам Дубцова, «всем улыбалась, посулы делала».

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлетсем патӗнче Давыдов та, Разметнов та ҫук, бригадирсем те пӗри те курӑнмаҫҫӗ.

Ни Давыдова, ни Размётнова, ни одного из бригадиров не было около амбаров.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Астӑвӑр, кам ӗҫе тухманнисене бригадирсем шута илсех пыраҫҫӗ.

Имейте в виду, бригадиры ведут учет невышедших на работу.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дубцов, Любишкин, Демка Ушаков бригадирсем кунсеренех юланутпа хире туха-туха пӑхаҫҫӗ, ҫӗр пиҫсе ҫитнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Бригадиры Дубцов, Любишкин, Демка Ушаков каждый день верхами выезжали в степь смотреть, не готова ли к пахоте и севу земля.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Штрафламалла йӗрке туса хурӑпӑр, бригадирсем хӑйсем ответ тытмалла туса, асӑрхаса тӑма вӗсене хушӑпӑр.

Введем систему штрафов, обяжем бригадиров следить под их личную ответственность.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Бригадирсем, колхозницӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хутаҫ патне пычӗҫ те тулла асӑрханса ҫеҫ ывӑҫӗ ҫине пӗрер чӗптӗм хура-хура пӑхрӗҫ.

К мешку один за другим подходили бригадиры, звеньевые, колхозницы, бережно брали на ладонь по щепотке зерна.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Бригадирсем нумай тӑмарӗҫ, Татьяна Родионовна вара Санькӑпа Машӑна асӑрхарӗ.

Вскоре бригадиры ушли, и Татьяна Родионовна заметила Саньку и Машу.

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта такам та пур: паттӑр парашютисткӑсем, мухтавлӑ вӗҫевҫӗ-хӗрсем, паллӑ дояркӑсем, премиленӗ бригадирсем, паллӑ киноартисткӑсем, учительницӑсем, ҫар фельдшерицисем.

Тут были храбрые парашютистки и прославленные летчицы, знатные доярки и премированные бригадирши, известные киноартистки и учительницы, чемпионки-бегуньи и военные фельдшерицы.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех