Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
анӑҫ (тĕпĕ: анӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кестхей, Балатонӑн чи авалхи хули, кӳллӗн анӑҫ ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ.

Кестхей, самый старинный город Балатона, находится на западном берегу озера.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Паянхи лару-тӑрура предприятисенчен чылайӑшӗ анӑҫ производителӗсен изделийӗсене хамӑрӑннисемпе улӑштарма пулӑшаҫҫӗ, ҫапла майпа Тӑван ҫӗршывӑн промышленноҫне тата рынокне аталантараҫҫӗ.

В сегодняшних условиях часть предприятий помогает замещать западные изделия, тем самым развивая отечественную промышленность и рынок.

Олег Николаев Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/26/ole ... skogo-pred

Инди океанӗпе анӑҫ енчен ишсе килекен «Амгунь» танкер Тимор тата Арфур тинӗсӗсем урлӑ иртсен Лӑпкӑ океана кӗрекен Коралл тинӗсне ҫитсе Австралин Таунсвилл портне кӗрсе вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Хӗвел анӑҫ енче тип варсемпе чаваланнӑ, сӑртсемпе хупланнӑ тӳремлӗхе ҫупӑрласа инҫетри океанӑн шурӑ хӗлхемсемпе йӑлтӑртатакан сенкер тӗкӗрӗ сарӑлса выртать.

На западе, облегая изрытую оврагами и холмами равнину, тянулась синяя, сверкающая белыми искрами гладь далекого океана.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ унта пурӑннӑ хушӑра Ниассӑн анӑҫ ҫыранӗнчен араб килсе ҫитрӗ.

Пока я здесь жил, с западного берега Ниассы явился араб.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кунтан ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ еннелле, ҫав юхан шыв патне ҫитмелли чи ҫывӑх хутлӑхпа манӑн пурӗ те утмӑл ҫухрӑм кӑна тухмалла.

На северо-запад отсюда, по ближайшему направлению к этой реке, мне понадобится сделать всего лишь верст шестьдесят.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кунта акӑ мӗн асӑннӑ: «Хаклӑ упӑшкана шанчӑклӑ арӑмран» тесе кӑвакпа ҫырнӑ ҫӗмрӗк курка; шыва путнӑ юман витре, — ӑна шкипер хушнипе «Хӗвел анӑҫ Тырри» палуби ҫинчен эпӗ хамах йӑкӑртса аннӑччӗ; манран такам вӑрланӑ сарӑ резина плащ, шкиперӑн эпӗ урапа таптаса ҫӗмӗрнӗ мӑштӑкӗ тата пӗтӗмпех аркатнӑ каюта кантӑкӗ.

Здесь были упомянуты: разбитая чашка с голубой надписью «Дорогому мужу от верной жены»; утопленное дубовое ведро, которое я же сам по требованию шкипера украл на палубе «Западного зерна»; украденный кем-то у меня желтый резиновый плащ, раздавленный моей ногой мундштук шкипера и разбитое — все мной — стекло каюты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тӳпен анӑҫ пайӗ хӗп-хӗрлӗ, ҫав самантрах, мӗльюн-мӗльюн кирпӗч ванчӑкӗ тиенӗ урапа ҫӗр мильӑран йӑтӑнса аннӑн, пӑтранчӑк тӗспе витӗнчӗ.

Западная часть неба покраснела и стала мутной, словно за сто миль обрушились миллионы возов кирпичного щебня.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Хӗвел анӑҫ Америкӑра ҫӗр айӗнчи кӳлӗсенчен пӗринче суккӑр пулӑсем пурӑннӑ.

В одном из подземных озер Западной Америки жили слепые рыбы.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Ун пирки хӗвел тухӑҫ тата хӗвел анӑҫ ҫырансенче нумайччен калаҫтарӑпӑр…

Такую что о ней долго будут говорить на восточном и западном берегах.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Каҫхине хӗвел анӑҫ енче вӑйлӑ канонада кӗмсӗртетет — унта лӑпланми ҫапӑҫу пырать тейӗн.

Ночью слышалась сильная канонада в западной стороне, как будто там шло бесконечное сражение.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — хӗвел анӑҫ горизонт енчен хыттӑн туртса ҫапнӑ пек сасӑсем е темӗн сирпӗнни илтӗнчӗ.

Глухие удары или взрывы послышались спустя недолгое время со стороны западного горизонта.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Анӑҫ енчи тӳпере ҫак каҫхи ҫӑлтӑра кураймасан, Хӗвел тухиччен ҫур сехет маларах хӑвна ыйхӑран вӑратма кала.

Но если вечерней звезды не окажется на западной стороне неба, попроси разбудить тебя за полчаса до восхода Солнца.

Венера // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӗвел анса ларнӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен урама тух та анӑҫ енчи тӳпере каҫхи ҫӑлтӑра шыра.

Выйди из дома вечером, через полчаса после захода Солнца, и поищи на западном небе вечернюю звезду.

Венера // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

«Шупашкар» хурал карапӗ, СССР Чикӗ хуралӗн арӗсен йышне 1988 ҫулта кӗнӗскер, ҫӗршывӑн анӑҫ чиккисенче службӑра тӑнӑ.

Это сторожевой корабль «Чебоксары», который вошел в состав Пограничных войск СССР в 1988 году и служил на самых западных рубежах страны.

Олег Николаев Раҫҫей Тинӗс ҫар флотне йӗркеленӗренпе 325 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/31/glav ... et-s-325-l

Лару-тӑру уйрӑмах Алжирӑн анӑҫ пайӗнчи Тиндуф провинцинче ҫивӗч тӑнӑ — кунта тимӗр тӑприн пысӑк лаптӑкӗ вырнаҫнӑ пулнӑ.

Наиболее острая ситуация сложилась в районе провинции Тиндуф на западе Алжира, так как там располагалось крупное месторождение железной руды.

Алжирпа Марокко хушшинчи чикӗ хирӗҫӗвӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B2%D3%97

Эфиопин анӑҫ енче вырнаҫнӑ юханшывсен чылай пайӗ Нил бассейнне кӗреҫҫӗ.

Большая часть рек запада Эфиопии относится к бассейну Нила.

Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97

Сакагавея 1804–1806 ҫулсенче Льюиспа Кларк экспедицийӗсене Америкӑри анӑҫ енчи тин ҫеҫ туяннӑ анлӑ ҫӗрсене тӗпчеме пулӑшнӑ.

Сакагавея помогла экспедиции Льюиса и Кларка в 1804—1806 годах исследовать обширные земли на американском Западе, которые тогда были только что приобретены.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Анӑҫ енчен тӳпе талккӑшӗпех вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пек хӗп-хӗрлӗ.

Запад был охвачен заревом.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗвел тахҫанах анӑҫ еннелле сулӑннӑ, тепӗр виҫе сехетрен вӑл анса лармалла.

Солнце давно перевалило к западу и часа через три сядет.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех