Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллу хӑрса лармӗ-ҫке уншӑн.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Хурсам мана, тӑмха пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ евӗр, хӑв аллу ҫине: мӗншӗн тесен юрату, вилӗм пекех, ҫирӗп, кӗвӗҫу, тамӑк евӗр, хаяр: унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кирлӗ мар-тӑк — вара пултараймастӑн та, куҫу та курмасть, аллу та чӗтрет!А нет нужды, так и не умею, и глаза не видят, и в руках слабость!
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Итле-ха, Казбич, — терӗ Азамат йӑпӑлтатса, — эсӗ ырӑ ҫын, эсӗ хӑюллӑ джигит, ман атте акӑ вырӑссенчен хӑрать те мана ту ҫине кӑлармасть, пар мана хӑвӑн утна, сана уншӑн мӗн кирлӗ, йӑлтах парӑп, аттен чи лайӑх винтовкине е хӗҫне вӑрласа килӗп те сана парӑп, кала, мӗн кӑна кирлӗ сана, — хӗҫӗ унӑн чӑн-чӑн гурда, ҫивӗччине аллу ҫумне тыт кӑна, хӑех ӳте касса кӗрет, санӑнни пек кольчуга вара уншӑн нимӗне те тӑмасть.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пирӗн шӳт тума, кулма юратакан ротмистр пурччӗ; вӑл ун чухне манран: «Санӑн, шӑллӑм, бутылкӑна пеме аллу ҫӗкленеймест иккен», — тесе те кулчӗ.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Выртӑн вара сапаланса: хӑлху, уру — пӗр кӗтесре, чӗлхӳ, аллу — тепӗр кӗтесре…И будешь валяться, рассыпавшись: ухо, нога — в одном углу, язык, рука — в другом углу…
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
— Хӗрхенетӗп сана, юратнӑ продавец, кашни туртмассерен тавара тараса ҫине пусса хунипе аллу ывӑнать пулӗ?…- Жалею тебя, любимый продавец, каждый раз, взвешивая товар, рука устает, наверное, прижимая?...
Тутлӑ калаҫу // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172-173 с.
Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн. 7. Эсӗ ӑна вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн, ӑна мухтавпа хисеп кӳрсе чысларӑн; Хӑвӑн аллу мӗн пултарнине пӗтӗмпех ӑна патӑн, 8. пурне те пӑхӑнтарса, ун ури айне турӑн» тенӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ; 11. вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ, 12. вӗсене Эсӗ тумтир чӗркенӗ пек чӗркӗн те, тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук» тенӗ.
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Сана аллу илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе хӑрах аллупа кӗни аванрах саншӑн — 44. тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сана аллу е уру илӗртет пулсан, касса ывӑтса яр ӑна: чӑлаххӑн е уксаххӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни хӑвна икӗ аллӑн, икӗ ураллӑн ӗмӗрхи вута пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн; 9. эхер те сана куҫу илӗртет пулсан, кӑларса ывӑтса яр ӑна: чӗрӗлӗхе хӑрах куҫпа кӗни хӑвна икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ырӑлӑх тунӑ чухне хӑвӑн сылтӑм аллу мӗн тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр, 4. эсӗ ырӑлӑх туни вӑрттӑн пултӑр; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сана сылтӑм аллу илӗртет пулсан, ӑна касса ывӑт: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах аллу пӗтни аванрах саншӑн, тенӗ.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ — пӗртен-пӗрре, эпир вара — Санӑн аллу пултарнисем.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ун ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, вӑл вара Сан умӑнта чӗрӗ пулса тӑнӑ; 6. ӑна Эсӗ рая — ҫӗр ҫимӗҫ ӳстерсе паричченех сылтӑм аллу лартса ҫитӗнтернӗ рая — илсе кӗнӗ; 7. Эсӗ ӑна Ху панӑ ӳкӗте уяма хушнӑ, анчах вӑл ӑна пӑснӑ, Эсӗ вара ӑна, унӑн йӑхне вилмелле туса айӑпланӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрех ку Санӑн аллу тунӑ ӗҫ пулнӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑйӗн кӗллинче вӑл ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, иудейсен патши Езекия вӑхӑтӗнче Эсӗ Ангел ярса патӑн, вӑл вара Сеннахирим ҫарӗнчи ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкрӗ. 23. Эй тӳпе Ҫӳлхуҫи, халӗ те тӑшмансене хӑратма, сехӗрлентерме пирӗн умран пымашкӑн ырӑ Ангел ярсамччӗ. 24. Хӑвӑн сӑваплӑ халӑху ҫине усал шухӑшпа килекенсене Санӑн хӑватлӑ аллу тӗп тутӑр» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна: мӗншӗн-ха сан аллу ҫинче ҫӗвӗсем пур? тейӗҫ; вӑл ҫапла хуравласа калӗ: мӗншӗн тесен мана хама юратакансен килӗнче хӗненӗ, тейӗ.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кун Иерусалима: «ан хӑра» тейӗҫ; Сиона: «санӑн аллу ан вӑйсӑрлантӑр!» тейӗҫ.16. В тот день скажут Иерусалиму: «не бойся», и Сиону: «да не ослабевают руки твои!»
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав кун акӑ епле пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа: санӑн хушшунтан ҫар учӗсене пӗтерсе, ҫар ураписене ҫӗмӗрсе тухӑп, 11. санӑн ҫӗрӳнти хуласене аркатӑп, хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хӳтлӗхӳсене пурне те ишсе антарӑп, 12. санӑн аллунтан асам ӑсталӑхне туртса илӗп, пӗлӗтсене пӑхса юмӑҫ яраканӗсем те пулмӗҫ санӑн; 13. санӑн хушшунтан хӑв пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисене тата йӗрӗхсене пӗтерӗп, эсӗ вара текех хӑвӑн аллу тунӑ япаласене пуҫҫапмӑн.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.