Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллисем (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллисем кӗске те самӑр унӑн, ҫӑмламас.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑнӗ-пичӗ те, аллисем те, курӑннӑ-курӑнман кӗске мӑйӗ те тулса-пӑвӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Акӑ вӑл фронтран таврӑнать те — унӑн аллисем кашӑк та тытаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ ҫаплах-ха ун аллисем ҫинчен куҫа илейместӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унтан Прохор Петрович столяр пулнине, ахаль столяр та мар, йывӑҫран тӗлӗнтермӗш чӗнтӗрсем тӗрлекен столяр пулнине аса илтӗм те ун аллисем ҫине тепӗр хут пӑхрӑм, хальхинче чӑрлаттарса, пурте асӑрхамалла пӑхрӑм, ҫапла пӑхма аван маррине те манса кайрӑм, манасса манмарӑм пуль-ха, куҫа тартма вӑй ҫитереймесӗр тинкертӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр сас-чӳ тумасӑр кӗчӗ, ҫавӑн пекех шӑппӑн салтӑнчӗ те, аллисем ҫине пӑхкаласа, чӑлха вӗҫҫӗн ҫемҫен пусса, кӑмака умне иртрӗ, ҫӑвӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анатолий Волковӑн ӑста аллисем тунӑ кимӗ хумсем ҫинче ярӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Аллисем унӑн типшӗм, кӗлетки те типшӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Паллах, аллисем унӑн кӑпӑш, ӳт-пӗвӗ таса…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эпӗ унӑн аллисем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Унӑн куҫӗсем ман ҫине кӑна пӑхаҫҫӗ, унӑн аллисем манӑн алла кӑна чӑмӑртаҫҫӗ, эпӗ — пӗтӗмпех унӑн.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑн пек самантсенче унӑн йӑваш сасси, тарӑн та ачашшӑн пӑхакан кӑвак куҫӗсем, чӗтрекен черчен аллисем тата вӑл темӗнле вӑрттӑн пек хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлама пуҫлани — ҫакӑ пӗтӗмпех мана пуҫ ҫаврӑнса каймалла телейлӗ тӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫав чавсасем Герасим Федотовича кӑкӑртан сулмаклӑн чышнӑ пек туйӑнчӗҫ те, вӑл каялла чакрӗ, аллисем унӑн сӳсленсе вӑйсӑрланчӗҫ, пӳрнисем тарласа йӗпенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аллисем унӑн шӑнса кӳтнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Аллисем вара унӑн хулӑм, какайлӑ, хура ҫӑмлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисем вӑйлӑччӗ Аванкайӑн.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн йӑрӑс пӗвӗ ҫавине кӑшӑ-ӑл-л! калла илмессерен пӗлӗтелле туртӑннӑ пек пулать, ҫавӑнтах тӗлӗнмелле илемлӗн чалӑшса, хыҫалалла ывтӑнать; аллисем выляса илеҫҫӗ — ҫивчӗ ҫава пӗр касӑм туса паккусӑн тепӗр вӗҫне ҫитет, ун чухне вара хӗр кукленсе илнӗ пек пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисем асӑрхануллӑн, ачашшӑн пӗрре хыҫалалла каяҫҫӗ, тепре малалла вӑштик! ывтӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисем пӗр унталла, пӗр кунталла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укол тунӑ чухне те ыраттармасть, аллисем ҫемҫе унӑн.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех