Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллипе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмпех ӳкерӗнчӗ ман кунта, — пуҫне аллипе сӗртӗнчӗ Ҫеркей.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Кинӗ пуҫне ик аллипе тытнӑ та ҫаплах хускалмасть вырӑнтан.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

— Боже мой! — пуҫне ик аллипе ярса тытрӗ кинӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Тулӑ уйӗпе пынӑ чух каллех чӑтса тӑраймарӗ, татах лашине чарчӗ, татах протезне чӗриклеттерсе, тырӑ ӑшнелле утса кӗчӗ, пучахсене ик аллипе ыталама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Кукаҫу ӳкнӗ чух сылтӑм аллипе кӑкӑр кӗсйине хупласа ӗлкӗрнӗ тет те докуменчӗсем ҫунман.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Шыраса тупрӗ, аллипе сулчӗ, Нина ҫинчен куҫне илмесӗр, малаллах шӑвакан вагонпа юнашар утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ырӑ пулас ҫуккине туйса, хӗр хӑвӑртрах пӳрте чупса кӗчӗ, чӗтрекен аллипе конверта ҫурса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Йӗрсе ярасран хӑраса, вӑл тутине ҫыртрӗ, хӑрах аллипе хурӑна ҫатӑрласа тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Вӑл Нина питне икӗ аллипе ҫупӑрларӗ те ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Пӗтӗм вӑй-халне пухса, каччӑ каллех малалла ӳпӗнчӗ, пӑшала такамран тӑпӑлтарса илнӗ пек, икӗ аллипе ҫӑтӑрласа тытрӗ те хӑй енне туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Сас-чӗвӗ тӑвас мар тесе, шӑлаварне иличчен, чӗн пиҫиххи тӑхине хыпаласа тупса, аллипе чӑмӑртаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Наташа икӗ аллипе те унӑн сарлака кӑкӑрне тӗртсе хирӗнчӗ, мӗнпур вӑйне пухса, ытамран ҫӑлӑнчӗ, вара ҫаплах хӑй енне туртӑнакан арҫынна тӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Семен паян акӑ каллех ҫав ята асӑнчӗ, — Козырев аллипе чӗркуҫҫийӗ ҫине тайӑнчӗ те кӑвак куҫне умри кӳлӗ ҫине тӗллесе шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Унччен те чирлекелетчӗ те, тӳсеймерӗ пулас, — Козырев куҫӗсене сылтӑм аллипе хупларӗ те, пуҫне усса, каллех пӗр вӑхӑт чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Тем тусан та, халӗ эпӗ хам хуҫа», — шухӑшларӗ вӑл, чӗтрекен аллипе стакан тытса.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Наташа, итлеме хатӗрленсе, хӑрах аллипе сӗтел ҫине тайӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ан хӑра, тивес ҫук эпӗ сан Козыревна, кӑштах калаҫса илетӗп ҫеҫ, — вӑл вӑйлӑ аллипе каччӑна сирме тӑчӗ, анчах лешӗ вырӑнтан та хускалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Патмар кӗлеткеллӗ арҫын, ку пукан мана чӑтайӗ-ши тенӗ евӗр, ӑна пысӑк аллипе тӗртсе пӑхрӗ, вара тин ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӗвелпе тӗссӗрленнӗ карттусне хывса, сапаланчӑк сарӑ ҫӳҫне пысӑк аллипе шӑлса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Мӗн? — ыйтрӗ вӑл, хӑйӑлтатакан сасӑпа, чӗтрекен аллипе хут листине ҫавӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех