Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑплаҫҫӗ (тĕпĕ: айӑпла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухса кайнӑранпа эрне те иртмен, ӑна хӑйне страхламан тесе, хӑйпе пӗрле кайнӑ ҫынсене страхламан тесе айӑплама тытӑнаҫҫӗ; поляр условийӗсенче ишмелли вӑхӑтран виҫӗ эрне кая юлса тухнӑ тесе айӑплаҫҫӗ ӑна, радиотелеграфист пырасса та кӗтсе тӑман теҫҫӗ.

Не проходит и недели после отплытия шхуны, как его обвиняют в том, что он не застраховал ни себя, ни людей; в том, что он отплыл на три недели позже, чем этого требуют условия полярного плавания; в том, что он не дождался радиотелеграфиста.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манпа пӗрле Лида Плаховӑпа Миреке айӑплаҫҫӗ.

Вместе со мной обвиняются Лида Плаха и Мирек.

1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ӑна астармӑш вӑйӑсем йӗркелессине пӳлес енӗпе мерӑсем йышӑнманшӑн взятка илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

— Прокуратурӑна, право хуралӗн органӗсене «ахаль ҫынсене айӑплаҫҫӗ, пысӑк пуҫлӑхсене вара тӗкӗнмеҫҫӗ» тесе айӑплакансем пурри вӑрттӑнлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Лапсар, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗсен унчченхи пуҫлӑхӗсене 2010 ҫулта ҫурт-йӗр ҫавӑрма ҫӗр лаптӑкӗсемпе закона пӑсса тивӗҫтернӗшӗн айӑплаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Тӑвар сапса ҫӳретӗп тесе айӑплаҫҫӗ.

Обвиняют, что солью колдую.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен 2-мӗш пайӗ тӗпчесе пӗтернӗ уголовлӑ ӗҫпе вӗсене саккуна пӑсса астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн, каварлашнӑ ушкӑнпа уйрӑмах пысӑк виҫепе услам илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эй Агриппа патша! мана иудейсем ҫав ӗмӗтшӗн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ.

За сию-то надежду, царь Агриппа, обвиняют меня Иудеи.

Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Димитрий тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑстасем кама та пулин айӑплаҫҫӗ пулсассӑн, ӑна тытса пама сут пур, проконсулсем пур — айӑплаччӑрах пӗр-пӗрне.

38. Если же Димитрий и другие с ним художники имеют жалобу на кого-нибудь, то есть судебные собрания и есть проконсулы: пусть жалуются друг на друга.

Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӗсем тӳрӗ ҫын чунӗ ҫине эшкерӗпе тӑрӑнаҫҫӗ, айӑпсӑрринех айӑплаҫҫӗ.

21. Толпою устремляются они на душу праведника и осуждают кровь неповинную.

Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Кирек мӗнле тавлӑ япала пирки те — вӑкӑр-и вӑл, ашак-и, сурӑх-и, тумтир-и, ҫухалнӑ япала-и — кам та пулин «ку манӑн» тесе калать пулсассӑн, иккӗшӗн ӗҫне те тӳресем патне ҫитермелле: тӳресем кама айӑплаҫҫӗ, ҫавӑ тепӗр ҫыннине икӗ хут ытларах тӳлетӗр.

9. О всякой вещи спорной, о воле, об осле, об овце, об одежде, о всякой вещи потерянной, о которой кто-нибудь скажет, что она его, дело обоих должно быть доведено до судей: кого обвинят судьи, тот заплатит ближнему своему вдвое.

Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хальхинче кама тата мӗншӗн айӑплаҫҫӗ тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех