Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айккинче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наладчик айккинче: «Хӑйра, хӑйра, курӑпӑр-ха, мӗнле пулӗ», — тенӗн куларах пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мобилизаципе кайнисен ҫемйисене патшалӑх енчен ҫӑмӑллӑхсемпе пулӑшнипе пӗрлех предприятисемпе организацисем те айккинче юлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Кӗтесри йӑва чӑлт шурӑ, йӑвана вырнаҫайман ҫӑмартасем айккинче сарӑлса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Аслӑ Чурачӑк ялӗн ҫынни Геннадий Пурлушкин та ырӑ ӗҫрен айккинче юлман.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

«Комсомольскинчи сельхозтехника» предприяти те айккинче юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Петӗр, айккинче тӑнӑскер, пачах вараланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл, харкашӑва хутшӑнма юратманскер, халь те айккинче юласшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Айккинче ҫӳрекем ҫамрӑксем те, васкавлӑн пырса, вӑйӑ картине хӗсӗнсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыраман вырӑн та хӑвармарӗҫ вӗсем, анчах ӳпле айккинче йӑваланса выртакан йытӑ виллисӗр пуҫне, никама та тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан, кунӗпе ӗҫлесе тӗрлӗ ҫӗре чупса ывӑннӑскер, вите айккинче шӑналӑк карри еннелле пӑхкалатчӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра урам енчи кӗҫӗн алӑк шалтлатса уҫӑлса хупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртне-ҫуртне ҫи виттирен пуҫласа никӗс таранах салатса тӑкаҫҫӗ ҫынсем, вутне сӳнтереҫҫӗ, пӑхатӑн та — айккинче унта та кунта вут пуҫҫи йӑсӑрланать.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул айккинче ирӗккӗн пытӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашисем вучах айккинче выҫах тӑраҫҫӗ апӑршасен, вӗсем касӑлса ҫитнипе йывӑҫ хуппи кӑшлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапӑҫӑва та ямарӗ мана, хула айккинче таҫта аякра тытса усрарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Дьяксем айккинче тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ: пӗтет-и ку ирхи кӗлӗ, пӗтмест-и?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ҫак вӑхӑтра хапха айккинче пӗчӗк ача евӗр савӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун патне ку таранччен айккинче пӑхкаласа тӑракан икӗ иҫник ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Туса пӗтермен чиркӳ айккинче, ҫерем ҫинче, ачасем пӳскелле выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗррехинче Анукпа иксӗмӗр пирӗн пӳрт айккинче, сулхӑнра, кӑвак ҫӗтӗкрен пукане кӗписем ҫӗлесе ларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Гаврила кӗлет айккинче ӳсекен тӗмӗсем айпе кукленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех