Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑтса (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«…Ҫакна чӑтса ирттерме маншӑн ытла та йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫакӑ — вӑхӑтлӑх пулӑм, ӑна чӑтса ирттерес пулать.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Ҫумӑрсем аплах ҫуманнине те чӑтса ирттерӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22

Кам килте чӑтса лартӑр ҫак вӑхӑтра?

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви текех шӑлне ҫыртса та чӑтса тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви хуйӑха та, савӑнӑҫа та пӗрешкелех тӳлеккӗн, никама нимӗнпе палӑртмасӑр чӑтса, пытарса ҫӳреме вӗренсе ҫите пуҫланӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Бианкӑшӑнах сивве чӑтса ларатӑр пулать-и…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Григориу аскӑнчӑк пулнине нихӑш енчен те курмарӑмӑр-ха, — чӑтса лараймасӑр каласа хучӗ Пруткин.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Евгений ҫарти йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тӑванӗсем, ентешсем пулӑшни, вӗсен ҫырӑвӗсем хавхалантарнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑм хуйха-суйха чӑтса ирттерме вӑй ҫитереймесӗр час-часах сыпкалама пуҫлать, арҫынсем те тупӑнкалаҫҫӗ ӗнтӗ хутран-ситрен.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ Алтаккин пичей ҫине пӑхрӑм та ҫур ҫекунд хушшинчех ун чӗри ҫак самантра мӗнле туйӑм чӑтса ирттернине, унӑн ҫав пӑшӑрханса та чуна ыраттарса тухнӑ ыйтӑвӗнче мӗнле пӗлтерӗш пуррине лайӑх туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Чирлӗ ҫын патне кӗриччен вӑл ҫакна пӗлчӗ: Ермилов ерипен сывалать, анчах пулса иртнӗ ӗҫе питӗ йывӑррӑн чӑтса ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Мӗн ҫинчен шухӑшланӑ эпӗ ун чухне — ӑна халь астумастӑп, — анчах малалла текех чӑтса тӑма пултараймарӑм, пӗр кунхине велосипед ҫине лартӑм та картун енне тухса вӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ текех ун умӗнче чӑтса тӑма пултараймарӑм, мана тӗлӗкри пек туйӑнса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ун чухне вӗсен, паллах, калаҫни, ӑнлантарма тӑрӑшни кирлӗ те марччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрне, пӗр-пӗри мӗн шухӑшланине, мӗн чӑтса ирттернине пӗр сӑмах каламасӑрах ӑнланма пултарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хӑрушӑ япала — тӗлӗкре те тӗлленме пултарайман эпӗ ӑна унччен; анчах вӑл инкеке халь чӑтса ирттертӗм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех ку вӑл юлашки темиҫе ҫул хушшинче хам мӗн чӑтса ирттернине, мӗн асап курнине чунтан ӑссӑррӑн силлесе кӑларма тӑрӑшни те пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Он пеккине хам та чӑтса корнӑ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ҫук, чӑтса тӑма пулмасть, — шухӑшлать Тарас пӑшӑрханса хӑйӗнпе юнашарах ташлакан Кӗркурипе Елюка сӑнанӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Хӗр-полковник ҫарӗ хӗснине текех чӑтса тӑма ҫуккине драгунсем ӑнланса илчӗҫ пулас, пӗрин хыҫҫӑн тепри учӗсене ҫавӑра пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех