Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чан сăмах пирĕн базăра пур.
Чан (тĕпĕ: чан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫурӑк чан пек ан янӑра-ха, — чарать упӑшки, — икерчӗ пӗҫерсе вӑхӑт нумай иртрӗ-ҫке паян, эпир тӑриччен Лява арӑмӗ вӑранчӗ, чӑххисене пирӗн сарай хыҫне килсе те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Петр Васильч чан сассипе вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ пӑрахут чуна ҫурмалла кӑшкӑртса ячӗ, чан виҫҫӗ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пристаньре икӗ хут чан ҫапрӗҫ, халӑх малтанхинчен хытӑрах хускалма, шавлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Маншӑн та чан ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Аллинчи сехетне тӗрӗслесех тӑрать, вӑхӑт пӗлтерсе, чан шаккать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӗсем Тӗмшер ялне ҫитнӗ ҫӗре чан ҫапса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи кӗлле кӗме чан ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чан сасси илтӗнсе кайрӗ, Ҫтаппан канӑҫсӑрланчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Прахӑрӑн ҫилӗлле сӑмахӗсем ун хӑлхинче халӗ те чан сасси пек янӑраса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑнтӑрлахи кӗлӗрен тухсан чан ҫапнине илтмерӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каллех хам айӑплӑ, чан сассинчен хӑраса ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӗнтӗ Лукарье те, тӑна кӗрсе, чан сассинчен хӑранипе кирлӗ мар сӑмах персе янине тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑхра Ишек чиркӗвӗн чан сассисем ҫирӗм-вӑтӑр ҫухрӑма ҫитиех саланаҫҫӗ текен сӑмах та ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чиркӳ тӑрринчен пӗтӗм тавралӑха янӑратса йӗнкӗлтетекен чан сассисем ҫынсене аслӑ ҫӑварни кӗллине йыхӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗлӗк колхоз ӗҫне хӑвалама ял варринче чан ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Кремль картишне пысӑк чан ҫакса хунӑ пулать, ӑна кӗлле кӗнӗ, кӗлӗрен тухнӑ чухне мар, вӑхӑта пӗлтерсе ҫапаҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хитре-ҫке чиркӳсем, чан ҫапни хӑй мӗне тӑрать, — ӑна татах йӗкӗлтесшӗн пулчӗ курӑнать хуҫа.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевич хӑй курӑнмарӗ-ха, ҫавӑнпа боярсем юнашар пӗчӗк чан илемлӗн тӗнкӗлтетнине итлекелесе пӗр-пӗрин ҫине урлӑ-пирлӗн пӑхкаласа ларчӗҫ, унтан хыҫалти тепӗр алӑкран патша кӗнине курсан пурте ӑна итлеме хатӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫывӑхрах чан ҫапса ячӗ, пухӑннӑ халӑх кӗр! кӗрлесе илчӗ те сасартӑк шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех