Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗлӗнме (тĕпĕ: тӗлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек ӗмӗтленмен, пачах та урӑххине ӗмӗтленекен ҫынсем пур, Верочка, ҫак вара тӗлӗнмелле; вӗсем, тен, эсӗ ху юратса пӑрахсан пирвайхи каҫ мӗнле шухӑшсемпе ҫывӑрса кайнинчен тӗлӗнме пултараҫҫӗ те пуль: эсӗ ху ҫинчен, ху савни, ху юратӑву ҫинчен шухӑшланӑ ҫӗртенех пур ҫынсем те телейлӗ пулмалла, ҫавна хӑвӑртрах килме пулӑшмалла, тесе шухӑшлама пуҫларӑн.

А вот что странно, Верочка, что есть такие же люди, у которых нет этого желания, у которых совсем другие желания, и им, пожалуй, покажется странно, с какими мыслями ты, мой друг, засыпаешь в первый вечер твоей любви, что от мысли о себе, о своем милом, о своей любви ты перешла к мыслям, что всем людям надобно быть счастливыми и что надобно помогать этому скорее прийти.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ӑна хытӑ тӗлӗнме, хаяр ҫилленме тиврӗ: тӗл пулас вӑхӑт ҫитиччен пӗр сехет маларах вӑл крыльца ҫине Лушка ҫӑмӑллӑн утса хӑпарнине сисрӗ, унӑн янӑравлӑ сассине илтрӗ:

Велико же было его изумление, перешедшее затем в ярость, когда за час до условленной встречи он услышал и распознал легкую Лушкину поступь по крыльцу, а затем ее звонкий голос:

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗлӗнме мар, пичче пӗрмаях пуҫне ухкаласа ларчӗ.

Наоборот, брат все время согласно кивал головой.

V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Нивушлӗ нихҫан та вӗсен чӑн-чӑн ӳкерчӗкӗсене курма май пулмӗ, Микель-Анджело, Тициан произведенийӗсем умӗнче пулса, Рим ҫӗрӗ ҫинче тӑрса чӗнейми пуличчен тӗлӗнме май килмӗ?».

Ужели никогда не удастся взглянуть на оригиналы и онеметь от ужаса, что ты стоишь перед произведением Микеланджело, Тициана и попираешь почву Рима?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Федор ун патне пырса аякран тӗртсен те тӗлӗнме пӑрахмарӗ-ха вӑл.

К ней подошел Федор и слегка толкнул в бок.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Темле йӑнӑш пуль ку, — тӗлӗнме пӑрахаймарӗ Женя.

— Это какая-то ошибка, — воскликнула Женя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ӑнланмастӑн-и? — халь ӗнтӗ тӗлӗнме Маргаритӑн черет ҫитрӗ.

— Ты не понимаешь? — в свою очередь удивилась Маргарита.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пистолет халӗ те тӗлӗнме пӑрахман Федор аллине куҫрӗ.

Федор, глаза у которого так и не стали меньше, взял пистолет,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Чӑнах та, — тӗлӗнме пӑрахмарӗ Маргарита.

— Да ну? — удивилась Маргарита.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Тете, сан ӑҫта пулмалла? — тӗлӗнме пӑрахмарӗ Колян.

— Ты где должен быть, дядя? — продолжал удивляться Колян.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Каллех хамӑр пӑр кӑнтӑралла хӑвӑрт юхнинчен тӗлӗнме тӳрӗ килет.

Опять приходится удивляться быстроте дрейфа на юг.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, эпӗ сасӑпах калаҫма тытӑнтӑм курӑнать, тӗмеске ҫинче ларакан Миша Голомбӑн сӑнӗ улшӑнса кайрӗ, вӑл тӗлӗнме хатӗрленнӗ пек пулчӗ.

Должно быть, я начал говорить вслух, потому что у Миши Голомба, сидевшего на пригорке, был такой вид, как будто он собрался наконец удивиться.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке яра кунах корзинкӑна кукӑльсем тултарнине курман пулсан, эпӗ ҫак корзинка пирки ӑҫтан тупӑнчӗ-ши, тесе тӗлӗнме те пултарнӑ.

Я бы мог сказать об этой корзине, что она неизвестно откуда взялась, если бы тетя Даша целый день на моих глазах не набивала ее пирогами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя тӗлӗнме юратмасть, кӗскен кӑна: — Вӗреннӗ, шӑнкӑрчӑ пек, — терӗ.

Она не любила удивляться и сказала только: — Вызубрил, как скворец.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, ӑҫтан сӗлӗх мар-ха? — ҫав-ҫавах тӗлӗнме пӑрахмарӗ Иван.

– Ну не паразит ли? – все изумлялся Иван.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Кунтан тӗлӗнме кирлех те мар: алкогольпе явӑҫнӑ ҫынсем хаяр шӗвеке ӑҫтан тата камран тупмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Здесь не стоит удивляться: люди, пристрастившие к алкоголю, знают, откуда и у кого можно найти крепкий напиток.

Ан илӗрттӗр преступлени сукмакӗ // Н. ОСИПОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/11451-an-il ... eni-sukmak

Тӗлӗнме пӑрахаймастӑп, чӑваш сӑмахлӑхӗ, ҫырулӑхӗ мӗн таран пуян.

Не могу перестать удивляться, насколько богат чувашский фольклор, письменность.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Тӗлӗнме кирлӗ-и, пӗртен пӗр Андреев профессор ҫеҫ хӑйне хурал пӳртӗнчи пек тыткалакан ҫӗнӗ ректора пархатарлӑхпа культурӑна манма юраманни, тӗпре ӗҫлӗ калаҫу пулма кирли ҫинчен асӑрхаттарса калама хӑю ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Унашкал ҫынсенчен тӗлӗнме пӑрахмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Вӑрмарсем сирӗнтен тӗлӗнме те пӑрахрӗҫ пулӗ.

Урмарцы, наверное, уже не удивляются.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех