Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупнӑ (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Реверсивлӑ режимпа ахаль Sokoban уровенӗсенче те выляма пулать, унсӑр пуҫне реверсивлӑ режимра тупнӑ тупсӑм тривиаллӑ майпа ахаль режимра ҫак уровенӗн тупсӑмне тупмалли меслет пек трансформациленет (енчен те вӑйӑҫ реверсивлӑ режимра кладовщик валли пуҫламӑш вырӑна суйлама пултарать пулсан, ҫак режим вӗҫӗнче вара ахаль режим пуҫламӑшне ҫитсе тӑрать пулсан).

Реверсивный режим может играться на уровнях обычного Sokoban и решение реверсивного режима тривиально трансформируется в решение этого же уровня для обычного режима (при условии что игрок может выбирать точку старта кладовщика для реверсивного режима, а в конце этого режима приходит в точку старта обычного режима).

Sokoban // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Sokoban

Реверсивлӑ режим: Кутӑнла вӑйӑ, тупсӑмне тупнӑ шайран пуҫламӑш варианта вырнаҫтарасси, ещӗксене хыҫҫӑн туртма кӑна юрать.

Реверсивный режим: Игра в обратную сторону, от решённого состояния уровня к начальному, ящики можно только тянуть за собой.

Sokoban // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Sokoban

Пишпӳлек районӗнчи ватӑ граждансемпе инвалидсене стационарта пулӑшу паракан уйрӑмӗнче кашни 40 ҫын тӑрӑшулӑх, ӑнланнине тата пулӑшу тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

«Награда хуҫине тупнӑ» тенине час-часах илтме пулать.

Куҫарса пулӑш

«Награда хуҫине тупнӑ» // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bf%d0%bda/

Кунтах тӗрлӗ ҫулта «Авангард» хаҫатра ветерансем пирки вырӑн тупнӑ статьясене те кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Иккӗленмелли те ҫук, Федоров мӑшӑрсем — пӗр-пӗрне тупнӑ чи телейлӗ суйлавҫӑсем, пӗрле пурӑнмалли чаплӑ кӗмӗл, ылтӑн тата ытти юбилейсем патне пӗрле ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Пушара сӳнтерекенсем иккӗмӗш хутра 15 ҫулти хӗрачана тупнӑ, ӑна тухтӑрсен аллине панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мисчӗ ялӗнчи пушарта 15-ри хӗрача вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38188.html

Вӑрттӑн вырӑнта чылай апат-ҫимӗҫ тата ытти япала тупнӑ — галетлӑ 350 пин металл банка, сывлӑша тасатакан установкӑсем, утиялсем, медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли наборсем.

В тайнике были найдены значительные припасы — 350 тыс. металлических банок с галетами, воздухоочистительные установки, одеяла, наборы для медицинской помощи.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

2006 ҫул пуҫламӑшӗнче Бруклин кӗперӗ ҫинче юсав ӗҫӗсем ирттерекен рабочисем 1950-мӗш ҫулсенче Сивӗ вӑрҫӑн хӗрӳ тапхӑрӗнче тунӑ вӑрттӑн бомбоубежищӗне тупнӑ.

В начале 2006 года рабочие, проводившие ремонт Бруклинского моста, обнаружили секретное бомбоубежище, созданное в 1950-е годы, в самый разгар холодной войны.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

30 ҫул иртсен тин ҫак чир мӗне пула йӗркеленнин сӑлтавне тупса палӑртнӑ, йывӑрлӑхран ҫӑлӑнмалли меслете те тупнӑ: пусӑм майӗпен чакса пытӑр тесен шлюзсене антарас тата ҫӗклес ӗҫе майӗпен тумалла.

Только спустя 30 лет были установлены механизмы этой болезни и средство от неё: медленнее опускать и поднимать шлюзы, чтобы давление снижалось постепенно.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Тӳлеве срокӗ 1933 ҫулта тухакан ылтӑн сертификатпа тӳленине пула 1934 ҫултах ачана вӗлернӗ тесе шутланакан ҫынна, Бруно Хауптманна, шыраса тупнӑ.

Благодаря тому, что выкуп был выплачен так называемыми золотыми сертификатами, срок действия которых истекал в 1933 году, уже в 1934 году удалось обнаружить предполагаемого убийцу — Бруно Хауптманна.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Вунӑ эрнене яхӑн иртсен арҫын ачан кӗлеткине тупнӑ: чӑннипе вара ачана вӑрланӑ хыҫҫӑн темиҫе сехетренех вӗлернӗ пулнӑ.

Около десяти недель спустя было найдено тело мальчика: ребёнок на самом деле был убит спустя несколько часов после похищения.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Кунта ҫавӑн пекех зоотаварсем те вырӑн тупнӑ, выльӑха валли комбикорм та ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗхе юратнӑран // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vyilax-cherlexe-y ... naran.html

Шурӑ ӑйӑр унта вирхӗнсе ҫитнӗ те хуҫине шыраса тупнӑ пулать, хуҫи ҫумне кукленсе ларма ирӗк панӑ пулать, вара тӑрса ялалла уттарнӑ пулать…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ах, пин-пин ҫын хушшинче те шыраса тупнӑ пулӑттӑм эп ӑна куҫа хупсах — майӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Мӗн шыраса тупнӑ пулать-ха вӑл ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте?

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эй, тупнӑ ача сутти тумалли, — Вихтӗр амӑшӗ упӑшкине сӗтел хушшинелле туртать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эккей, тупнӑ та ҫын алӑкне шаккаса ҫӳремелли вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вара Алюнана ҫатра купи ӑшӗнче тупнӑ вырӑналла утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ҫавӑнпа вӑркӑнса кӗнӗ те вӗсем кил хушшине, витене лекме май тупнӑ, пур сурӑхне те пӑвса пӗтернӗ, виҫҫӗшне хӑйсемпе сӗтӗрсе кайнӑ!

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех