Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫени (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матвипе Кӗҫени тӗлне, ирхи куна каҫ туса, райцентртан хӑна-вӗрле сӗтелли ҫине сӑй-мӗн туянса таврӑнакансен тӗлне (тӗп ӗмӗчӗ вӗсен Кӗҫени валли туй кӗпи туянассиччӗ, пусма-тавар лавккисене кӗменни хӑвармарӗҫ — ҫук, тупӑнмарӗ ҫураҫнӑ хӗр валли шурӑ-шурӑ пӗркенчӗк, туйне вырсаникуна, ыран каҫалана, палӑртнӑ!), поселока ҫитесси пӗр вунӑ ҫухрӑмсем юласпа тухрӗ ӑнсарт чӑрмав: машина, хӑй еккипе чиперех пыраканскер, айлӑмалла пӑрӑннӑ чухне сасартӑк чӑх-чах тукаларӗ те ҫавӑнтах мотор лап сӳнсе ларчӗ; урӑх, мӗн чул чӗртес тесе тӑрмашсассӑн та, мӑкӑл та сас памарӗ — хуллен-хулленех лапама анса лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ма кӑшт кӑна маларах, Кӗҫени ырӑ-сывӑ, тӑн-тӑн, хаваслӑ чухне йӑлтӑр йӑлкӑшмарӑн-ши эс Матви асӗнче, ҫурхи чӗрӗлӳпе каҫӑхса савӑнакан шӑнкӑр шӑнкӑрч пек шарт-шарт ҫунат ҫапмарӑн-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Елькка Матвипе Кӗҫени килйьшӗшӗп — ҫутӑ хунар, куллен тав туса пӗтермелле мар этем.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑншӑнах, ӑшпиллӗхӗ чӑп-чӑммиех тапса тӑнӑран, чӑн-чӑннипех килӗштерсе пӑрахрӗ те ӑна Кӗҫени.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Малтан-малтан та, ун хыҫҫӑлхи кунсенче, вараран вара та, вунсакӑр кун тӗшши пек кӑна мар вунсакӑр ҫул тӑршшинчи самантсенче, ни Кӗҫени, ни Матви чӗптӗм те хуйхатмарӗҫ кузоври, шӑн ҫил ҫинчи, тасаран та таса асаилӗве, яланлӑхах чӗресенчен кӑларса сӗвӗртнӗ тӑварлӑ хӳхлеве.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗрарӑмсен вӗсен хӑйсен алай-палай, — хӑтӑрнӑн, Матвие юриех кача пӳрнипе юнаса илчӗ Кӗҫени.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑт, каларӑм вӗт сана, Ельккапа иксӗр-хытӑ-хытӑ туссем пулатӑр тесе, — Кӗҫени еннелле куҫӗнчи хӗлхемне кӑмӑллӑн ҫиҫтерчӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени те, хӗр-тантӑшӗн ним пытанчӑксӑр кӑмӑлне савса, сасартаках пӗлӗт айӗнчен тухнӑ хӗвел пайӑрки пек йӑлтӑртатса, ҫак эреветлӗ курӑнма пӗлекен ӑшпиллӗ ҫынна ҫӑт ҫупӑрларӗ: «Ырӑ ҫын эсӗ, Елькка, каҫар», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пайланман телей вӑл сан, Кӗҫени — йӑлт сан тӗлне ҫимӗҫленнӗ ырлӑх…

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эх эсӗ те ҫав, Кӗҫени, халӗ калаҫаҫҫӗ-и ӗнтӗ ун пирки.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шӑнса пӑсӑлӑн тата, — Кӗҫени шутсӑр ҫуйкӑнланнине кура ун ҫывӑхнех пырса тӑчӗ Елькка.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, мӗн калаҫатӑн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, сӳтӗлнӗ шухӑш ҫиппине хӑпӑл-хапӑлах шыраса тупайманла, тем саманта, тин кӑна тапранакан кӑчӑр ҫил шавне тӑнласа, шӑпӑрт тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асӑннӑ йӳтӗме — Кӗҫени хастарланать:

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени

Ӗлькка кӗреҫине тытма тӑчӗ Кӗҫени.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, мӗн пуҫне алла-капла авӑрттарать-ха Кӗҫени?

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени Ельккана сӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шоссе хӗрринчен нумай та утмарӑмӑр — эсир, — Кӗҫени пушанма тытӑннӑ тутӑрне туртарах ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мана — Кӗҫени теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех