Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваҫилей (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ай, Имет, — сӑмаха хутшӑнчӗ Ваҫилей те, — ӗнер сана хам куҫпа хам куртӑм-ҫке ӗнтӗ, ушкӑнпа вӑрман тиесе таврӑнаттӑрччӗ.

— Ай, Имет, — вступил в разговор Васьлей, — а не тебя ли я вчера своими глазами в лесу видел, вы целой гурьбой лес везли…

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗнер турттарса килнӗ пӗренесене ӑҫтарах пушатнӑ иккенне курасшӑн пулса, Ваҫилей енчен енне пӑхкаларӗ.

А сам в надежде увидеть, куда же свалил Имет украденные вчера бревна, завертел головой по сторонам.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Кӗрсен пӗлетпӗр ак, вашӑ пӑлхарати, — лӑплантарчӗ Ваҫилей.

— Зайдем — и все узнаем, ваше благородие, — успокоил стражника Васьлей.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Шӑрттан, вашӑ пӑлхарати, — кӑркка пек кӑрӑклатса илчӗ Ваҫилей.

— Шырттан, ваше благородие, — прокаркал подобно индюку Васьлей.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑрман хӗрринче пӗр Шыҫмак Ваҫилей кӑна, ял вӗҫне лартса хӑварнӑ пӗччен хура юпа пек тӑлӑххӑн юлса, иртсе кайнӑ лавсем ҫине тахҫанччен пӑхса тӑчӗ, унтан вӑрманалла кӗрсе кайрӗ.

На краю леса сиротливо стоял Васьлей Шысьмак, как одинокий дуб, и долго-долго глядел вслед уходящим подводам, потом он скрылся в лесу.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ваҫилей енчен енне пӑхкаласа илчӗ: чӑн та, тем курса тӑрасси пулӗ тата.

Васьлей затравленно поглядел по сторонам: в самом деле, от греха подальше.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эс кулассипех, ами, — ҫӑмламас аллисене шӑлкаларӗ Ваҫилей, хӑй ҫаплах калас сӑмахне тупаймасӑр аптраса тӑчӗ.

— У тебя все шуточки, — потирая волосатые руки и не находясь с ответом, пробурчал Шысьмак.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Юрать-ха вӑл, — ӑшӗнче тем пек вӗчӗхрӗ пулсан та, Ваҫилей хӑй ҫиллине паттӑра кӑтартасшӑн пулмарӗ.

— Ну да ладно, — смиренно отозвался Васьлей, хотя внутри у него уже бушевала буря.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫурт лартас тетӗн апла? — ыйтрӗ Ваҫилей Иметрен, тӑн-тӑн урисене саркаларах пусса.

— Никак, дом надумал строить? — спросил он у Имета, широко расставив толстые ноги.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ваҫилей мӑнтӑркка та сарлака питлӗ, хырӑмламасскер, пилӗкне тем сарлакӑш сӑран пиҫиххи ҫыхнӑ, хура сӑран карттусне хӗлӗн-ҫӑвӗн пуҫӗнчен пӑрахмасть, ҫывӑрнӑ чухне те ӑна хывмасӑрах ҫывӑрать теҫҫӗ лайӑх паллакан ҫынсем.

Широколицый, одутловатый, с огромным животом, он был подпоясан широченным кожаным ремнем; на голове был неизменный черный кожаный картуз, который он не снимал ни в жару, ни в холод и даже, как говорили знавшие его люди, спал в нем.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ваҫилей хӑш чухне ытла чӗмсӗр, хӑш чухне ытла шапӑлти ҫын куҫ умӗнче вӑл йӗтӗр кушак пек йӑпӑлтатать, хута кӗрессӗн сӑмахлать, юрама пӑхать.

К тому же двуличный, в глаза лебезит, стелется, как кошка.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Имечӗ хӑй те ӑнӑ паллать, тахҫан вӑл ӑна акатуйӗнче курнӑ пулмалла та, Ваҫилей ҫавӑн чухнех ун кӑмӑлне каймарӗ, сӗмсӗр куштан та вӗҫкӗн пек, мухтанчӑк пек туйӑнчӗ вӑл ӑна.

Имет тоже его узнал — когда-то они встречались на агатуе, и Васьлей еще тогда не пришелся ему по душе: хвальбишка, заносчивый куштан.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех