Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аарон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Мариампа Аарон ӗнтӗ Моисее арӑмӗшӗн, Эфиопи хӗрӗшӗн, ӳпкеленӗ, мӗншӗн тесессӗн Моисей Эфиопи хӗрне качча илнӗ; 2. вӗсем: Ҫӳлхуҫа пӗр Моисее ҫеҫ каланӑ-им?

1. И упрекали Мариам и Аарон Моисея за жену Ефиоплянку, которую он взял, - ибо он взял за себя Ефиоплянку, - 2. и сказали: одному ли Моисею говорил Господь?

Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.

1. И сказал Господь Моисею, говоря: 2. сделай себе две серебряные трубы, чеканные сделай их, чтобы они служили тебе для созывания общества и для снятия станов; 3. когда затрубят ими, соберется к тебе все общество ко входу скинии собрания; 4. когда одною трубою затрубят, соберутся к тебе князья и тысяченачальники Израилевы; 5. когда затрубите тревогу, поднимутся станы, становящиеся к востоку; 6. когда во второй раз затрубите тревогу, поднимутся станы, становящиеся к югу; [когда затрубите в третий раз тревогу, поднимутся станы, становящиеся к морю; когда в четвертый раз затрубите тревогу, поднимутся станы, становящиеся к северу;] тревогу пусть трубят при отправлении их в путь; 7. а когда надобно собрать собрание, трубите, но не тревогу; 8. сыны Аароновы, священники, должны трубить трубами: это будет вам постановлением вечным в роды ваши; 9. и когда пойдете на войну в земле вашей против врага, наступающего на вас, трубите тревогу трубами, - и будете воспомянуты пред Господом, Богом вашим, и спасены будете от врагов ваших; 10. и в день веселия вашего, и в праздники ваши, и в новомесячия ваши трубите трубами при всесожжениях ваших и при мирных жертвах ваших, - и это будет напоминанием о вас пред Богом вашим.

Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ ҫынсем те пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсен ҫав кун Пасха тума юраман; вӗсем вара ҫав кун Моисейпе Аарон патне пынӑ, 7. ҫав ҫынсем Моисее каланӑ: эпир вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗннӗ пирки таса мар; мӗншӗн-ха палӑртса хунӑ вӑхӑтра пире Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑра парне кӳме чармалла? тенӗ.

6. Были люди, которые были нечисты от прикосновения к мертвым телам человеческим, и не могли совершить Пасхи в тот день; и пришли они к Моисею и Аарону в тот день, 7. и сказали ему те люди: мы нечисты от прикосновения к мертвым телам человеческим; для чего нас лишать того, чтобы мы принесли приношение Господу в назначенное время среди сынов Израилевых?

Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Левитсем тасалнӑ, хӑйсен тумтирӗсене ҫуса тасатнӑ; Турӑ умӗнче Аарон вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене тунӑ, вӗсем таса пулччӑр тесе, Аарон вӗсене тасатнӑ; 22. ҫакӑн хыҫҫӑн левитсем Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умӗнче пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

21. И очистились левиты и омыли одежды свои, и совершил над ними Аарон посвящение их пред Господом, и очистил их Аарон, чтобы сделать их чистыми; 22. после сего вошли левиты отправлять службы свои в скинии собрания пред Аароном и пред сынами его.

Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вара Моисейпе Аарон тата Израиль ывӑлӗсен пур халӑхӗ левитсем тӗлӗшӗнчен ҫапла тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее левитсем тӗлӗшӗнчен епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та.

20. И сделали так Моисей и Аарон и все общество сынов Израилевых с левитами: как повелел Господь Моисею о левитах, так и сделали с ними сыны Израилевы.

Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.

5. И сказал Господь Моисею, говоря: 6. возьми левитов из среды сынов Израилевых и очисти их; 7. а чтобы очистить их, поступи с ними так: окропи их очистительною водою, и пусть они обреют бритвою все тело свое и вымоют одежды свои, и будут чисты; 8. и пусть возьмут тельца и хлебное приношение к нему, пшеничной муки, смешанной с елеем, и другого тельца возьми в жертву за грех; 9. и приведи левитов пред скинию собрания; и собери все общество сынов Израилевых 10. и приведи левитов их пред Господа, и пусть возложат сыны Израилевы руки свои на левитов; 11. Аарон же пусть совершит над левитами посвящение их пред Господом от сынов Израилевых, чтобы отправляли они служение Господу; 12. а левиты пусть возложат руки свои на голову тельцов, и принеси одного в жертву за грех, а другого во всесожжение Господу, для очищения левитов; 13. и поставь левитов пред Аароном и пред сынами его, и соверши над ними посвящение их Господу.

Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Аарон ҫапла тунӑ та: Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӑл ҫутаткӑҫӑн мал енчи лампадисене ҫутса янӑ.

3. Аарон так и сделал: на передней стороне светильника зажег лампады его, как повелел Господь Моисею.

Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вара Моисей кӳмесемпе вӑкӑрсене илнӗ те вӗсене левитсене панӑ: 7. икӗ кӳмипе тӑватӑ вӑкӑрне Гирсон ывӑлӗсене вӗсем тӑвас ӗҫсем мӗнлине кура панӑ; 8. Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑрса ӗҫлеттерекен ӗҫсем мӗнлине кура тӑватӑ кӳмипе сакӑр вӑкӑрне Мерари ывӑлӗсене панӑ; 9. Кааф ывӑлӗсене паман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗ — сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе ҫӳресси; вӗсен ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳремелле.

6 И взял Моисей повозки и волов, и отдал их левитам: 7 две повозки и четырех волов отдал сынам Гирсоновым, по роду служб их: 8 и четыре повозки и восемь волов отдал сынам Мерариным, по роду служб их, под надзором Ифамара, сына Аарона, священника; 9 а сынам Каафовым не дал, потому что служба их - носить святилище; на плечах они должны носить.

Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем левитсене пурне те шута илнӗ; вӗсене, 47. пуху чатӑрӗнче ӗҫлеме юрӑхлисене тата унӑн япалисене йӑтса ҫӳреме пултараканнисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 48. шута кӗнисем сакӑр пин те пилӗкҫӗр сакӑрвунӑ ҫын пулнӑ; 49. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсен кашнийӗн мӗн ӗҫ тумаллине, мӗн йӑтса ҫӳремеллине палӑртса хунӑ; вӗсене, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, шута илсе тухнӑ.

46. И исчислены все левиты, которых исчислил Моисей и Аарон и начальники Израиля по родам их и по семействам их, 47. от тридцати лет и выше до пятидесяти лет, все способные к службе для работ и ношения в скинии собрания; 48. и было исчислено их восемь тысяч пятьсот восемьдесят; 49. по повелению Господню чрез Моисея определены они каждый к своей работе и ношению, и исчислены, как повелел Господь Моисею.

Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42-43. Унтан Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 44. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, [хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх] шутласа тухсассӑн, виҫӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ: 45. ҫаксем — Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.

42. И исчислены роды сынов Мерариных по родам их, по семействам их, 43. от тридцати лет и выше до пятидесяти лет, все способные к службе, для работ при скинии собрания; 44. и было исчислено по родам их, [по семействам их,] три тысячи двести: 45. это - исчисленные из родов сынов Мерариных, которых исчислил Моисей и Аарон по повелению Господню, данному чрез Моисея.

Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38-39. Унтан Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 40. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын пулнӑ: 41. ҫаксем — Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.

38. И исчислены сыны Гирсона по родам их и по семействам их, 39. от тридцати лет и выше до пятидесяти лет, все способные к службе, для работ в скинии собрания; 40. и было исчислено по родам их, по семействам их, две тысячи шестьсот тридцать: 41. это - исчисленные из родов сынов Гирсона, все служащие при скинии собрания, которых исчислил Моисей и Аарон, по повелению Господню.

Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34-35. Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 36. вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ: 37. ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.

34. И исчислили Моисей и Аарон и начальники общества сынов Каафовых по родам их и по семействам их, 35. от тридцати лет и выше до пятидесяти лет, всех способных к службе, для работ в скинии собрания; 36. и было исчислено, по родам их, две тысячи семьсот пятьдесят: 37. это - исчисленные из родов Каафовых, все служащие при скинии собрания, которых исчислил Моисей и Аарон по повелению Господню, данному чрез Моисея.

Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Елеазара — Аарон священник ывӑлне — ҫутаткӑҫа ямалли йывӑҫ ҫӑвӗ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли, яланах кӳрсе тӑракан тырӑ-пулӑ парни тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ памалла, — пӗтӗм кӗлӗ чатӑрӗ, ун ӑшӗнчи мӗнпур япала, сӑваплӑ вырӑнпа унти мӗнпур хатӗр-хӗтӗр унӑн аллинче пулмалла, тенӗ.

16. Елеазару, сыну Аарона священника, поручается елей для светильника и благовонное курение, и всегдашнее хлебное приношение и елей помазания, - поручается вся скиния и все, что в ней, святилище и принадлежности его.

Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисейпе Аарон левитсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх мӗнпур арҫыннине, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухнӑ; шута илнӗ левитсем мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин ҫын пулнӑ.

39. Всех исчисленных левитов, которых исчислил Моисей и Аарон по повелению Господню, по родам их, всех мужеского пола, от одного месяца и выше, двадцать две тысячи.

Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Левитсен пуҫлӑхӗсен пуҫлӑхӗ — Елеазар, Аарон священник ывӑлӗ; сӑваплӑ вырӑна хураллама хушнисене вӑл пӑхса тӑрӗ.

32. Начальник над начальниками левитов Елеазар, сын Аарона священника; под его надзором те, которым вверено хранение святилища.

Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вара Моисей [тата Аарон] вӗсене Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Вӑл хушнӑ пек шутласа тухнӑ.

16. И исчислил их Моисей [и Аарон] по слову Господню, как повелено.

Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.

5. И сказал Господь Моисею, говоря: 6. приведи колено Левиино, и поставь его пред Аароном священником, чтоб они служили ему; 7. и пусть они будут на страже за него и на страже за все общество при скинии собрания, чтобы отправлять службы при скинии; 8. и пусть хранят все вещи скинии собрания, и будут на страже за сынов Израилевых, чтобы отправлять службы при скинии; 9. отдай левитов Аарону [брату твоему] и сынам его [священникам] в распоряжение: да будут они отданы ему из сынов Израилевых; 10. Аарону же и сынам его поручи [скинию откровения], чтобы они наблюдали священническую должность свою [и все, что при жертвеннике и за завесою]; а если приступит кто посторонний, предан будет смерти.

Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ, 2. Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар; 3. кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ; 4. анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.

1. Вот родословие Аарона и Моисея, когда говорил Господь Моисею на горе Синае, 2. и вот имена сынов Аарона: первенец Надав, Авиуд, Елеазар и Ифамар; 3. это имена сынов Аарона, священников, помазанных, которых он посвятил, чтобы священнодействовать; 4. но Надав и Авиуд умерли пред лицем Господа, когда они принесли огонь чуждый пред лице Господа в пустыне Синайской, детей же у них не было; и остались священниками Елеазар и Ифамар при Аароне, отце своем.

Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем — вуникӗ ҫын, кашни йӑхран пӗрер ҫын — шутласа тухса шута кӗртнӗ ҫынсем ҫаксем ӗнтӗ.

44. Вот вошедшие в исчисление, которых исчислил Моисей и Аарон и начальники Израиля - двенадцать человек, по одному человеку из каждого племени.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вара Моисейпе Аарон ятран каласа тухнӑ ҫав ҫынсене илнӗ те 18. иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче] вӗсем пӗтӗм халӑха пуҫтарнӑ.

17. И взял Моисей и Аарон мужей сих, которые названы поименно, 18. и собрали они все общество в первый [день] второго месяца.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех