Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн хыҫҫӑн священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хураллама ҫынсем тӑратнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Гиезий каланӑ вара: патша хуҫамӑм, Елисей вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ ачан амӑшӗ ҫакӑ хӗрарӑм пулать те ӗнтӗ, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей хӑй чӗртсе тӑратнӑ ача амӑшне каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗр ҫине выҫлӑх ярать, вӑл ҫичӗ ҫула пырать; ҫавӑнпа кай кунтан, кил-йышупах кай, ӑҫта пурӑнма пултаратӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патша хӑйӗн шанчӑклӑ улпутне хула хапхине сыхлама тӑратнӑ; хапха анинче вӑл халӑх ури айне пулнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ; Турӑ ҫынни хӑй патне патша пынӑ кун мӗн каланӑ, пурте ҫавӑн пек пулса иртнӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа та, хулана ҫавӑрса илнӗ чухне аммонсен чи харсӑр ҫыннисем хӑш тӗлте хӳтӗленнине пӗлсе, Иоав ҫав вырӑна Урияна тӑратнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иоав тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курнӑ та, Израилӗн чи паттӑр ҫар ҫыннисене суйласа илсе, вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ; 10. ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, вӗсене аммонсене хирӗҫ йӗркелесе тӑратма хушнӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратса тухнӑ; пӗтӗм Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратнӑ хыҫҫӑн идумейсем пурте Давид чури пулса тӑнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал ҫарӗсем тӑратнӑ та, Сири ҫыннисем Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иессей вара Аминадава чӗнсе илнӗ те ӑна Самуил патне илсе пырса тӑратнӑ, Самуил: Ҫӳлхуҫа куна та суйламан, тенӗ.8. И позвал Иессей Аминадава и подвел его к Самуилу, и сказал Самуил: и этого не избрал Господь.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем Дагона йӑтса тӑратнӑ та каллех хӑй вырӑнне лартнӑ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Самсона тӗрме ҫыннисен ҫуртӗнчен илсе килнӗ, вӗсем унран кулнӑ-мӑшкӑлланӑ, кайран икӗ юпа хушшине тӑратнӑ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сисара вара Харошеф-Гоимри хӑйӗн пӗтӗм халӑхне, тимӗртен тунӑ пӗтӗм тӑхӑрҫӗр ҫар урапине Киссон шывӗ хӗррине пуҫтарса тӑратнӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫапла тунӑ та: леш пилӗк патшана — Иерусалим патшине, Хеврон патшине, Иармуф патшине, Лахис патшине тата Еглон патшине — ҫӗр хӑвӑлӗнчен кӑларса Иисус патне илсе пырса тӑратнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. [Хула] пӑхса килнӗ яш ачасем вара [хӗрарӑм килне] кайнӑ та [аскӑн арӑма] Раава, унӑн ашшӗпе амӑшне те, пиччӗшӗ-шӑллӗне те, тӑванӗсене те, ун килӗнче кам пулнӑ — ҫавсене пурне те кӑларса Израиль тапӑрӗн тулашне илсе пырса тӑратнӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей вара хӑйне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хушнӑ пек тунӑ, Иисуса Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратнӑ та, 23. икӗ аллине унӑн пуҫӗ ҫине хурса, Ҫӳлхуҫа хӑйне каланӑ пек, ӑс панӑ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Корей вӗсене хирӗҫ пуху чатӑрӗ умне пӗтӗм халӑха пухса тӑратнӑ.19. И собрал против них Корей все общество ко входу скинии собрания.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей тухнӑ та халӑха Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа панӑ, унтан, халӑх пуҫлӑхӗсенчен ҫитмӗл ҫын суйласа илсе, вӗсене кӗлӗ чатӑрӗ патне тӑратнӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пуҫлӑхсем, парне вырӑнне ҫу сӗрсе, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмелли кун памалли парнесем илсе пынӑ, хӑйсен парнисене вӗсем парне вырӑнӗ умне тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, 2. унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ, 3. вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.