Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типсе (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр икӗ кунтан вӑл хӗвел ҫинче пӗтӗмпех типсе ҫитрӗ.

Через два дня она совершенно просохла на солнце.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Вӑл татӑка кӗсйӳнех чик-ха, ху та типӗ тытакан ҫын пек типсе кайнӑ…

— Береги хлеб для себя, а то ты совсем отощал, как святой постник…

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов шӑпах Тантал ҫинчен калакан юмаха асне илчӗ, Тантал ҫапла шӑнкӑртатса юхакан шыв хӗррине ҫитсе тӑнӑ чух, шыв ӗҫес килнипе пырӗ типсе кайнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫитсе тӑрсан пӗр тумлам та ӗҫеймен.

Огнянов чувствовал себя, как Тантал, который, стоя над прохладным ручьем, изнывал от жажды, но не мог выпить ни капли воды.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӗлсех тӑратчӗ-ҫке савнӑ Бойчона хӑех ҫӑва ҫинелле тӗкнине, юратупа телей ҫӑл куҫӗ йӑлтах типсе ҫитнӗ пулсан эппин, тинех ӑна кун курасси те тарам.

к которой она его толкнула; и жизнь, в которой родник любви и счастья высох навсегда, казалась ей теперь ненавистной.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн тӑвӑпӑр ҫав ӗнтӗ, — хушса хучӗ тухтӑр, — Летӑ шывӗ тахҫанах типсе пӗтнӗ.

— К сожалению, — добавил доктор, — Лета уже давно высохла.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем ун хӗрӳллӗ сӑмахне илтесчӗ тесе ҫунаҫҫӗ, типсе ҫитнӗ пыра таса ҫӑл шывӗпе кантарнӑ пек, пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлесе тӑраҫҫӗ.

И люди, слушая его вдохновенные речи, жадно глотали каждое слово, как пересохшее горло — кристально чистую струю ручья.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӗлхем типсе лартӑрах манӑн, енчен ӑна Иван Неделков илсе каяймасан…

Отсохни у меня язык, если Иван Недялков ее не увезет…

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ганчо, тултар-ха эппин тарӑн вартине тепрер курка, карланкӑ та, тем, типсе каясса ҫитрӗ.

Ганчо, налей еще нижиереченского винца, а то у нас глотки пересохли…

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӑнарӗ унӑн чунӗ типсе ҫитнӗ ҫыннӑнни пек хаяр курӑнчӗ.

Лицо его отражало душевную сухость и жестокость.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ну, хуҫа, илсе кил тенӗ сана эрех, пырӑм типсе кайрӗ, — мӗкӗрчӗ уксахӗ.

— Ну, неси, неси скорей водки, хозяин, нам пить охота, — зарычал хромой.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй ӗмӗрӗнче ҫын пурпӗрех типсе хӑрать — качча тухмасӑр пурӑнсан та, авланмасӑр пурӑнсан та, — ҫапла типсе пынӑ та ӗнтӗ вӗсем е ирсӗрлӗхпе ҫырлахнӑ.

А век не проживешь ни одинокою, ни одиноким, не зачахнувши, — вот они и чахли или примирялись с пошлостью.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унӑн ҫӑвар ӑшӗ типсе ларчӗ.

Во рту у него пересохло.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр виле тӑприне те тирпейлемен, ҫавӑнпа хӗвелтухӑҫӗнчен вӗрекен ҫил тӑмлӑ тӗмескесем ҫинчи иртнӗ ҫулхи хыт хурана хурлӑхлӑн силлентерет, типсе тӗссӗрленнӗ армутине хӗрарӑмӑн ҫинҫе пӳрнисемпе суйланӑ пек чӑштӑртаттарать.

Ни одна могила не была убрана, и ветер с востока печально качал на глинистых холмиках прошлогодний бурьян, бережно шевелил, будто тонкими женскими пальцами перебирал, пряди пожухлой, бесцветной полыни.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Турӑх янӑ пӗчӗк чашӑка вӑл типсе кайнӑ ҫӑкӑр таткине вӑрахчен те тирпейлӗн турарӗ, васкамасӑр, тимлесе ҫирӗ, хӑй вара, кантӑкран пӑха-пӑха, ҫапла шухӑшларӗ:

В небольшую миску с кислым молоком он долго и тщательно крошил кусок черствого хлеба, ел медленно, истово, а сам посматривал в окно, думал:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Утӑ ҫулакансене пурне те пиртен салам кала, курӑка ватӑлма ан паччӑр вӗсем, валемсенчи утӑ ытлашши ан типсе кайтӑр.

Передавай от нас привет всем косарям и попроси, чтобы не давали траве перестаиваться и чтобы сено в валках не очень пересыхало.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл вӑйлӑ мухмӑр чухнехи пек туйӑмпа вӑранчӗ: унӑн ӗҫесси килет, пуҫӗ тӳсме ҫук ыратать, ҫӑвар ӑшӗ типсе ларнӑ, вӑхӑт-вӑхӑт кӑмӑлӗ пӑтранать, хӑсасси килет.

Он поднялся, испытывая такое ощущение, как в часы тяжелого похмелья: его томила жажда, нестерпимо болела голова, во рту было сухо, временами подступала легкая тошнота.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫекундлӑха унӑн чӗри тӑпӑртатса илчӗ, унтан вӑл каллех тикӗссӗн ӗҫлеме пуҫларӗ, анчах ун ҫӑвар ӑшӗ типсе ларчӗ, йӳҫӗ тутӑпа тулчӗ.

На секунду сдвоило у него сердце, а потом снова забилось ровно, но во рту стало горько и сухо.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта кӑлканӑн шурӑ тӗтӗм евӗрлӗ ҫилхисем, тӑварлӑ тӑпран шӑрӑхпа типсе, ҫуркаланса пӗтнӗ мӑкӑрӑлчӑкӗсем курӑнаҫҫӗ, чӗтресе тӑракан ӑрша пайӑркисем юхаҫҫӗ, кӑнтӑр тӗлӗнчи шӑрӑх пуҫланать.

Она белела дымчатыми султанами ковыля, высохшими плешинами потрескавшихся от жары солончаков, струилась текучим и зыбким маревом и горячо дышала полуденным зноем.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн сасартӑках тутисем типсе кайрӗҫ, ансӑр шурӑ ҫамки ҫине сывлӑм тумламӗсем пек тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, утасса та вӑл сасартӑк асӑрханса, темрен сыхланса тенӗ пекрех утма пуҫларӗ.

У нее мгновенно пересохли губы, на узком белом лбу росинками выступила испарина, и даже походка вдруг стала какой-то осторожной и неуверенной.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Юратас ҫук вӑл мана…» — тунсӑхлӑн шухӑшларӗ Варя, хурланнипе тулли тутисене хӗссе, «Ыран вӑйлӑ ҫил пулать, кунӗпе ҫӗр типсе каять, ун чухне вара вӑкӑрсене йывӑр пулать», — тухӑҫри вут хыпса илнӗ пӗлӗтсем ҫине пӑхса пынӑ май кӑмӑлсӑрланса шухӑшларӗ Давыдов.

«Не полюбит он меня…» — с тоскою думала Варя, скорбно сжимая полные губы, «Завтра будет сильный ветер, земля просохнет за день, вот тогда быкам придется круто», — с неудовольствием думал Давыдов, глядя на пылающий закат.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех