Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтел сăмах пирĕн базăра пур.
сӗтел (тĕпĕ: сӗтел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Энтри пурте сӗтел хушшинчен тухсан алӑк каҫакӗ ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан чӑпӑрккана илчӗ те Валя патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Евтук сӗтел ҫине каҫхи апат лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫыран хӗррипе юхакан сӗтел пек тикӗс пӑр ҫине малтан Валя улӑхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Сӗтел варрине лартнӑ пысӑк тӑм чашкӑран ашшӗ маҫтӑрланӑ йывӑҫ кашӑксемпе апатланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Сӗтел хушшине лартмасӑр Виталие кӑларса ямарӗҫ кил хуҫисем.

Хозяева не отпустили Виталия не посадив за стол.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Сӗтел хушшине лартмасӑр Виталие кӑларса ямарӗҫ кил хуҫисем.

Хозяева не отпустили Виталия, не пригласив сесть за стол.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унран юлса пынӑшӑн вӑл е ку пуҫлӑха: «Ҫав кун тӗлне туса пӗтермесен парти билетне сӗтел ҫине кӑларса хуратӑн тата ӗҫсӗр юлатӑн!» — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Йывӑр шухӑшсенчен канас тӗллевпе сӑвӑ-калав шӑрҫалама, хаҫат-журнал валли статья-тӗрленчӗк ҫырма сӗтел хушшине ларнӑ, халӑх хорӗнче юрланӑ.

С целью отдохнуть от тяжелых мыслей сочинять стихи и рассказы для газет и журналов писать статьи-очерки садился за стол, пел в народном хоре.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Анне сӗтел ҫине апат хатӗрлерӗ те ҫиме лартӑмӑр.

Мама приготовила стол и сели обедать.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Уява хатӗрлесе ирттерекен ЧР таврапӗлӳҫисен ертӳҫи Сергей Сорокинпа Виталий Станъял тата ЧНК пайташӗ Эдуард Бахмисов туризм ҫуртне уҫнӑ май ҫавра сӗтел хушшинче форум ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пурте пӗр пулса ҫанталӑк илемӗпе киленсе йывӑҫсен айӗнче сӗтел хатӗрлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Мӗн пурри пӗтӗмпех сӗтел ҫинче...

Что есть, все на столе...

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Каяр пуль, Петруша та ҫывӑрасшӑн, – сӗтел хушшинчен тухрӗ Володя.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Эльза сӗтел ҫине темиҫе тумлам тӑкрӗ.

Эльза накапала на стол несколько капель.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

«Афганистан» тенине илтсен Элекҫейпе Володя пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, чавсисене сӗтел ҫинчен илсе тӳрленсе ларчӗҫ.

Услышав «Афганистан», Алексей и Володя посмотрели друг на друга и, убрав локти со стола, выпрямились.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсӗр пуҫне Эльза сӗтел ҫине пӗр кӗленче шурӑ эрех кӑларса лартрӗ.

Кроме разных блюд, Эльза поставила на стол бутылку водки.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Эльза каҫхи хӑнасене сӗтел хушшине чӗнчӗ.

Эльза пригласила вечерних гостей к столу.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Апачӗ тутлӑ пултӑр! – терӗ малти пӳлӗмрен тухнӑ Эльза сӗтел тавра шӑкӑрин ларса тухнӑ поселенецсене.

— Приятного аппетита! — сказала Эльза, выходя из передней к поселенцам, которые уселись за столом.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– А-а-ах, шӑрши еплерех, – сӗтел патне пырса ал тупанӗсене сӑтӑрчӗ чикан.

— У-ух, как пахнет, — подошел к столу цыган, потирая руки.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Хӗрарӑм сывлӑх сунчӗ те малалла иртме сӗнмесӗрех сӗтел ҫине виҫӗ литрлӑ банкӑпа сӗт тата турилккепе икерчӗ пырса лартрӗ.

Женщина поздоровалась и, не дожидаясь приглашения, прошла вперед, поставила на стол трехлитровую банку с молоком и целую тарелку блинов.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех