Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет сăмах пирĕн базăра пур.
сехет (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ сехет ларнӑ хыҫҫӑн, миҫе хут ҫӳренине шутлама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Вунӑ минут иртрӗ, ҫур сехет — ҫула май каякан машинӑсем курӑнмаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Вуншар-вунпилӗкшер сехет ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр, вунпилӗкшер-ҫирӗмшер.

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

— Мӗн тунӑ-ха эсир ҫирӗм тӑватӑ сехет хушши?

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

50 километра 2 сехет те 15 минут та 1 секундра чупса тухса Зуфар Тимаев пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Пробежав 50 километров за 2 часа 15 минут и 1 секунду, Зуфар Тимаев занял первое место.

Марафонра палӑрчӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

«Ҫав ҫын ӑҫта иккенне каласан сана ак ҫакна паратӑп», — тесе, кӗмӗл сехет кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Вунпӗр сехет, — терӗ аппа.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урайӗнче палас, чӳречисене чӗнтӗрсем карнӑ, стена ҫинче сехет.

Куҫарса пулӑш

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑнтӑр вӑхӑчӗ иртнӗренпе виҫ сехет те ҫитет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

— Ҫук, ҫук, ҫук, — ӑшпиллӗн хыпӑнса, стена ҫумӗнчи тукмаклӑ сехет маякӗнчен те хастартарах сулкаласа илчӗҫ аллисене пурте харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

— Ҫур сехет ҫапла тытса ларсан, хӗрӗх тумлам таран юхтарса кӑларма пулать.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчах ватлӑх тунсӑхӗллӗ, кичем, тӗссӗр шӑплӑха путнӑ пӳртре, стена ҫумӗнчи ҫур ӗмӗр каяллах туяннӑ тукмаклӑ сехет таклаттарнисӗр пуҫне, никам та, нимӗн те сас памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Учительница татах тем каласшӑнччӗ, ҫак вӑхӑтра пирӗн пӳлӗм алӑкне ҫемҫен шаккани илтӗнчӗ, унтан, пашка-пашка, хыпӑнса, пӳлӗме хӑйӗн паян ҫырнӑ экзамен ӗҫне ик сехет каяллах парса хӑварнӑ, ҫан-ҫурӑмне ҫӑт-ҫӑт тытакан шурӑ блузка, кӑвак юбка тӑхӑннӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗрача — Милосердина Людмила — кӗрсе тӑчӗ, вӑл, сывлӑш тӑруках ҫавӑрса яраймасӑр, пӗр авӑк инкек «пӑрӗ ларнӑ» куҫӗсемпе пире курса-курмасӑр сӑмахне тӳрех пуҫлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫапла пӗр сехет иртрӗ, иккӗ, виҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӑхӑр сехет ҫитесси пилӗк минут юлсан, класа, алӑка хатӑррӑн уҫса, аллинче кӑвак хут конверт тытса, яланхиллех яка тумланнӑ, чӑпар ҫӳҫлӗ шкул директорӗ кӗрсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ, вара, конверта хачӑпа хӗрринчен касса, ӑшӗнчен форматлӑ шурӑ хут листи туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ҫур сехет иртрӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӑхӑр сехет иртрӗ, хӗвел чух йывӑҫ пӳне те хӑпарчӗ, сысна кӑнтӑрли те ҫитрӗ — анчӑк ҫук та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӑватӑ сехет кӑна-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫур сехет ытларах та иртрӗ-ши ҫапла Аҫтӑрхан хулин тӗттӗм кӗтесӗсене «чӑпикла хыпашлакаласа» ҫӳресе, кӗҫех ман умра куҫпа виҫейми сарлака та анлӑ, вӗтӗ-вӗтӗ катрашкаллӑ-картлӑ, чӗркӗмӗл кӳлли майлӑ тӳремлӗх вӑлтти-валтти сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тепӗр сехет пек исленчӗҫ-ши, ҫӑвӑнчӗҫ-ши вӗсем пӑчӑр-пӑчӑр вӗри тарпа, ҫук-ши, ҫулмалли те пыл хурт вӗллисем тавра кӑна юлнӑччӗ, хӗвеланӑҫӗнчен тем вӑхӑтра кусса-пӗтӗрӗнсе ҫитнӗ вӗҫкӗн сивӗ ҫил ачисем, пӑвӑннӑ сывлӑша сирсе вашкӑрттарса, таврара алпастӑланса чупма, арҫуриленсе пӗтӗрӗнме, йывӑҫсене лӑскама, вӑл-ку хӑрӑк-харӑка, хавшак япалана хуҫма, ҫӗкле-ҫӗкле ывӑтма, вӑйкӑнтарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех