Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

революци сăмах пирĕн базăра пур.
революци (тĕпĕ: революци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинех вӑл хӑй те шанми пула пуҫларӗ, Клисурӑра катастрофа пулса тӑрасса, революци ӑнӑҫманнине вӑл хӑраса кӗте пуҫларӗ.

Наконец, он и сам начал терять надежду; с ужасом предвидел он неизбежность катастрофы в Клисуре и неминуемое поражение революции.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уйӑх каялла вӗсем Клисурӑна ӗҫпе килнӗ пулнӑ та революци юхӑмне ҫакланнӑ.

С месяц тому назад они приехали в Клисуру по делам и были вовлечены в революционное движение.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Революци ӗҫӗшӗн хавхаланнӑ маях Рада пирки те ун шухӑшӗ лӑпланмарӗ.

Как ни страстно он отдался делу революции, мысль о Раде не оставляла его.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ӳлӗм апокалипсисри тискер кайӑк пек хаяр революци пулмаллаччӗ-ха, ҫамрӑк качча ҫак ӗмӗт кӑна йӑпатрӗ…

Но впереди была революция, грозная, огненная, как апокалипсический зверь, и это утешало юношу…

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пирӗн калав ирӗксӗрех ҫав кӗрешӗвӗн пӗртен пӗр эпизочӗпе ҫырлахать, ҫав эпизода ак малалла ҫырса кӑтартӑпӑр та, вӑл революци вут-хӗмне путарнӑ сӑлтава, ҫавӑнпа пӗрлех чи таса шанчӑксем те пӗтнине ӑнлантарса пама пулӑшӗ тетпӗр.

Рассказ наш поневоле ограничится одним из эпизодов этой борьбы — эпизодом, который будет описан ниже и послужит иллюстрацией поражения революции, чудовищного краха самых светлых ее надежд…

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӳссех пыран революци хавалӗ пурне те пыра-пыра тиврӗ.

Воодушевление росло и захлестывало всех.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫуркунне хӑйӗннех иле пуҫларӗ, ҫавӑн пекех революци те калама ҫук хӑвӑрт ҫите пуҫларӗ.

Весна все больше вступала в свои права, и так же быстро, гигантскими шагами надвигалась революция.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах кунта та революци хавалӗсӗр иртмест иккен: ҫамрӑксен вӑййине Беспортев ертсе пырать, хӑй уксах пулсан та вӑл, ташлама тесен, пит те ӑста.

Но вскоре он убедился, что и здесь не обошлось без революционного элемента: хоровод водил Беспортев, плясун знаменитый, хоть и хромой.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑтам шухӑшлӑ ҫынсем революци ӗҫӗнче сахал мар чӑрмантарса тӑнӑ.

Умеренные люди нередко тормозили революцию.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ан тив, Стефчов революци вӑхӑтӗнче вилнӗ пултӑр, чи малтан вӑл пӗттӗр.

Пусть Стефчов падет первой жертвой.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсен ҫумне тата ҫакна та хушӑр, Царьградра хӑйӗнче те халь-халь революци тапранмалла, пӑтранчӑк вӑхӑт ҫитессе унта чӑтаймасӑр кӗтсе тӑраҫҫӗ, Азис султана персех антарасшӑн.

Добавьте к этому, что в самом Царьграде революция не за горами, там ждут не дождутся смутного времени, чтобы свергнуть султана Азиса…

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бей хӑй умӗнчех, пуҫлӑх умӗнчех, Огнянов ҫавӑн пек чӑрсӑрланса революци юррине юрласса шухӑша та илмен, ҫавӑнпа вӑл Стефчова ним чухлӗ те шанмарӗ.

Бей не мог допустить, чтобы Огнянов решился петь революционную песню в присутствии начальства, и потому не поверил Стефчову.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав спектакльтех революци юррине юрлани Огнянова хирӗҫ кӗрешмелли чи майлӑ меслет кӳрсеччӗ те ӑна, унта та, ас тӑватпӑр-ха, ӗҫӗ унӑн ӑнӑҫса ҫитмерӗ.

Пение революционной песни на спектакле дало ему в руки оружие против Огнянова, но, как мы уже видели, и на этот раз коса нашла на камень.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Революци юррисем кулленхи йӑлана кӗрсе ҫитрӗҫ — килте те, улахсенче те, пыра-киле урамра та ҫавӑн йышши юрӑсем илтӗне пуҫларӗҫ; савӑш юрри вырӑнне патриотла юрӑсем янӑратаҫҫӗ.

Революционные песни вошли в моду и проникали всюду — в дома, на посиделки и оттуда на улицы; сентиментальные любовные песни везде были вытеснены патриотическими.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чернышевский хӑй вӑхӑтӗнчи ҫынсене Рахметов ҫулӗпе кайма чӗннӗ, вӗсене революци шухӑшӗпе хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Российӑра революци пулассине, хӑйӗн социалистла идеалӗсем пурнӑҫа кӗрессине Чернышевский чӗререн ӗненсе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Н. Г. Чернышевский тӑшманӗсем савӑнма пуҫланӑ; ӑна тӗрмене хупнӑ май революци юхӑмӗ пӗтсе ларӗ тесе шутланӑ, анчах патша правительствин Чернышевский «айӑпне» кӑтартса паракан документсем пулман.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Революци ӑнӑҫлӑ пулаймасан, мана Ҫӗпӗре яма е вӗлерме пултараҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн ҫывӑх тусӗсене.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Революци хыҫҫӑн ҫивӗтне даосск манахӗсем пек пуҫ тӳпине пӗтӗрсе хунӑ та вӑл: Чжао Цзы-лун пурӑннӑ пулсан, Поднебеснӑйра хальхи пек йӗркесӗрлӗх пулмӗччӗ те, тенӗ ҫине-ҫинех ассӑн сывласа.

После революции он закрутил свою косу на макушке, точно даосский монах, и часто со вздохом твердил: будь жив сейчас Чжао Цзы-лун, в Поднебесной не поднялась бы такая смута.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Манӑн Макарушка Нагульнов ҫулталӑкри праҫниксенче, урӑхла каласан, Майӑн пӗрремӗшӗпе ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче тӗнчери революци ҫинчен тем таранччен сӳпӗлтетнине тата тӗрлӗ ӑнланмалла мар сӑмахсем каланине тӳсме пултараймастӑп эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна та, садри шӑпчӑка е автан ҫурҫӗр ҫитсен авӑтнине итленӗ пек, талӑкӗпех итленӗ пулӑттӑм.

Уж на что я терпеть ненавижу, когда мой Макарушка Нагульнов на годовые праздники, то есть на Первое мая и на Седьмое ноября, начнет длинные речи про мировую революцию запузыривать и всякие непонятные слова из себя выкидывать, а и того бы я в тот момент сутки напролет слушал бы, как соловья в саду или кочетиное пение в полуночный час.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех