Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Пире вӗсен тасамарлӑхӗшӗн ан тавӑрсамччӗ, пире вӗсен ирсӗрлӗхӗ урлӑ хаса ан парсамччӗ: йӗркесӗр ҫынсем хӑйсен ӑшӗнче ан мухтанайччӑр, хӑйсен чӗлхине каппайчӑклӑн ирӗке ярса, эпир сӑваплӑ Ҫурта ирсӗрлӗх ҫурчӗсене таптанӑ пекех таптарӑмӑр тесе хӗпӗртесе ан савӑнайччӑр.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах та вӑл, чӑрсӑрланса кайнӑскер, ниме те вырӑна хуманскер, малтан каланине тӑвасах тесе малалла пӗр утӑм ярса пуснӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хаяр ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Антиох ҫӗнтерме тытӑнсассӑн, Арсиноя ҫӳҫне-пуҫне арпашӑнтарса ярса ҫар тӑрӑх куҫҫульпе йӗрсе ҫӳренӗ, ҫарҫӑсене харпӑр хӑйшӗн, ачисемпе арӑмӗсемшӗн харсӑртараххӑн ҫапӑҫма чунтан ӳкӗтленӗ, ҫӗнтерсессӗн кашнине икшер мина ылтӑн пама пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑйӗн кӗллинче вӑл ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, иудейсен патши Езекия вӑхӑтӗнче Эсӗ Ангел ярса патӑн, вӑл вара Сеннахирим ҫарӗнчи ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкрӗ. 23. Эй тӳпе Ҫӳлхуҫи, халӗ те тӑшмансене хӑратма, сехӗрлентерме пирӗн умран пымашкӑн ырӑ Ангел ярсамччӗ. 24. Хӑвӑн сӑваплӑ халӑху ҫине усал шухӑшпа килекенсене Санӑн хӑватлӑ аллу тӗп тутӑр» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Виҫӗ ҫул иртсессӗн Иудӑпа унӑн ҫыннисем патне Селевк ывӑлӗ Димитрий вӑйлӑ ҫарпа — тип ҫӗр тата тинӗс ҫарӗпе — Триполис пристаньне ишсе килнӗ те, 2. ҫӗршыва ярса илсе, Антиохпа унӑн пеккунне Лисие вӗлернӗ текен хыпар ҫитнӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иудейсен ҫарӗнчи Родок ятлӑ пӗр ҫын тӑшмансене ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтернӗ, ӑна ӗнтӗ шыраса тупнӑ, ярса тытса хупса лартнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ ҫынсемпе ҫеҫ юлсан, вӗсемпе канаш тытнӑ, вара патша ҫарӗ Иудейӑна ҫитсе хулана ярса иличчен маларах хирӗҫ тухма, ӗҫе Турӑ пулӑшнипе татса пама шутласа хунӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Досифей — Вакинора пӑхӑнса ҫапӑҫнисенчен пӗри, юланутҫӑ, вӑйпитти ар — Горгие ярса тытнӑ, ҫав ылханлӑ ҫынна чӗрӗлле тыткӑна илес тесе, ӑна юпӑнчинчен ҫатӑрласа сӗтӗрсе пынӑ; анчах Фракия юланутҫисенчен пӗри ун патне сиктерсе ҫитнӗ те хулне касса пӑрахнӑ, Горгий вара Марисӑна тарса кайнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Анчах Иуда ҫыннисем Пурне те Пултаракана, Хӑйӗн хӑвачӗпе тӑшман вӑйне аркатакан Турра, хӑйсене пулӑшма чӗннӗ те ҫак хулана ярса илнӗ, унта пулнӑ ҫирӗм пилӗк пине яхӑн ҫынна пӗтернӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Турӑ пулӑшнипе вӗсем хулана ярса илнӗ, шутсӑр нумай ҫынна вӗлернӗ, ҫывӑхри икӗ стади сарлакӑш кӳлӗ юнпа тулса ларнӑн курӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Маккавейпа унӑн ҫыннисем, хӑйсен керемӗсене ҫавӑрса илнине пӗлсессӗн, халӑхпа пӗрле куҫҫулӗпе йӗрсе Ҫӳлхуҫана Израиле ҫӑлмашкӑн ырӑ Ангел ярса пама тархасланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт нумаях та иртмен, Лисий — патшанӑн пеккунӗ тата ҫывӑх тӑванӗ, патша лартнӑ ҫын — мӗн пулса иртнине питех те кулянса чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн 2. сакӑрвунӑ пин ҫынна ҫити ҫуран ҫар тата пӗтӗм утлӑ ҫарне пуҫтарнӑ та Иерусалим хулине ярса илсе ӑна эллинсем пурӑнакан вырӑн туса хурас тӗллевпе иудейсене хирӗҫ тухса кайнӑ, 3. суя тӗнлисене хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсемшӗн налук тӳлеттернӗ пек, вӑл Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗшӗпе те ҫавӑн пек тума, аслӑ священникӑн вырӑнне вара ҫулленех тӳлевлӗ вырӑн туса хума шутланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӑлханса кайнӑ вӑхӑтра ыттисем те шалта пытанса ларакансем ҫине сиксе ӳкнӗ, пашнесене ҫунтарма пуҫланӑ; йӗри-тавралла кӑвайт чӗртсе, хурласа калаҫакансене чӗрӗллех ҫунтарнӑ; тепӗрисем хапхасене аркатнӑ, ытти ҫара шала кӗртсе ярса хулана туртса илнӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Маларах иудейсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Тимофей ӗнтӗ ют ҫӗршыв ҫыннисенчен шутсӑр йышлӑ ҫар пухнӑ, Азири юланутҫӑсене те сахал мар пуҫтарнӑ, вара Иудейӑна ҫитнӗ — ӑна ярса илесшӗн пулнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл ҫак ҫынсене, сутӑнчӑка тухнӑскерсене, вӗлерттернӗ те ҫавӑнтах икӗ пашнене ярса илнӗ.22. Этих людей, сделавшихся предателями, он предал смерти, и тотчас овладел двумя башнями.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вирлӗн тапӑнса, вӗсем ҫак вырӑнсене ярса илнӗ, хӳме ҫинче ҫапӑҫакансене пурне те тавӑрнӑ, тӗл пулакансене пурне те вӗлернӗ, ҫирӗм пин ҫынран кая мар тӗп тунӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Персеполь теекен хулана тапӑнса кӗнӗ пулнӑ, ҫав вырӑнта пуҫҫапакан турӑ ҫуртне ҫаратма, хулана ярса илме пикенсе пӑхнӑ.2. Ибо он вошел в так называемый Персеполь и покушался ограбить храм и овладеть городом.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара Тимофейпа Вакхид вӗсем ҫине пӗрле тапӑнсассӑн, кусем вӗсенӗн ҫирӗм пин ытла ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ та ҫӳллӗ керемсене ҫӑмӑллӑнах ярса илнӗ; пухса илнӗ питех те пысӑк тупӑша хӑйсем хушшинче, аманнисем, тӑлӑх ачасем, тӑлӑх арӑмсем тата аслӑ ҫынсем хушшинче пӗр тан пайласа валеҫнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла та пулнӑ: амӑшӗпе пӗрле ҫичӗ пӗртӑвана ярса тытнӑ та патша вӗсене ҫиме юраман сысна ашӗ ҫиме пусахласа чӑпӑрккапа, чӗн саламатпа хӗнеттернӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Асаплантарса пӗтернӗскер, вӑл, ахлатса ярса, вилес умӗн ҫапла каланӑ: «Пурне те Курса Тӑракан Ҫӳлхуҫа пӗлет: вилӗмрен ҫӑлӑнма май пур пулин те, Унран хӑранипе эпӗ ӳтӗме хӗненине тӳссе хаяр асап йышӑнатӑп, чунӑмпа вара ӑна савӑнсах тӳсетӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.