Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Ӗлӗк, революциччен чиркӳ ларнӑ вырӑна фундамент ярса хатӗрлерӗмӗр.

— Фундамент залили там, где прежде до революции стояла церковь.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Кӗҫех хаҫатран та хурав ҫитет, журналистсем вӗсене Зоя Космодемьянскаян амӑшӗн адресне ярса параҫҫӗ.

Скоро из газеты приходит ответ, журналисты отправляют им адрес матери Зои Космодемьянской.

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Пӗррехинче урокра ачасем Зоя Космодемьянская ҫинчен сочинени ҫырсан, Светлана Афанасьевӑн ӗҫӗ чи лайӑххи пулать, учительсем ӑна «Пионерская правда» хаҫата ярса параҫҫӗ.

Когда на уроке ученики написали сочинение о Зое Космодемьянской, работа Светланы Афанасьевой была признана самой лучшей, учителя отправили её в газету «Пионерская правда».

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Унсӑр пуҫне шалча пӑрҫин хутаҫне ярса хатӗрленӗ шӗвексем хырӑм ай парӗ шыҫнине /панкреатит/ тата пӳре шыҫнине /пиелонефрит/ ирттереҫҫӗ, шӑк хӑвалаҫҫӗ, ӳт тӑртаннинчен, циститран, шыв чирӗнчен /водянка/ сиплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

1 стакан ӑшӑ шыва 1 чей кашӑкӗ панулми уксусӗ ярса пыра кашни икӗ-виҫӗ сехетре чӳхемелле.

Нужно добавить в 1 стакан теплой воды 1 чайную ложку яблочного уксуса и полоскать горло каждые два - три часа.

Панулми уксусӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Йывӑрлӑха ҫынна ҫӳлтен ахальтен ярса памаҫҫӗ — пурнӑҫ тутине чухлама кирлӗ вӑл.

Неспроста сверху посылают неприятности - дабы почувствовать вкус жизни.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Тантӑшӑм Хусана текех ура та ярса пусмассине каларӗ.

Подруга сказала, что в Казань больше и ногой не ступит.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ӑна хӑнасене те ӗҫтереҫҫӗ, вилнӗ ҫынна асӑнса ятарлӑ савӑта ярса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Ҫӳҫӗнчен ярса илтӗм — Миля пулчӗ ҫакскер!

Схватил за волосы - оказалось это Миля!

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Юрать-ха, хӑй мӗн каланине тӳрех ӑнланса илнӗ, макӑрса ярса каҫару ыйтнӑ.

Хорошо, что она сразу же поняла что сказала, разревевшись, попросила прощения.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Суверенитет Декларацийӗпе килӗшӳллӗн Леонид Иванович Сироткин ӗҫтешпе Конституци проектне хатӗрлерӗмӗр эпир, ӑна ЧНК ячӗпе комиссине ярса патӑмӑр.

Согласно Декларации о суверенитете мы с коллегой Леонидом Ивановичем Сироткиным подготовили проект Конституции, от имени ЧНК его отправили в комиссию.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Эпӗ ӑна «Карусель», «Твои любимые цветы», «Земляника» сӑвӑсем ярса патӑм.

Я ему отправил стихи «Карусель»,«Твои любимые цветы», «Земляника».

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хавхаланупа ҫунатланнӑран сӑвва мӑшӑрӑма ярса патӑм.

Окрыленный успехом, я отправил стих супруге.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пӗррехинче амӑшӗпе Настьӑн ашшӗ хӗрӗсене килсе курнӑ-ха, анчах ячӗшӗн ҫеҫ пулас — унтанпа чылай вӑхӑт иртнӗ пулин те ку тӑрӑхалла тек ура ярса пусман.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерсе Мускавпа калаҫусем ирттеретӗп, пирӗн сигнала унта та кабель телекуравӗ урлӑ курмашкӑн ярса партарасшӑн эпӗ.

С желанием разрешить этот вопрос провожу переговоры с Москвой, хочу, чтобы и там люди могли увидеть наш сигнал по кабельному телевидению.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пасар саманинче вӑл чӑвашлӑха телекурав урлӑ аталантарма патшалӑх пулӑшу парасса кӗтсе лармарӗ, хӑйӗн хваттерне сутрӗ те ЮТВ канал хута ярса ӑна кӗске хушӑрах халӑх патне ҫитерчӗ.

Во времена рыночной экономики он не стал сидеть в ожидании государственной помощи для развития чувашского мира через телевидение, а продал свою квартиру и запустил канал ЮТВ и вывел его за короткое время до народа.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Халӗ ҫулталӑкне 30-40 кӗнеке ярса параҫҫӗ.

Сейчас в год присылают 30-40 книг.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Мӗнпур тырра фронта ярса Ҫӗнтерессе шанатпӑр.

Отправляя весь хлеб на фронт, надеемся, что победим.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӗррехинче ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне Петя фашистсен аллине ҫакланнӑ, хыҫҫӑнах амӑшне ярса илнӗ.

Однажды, при выполнении особого задания Петя попал в руки фашистов, вскоре поймали и мать.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Калуга облаҫӗнчи Грынь ялӗнчи улттӑри Сережа Алешкова вӑрҫӑ мӗн тери хурлӑх ярса панӑ...

Какое горе послала война шестилетнему Сереже Алешкову из деревни Грынь Калужской области...

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех